Ака пӑтти
Ака пӑтти — тырӑ акас умӗн, акнӑ вӑхӑтра, акса пӗтернӗ хыҫҫӑн пӑрӑнми ирттерекен йӑла. Вӑл кӑткӑс мар, анчах унӑн хӑйӗн тарӑн пӗлтерӗшӗ те илемлӗ йӗрки пур.
В.К.Магницкий ҫырнӑ тӑрӑх, ака пӑттине пуҫланӑ чухне вӑрлӑха кӗлетрен кӑларма пули-пулми ҫынна хушман. Кӑмӑлӗ уҫӑ, алли ҫӑмӑл, ӳт-пӗвӗ ҫирӗп, пурнӑҫӗ телейлӗ тата пурте юратса хисеплекен ҫынна вӑрлӑх кӑларма ыйтнӑ.
Пӗрремӗш кунтӑка е миххе кӑлараканӗ каннӑ та, ҫулланнӑ арҫын та пулма пултарнӑ. Вӑрлӑх кӑларма хушни ҫынна телей суннипе тан шутланнӑ. Ҫав телее тивӗҫнӗ ҫын ҫур ҫӗр иртсен е хӗвел тухинчен ҫӗлӗкӗ ҫине темиҫе ывӑҫ тырӑ илсе хӑйсен пахчине вӑрлӑх сапса хӑварнӑ. Ҫакна вӑл ӑнӑҫлӑ та телейлӗ кунсенче тунти кун, кӗҫнерни кун, шӑмат кун, вырсарни кун тунӑ. Ака пуҫланӑ кун телейлӗ ҫын сухаланӑ ана ҫине вӑрлӑха пуринчен малтан кӗлӗ каласа сапнӑ.
Ҫумпайсем
Ҫур акине тухас умӗн каланӑ кӗлӗ (975-977)
Ака хыҫҫӑнхи пӑтӑ кӗллисем (978-985)
Перекет куркин йӗрки (986-999)
Тырӑ-пулӑшӑн каламалли (1000)
Тӗрлӗ инкекрен (1001)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен