Пилсемпе кӗлӗсем

Перекет куркин йӗрки

 

986

Эй, Турӑ Амӑшӗ, сана ҫакӑнпа асӑнса ҫитеретпӗр: Пӳлӗхе, Мӑнкӗле Эсӗ те пулсан кӗлле ҫитер!

Эй, Турӑ, сана ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑ шерпечӗпе асӑнатпӑр: йӳҫҫи — пире, шерпечӗ — Сана. Аслӑ Турӑ, ҫырлах. Аслӑ вӑрман хыҫӗнче акарса ака тӑватпӑр: тӑватӑ лаша акара, тимӗр кӑвак кӗсре севрере, тихи хыҫалтан выляса, шӑналӑк ватса, тыррине ҫисе юхтарса пырать. Ҫырлах, Турӑ, ҫырлахах. Урӑх нимӗн те пӗлместпӗр эпир, айван чӗлхе-ҫӑварпа Сана асӑнманни те юлчи; пулчи, пулмари — каҫар пире, Турӑ!

987

Эй, Турӑ, пӗсмелле!

Акнӑ тырӑ аван пултӑр, пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ пултӑр. Пӗвӗ хӑмӑш пек, пуҫӗ чакан пек пултӑр. Иксӗлми ырлӑх пар, ана тулли сурат, анкарти тулли капан пар...

Аминь. Ан пӑрах, Турӑ, ҫырлах.

988

Эй, Мӑн ырӑ, ҫут ҫанталӑка туса тытса тӑракан ҫӳлти Турӑ! Эпир Сана пӗтӗм ял халӑхӗпе пурсӑмӑр та Санӑн мухтавлӑ ятна асӑнса, тархасласа, авалтан тухнӑ йӑлапа кӗлтуса йӑлӑнса ыйтатпӑр: Эсӗ пирӗн акнӑ тыррӑмӑрсене чипер ӳстерме, сиплӗ ҫумӑрсем парса ӳстерсе, ӳлӗмрен тата ҫапла хӑвна мухтаса кӗлтума хуш! Эпир Сана пӗтӗм халӑхпа, пӗтӗм кӑмӑлӑмӑрпа, пӗтӗм чӗремӗрсемпе тархасласа, чӗрӗ выльӑхсем пусса, унӑн ашӗпе Сана чӳклесе кӗлтӑватпӑр.

Ҫырлах, аминь! Пирӗн авалтан тухнӑ кӗлле хапӑл ил!

989

Ырлӑх-сывлӑх пар, айвансен пуҫне сывлӑх пар, ӗҫленӗ ӗҫӗмре ӑнтар. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илмелӗхне пар. Ҫак лаша ҫӳлли пултӑр, лайӑх ӑнса пултӑр, ҫак ултӑ лаша пек ӑнас пултӑр. Ҫак ҫӑмарта пек тутӑ пулччӑр. Ҫак лашасен телейӗпе пултӑр. Чӑх-чӗп телейӗпе пар, Турӑ, кушак телейӗпе, йыт телейӗпе пар, сурӑх телейӗпе пар...

990

Акана тухнӑ йӗркепе асӑнатӑп Турра пӑтӑпа. Турра асӑнатӑп ӑшӑ кӑмӑлпа, тутлӑ чӗлхепе.

Эй, Акар турӑ, парӑсӑн ыйтнине: пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ парӑсӑн. Шӑрт кас; тӗрен хӑпарт; янавара — хӑват. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пулма пар; тӗпӗ хӑмӑш пек пулинччӗ, тӑрри чакан пек пулинччӗ. Ҫырлах!

Турра валемлӗ пулинччӗ эп асӑнни: усал ҫумӑртан, сивӗ пӑртан, усал ҫил-тӑвӑлтан хӑтар! Асӑнатӑп сана, Акар турӑ, йӑлӑнатӑп. Чӗлхесӗр янаварӑма вӑй-хӑват парӑсӑнччӗ, сар ҫу пек савӑнса ҫӳринччӗ. Ырлӑх-сывлӑх парӑсӑнччӗ. Ҫырлах!

Ҫак ҫӑкӑр пек, ҫак пӑтӑ пек парӑсӑнччӗ тырӑ-пуллӑма перекетне. Ҫак ҫӑмарта пек тутлӑ пулинччӗ. Ҫырлах!

Аслӑ Турра — ака пӑтти. Ҫырлахтар, ака пӑтта! Суха-акари выльӑхӑм-чӗрлӗхӗме, ана-ҫаран ҫинчи тӑван-хурӑнташӑма сывлӑхпа вӑй пар. Ҫырлах!

991

Аслӑ ырра юсман паратӑп, ҫырлах. Мӗн айӑп тусан та каҫар. Тав тӑватӑп, пуҫҫапатӑп, Акум пӑтти чӳклетӗп. Эй, Турӑ, сан аллӑна ӗҫлеме тухса каятпӑр. Лайӑх сывлӑх, ырлӑх, ҫӑмӑллӑхне пар пире. Аминь.

992

Ҫак ҫӑмарта пек тутӑ пултӑрччӗ акнӑ тырӑ-пулӑ. Каҫхи ӑшшӑнтан, ирхи ҫилӗнтен эс сыхла. Хӑмӑлӗ хӑмӑш пек пулинччӗ. Сурат ҫине сурат пулинччӗ. Суратран куҫарсан тӗмелесе, армана кайса, ырӑ ҫимӗҫ пӗҫерсе, пур тӑвансемпе савӑнса ҫимелле пултӑрччӗ. Шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар, выҫса килекене тӑрантса яма пар.

993

Пӗсмелле, пӗр Турӑ, пире ан пӑрах. Пӗвӗ хӑмӑш пек, пуҫӗ чакан пек, чӑшши ҫӑмарта пек пултӑр. Тутлӑ пултӑр.

994

Ҫырлах, Торӑ, пӗлтӗр лайӑх патӑн, кӑҫал тата хулӑмрах пар.

995

Ака пӑтти, хаярӑнтан, усалӑнтан-тӗселӗнтен, синкерӗнтен-сехметӗнтен, усал ҫӑмӑрӑнтан, сивӗ пӑрӑнтан, усал тӑвӑлӑнтан упрӑсӑнччӗ, сыхлӑсӑнччӗ. Ырӑ хаярӗ, пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пулма парӑсӑнччӗ, ӑшӑлӑхне, тутлӑхне, перекетне парӑсӑнччӗ. Ҫапас патакӑнтан, чикес ҫӗҫҫӗнтен, путкас кӗперӗнтен ҫырлахтӑр ырӑ хаярӗ.

Тытни-туни ҫырлахтӑр. Ака пӑтти, ырӑ хаярӗ хӗн-асапне ан патӑр. Ачам-пӑчампа, ҫуртри ҫемьепе асӑнатӑп Сана. Аминь. Ҫырлахтӑр. Ҫырлахтӑр, хаярне, тытни-туни валемлӗ пултӑр. Ырӑ хаярӗ, ака пӑтти ҫырлахтӑр. Ҫырлахтӑр ырӑ чӳк, тытни-туни ҫырлахтӑр. Аминь. Ырӑ ака пӑтти.

996

Эй, Турӑ, вӑрлӑх пӑтти чӳклетӗп, ҫырлах. Пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ пар: кутне хӑмӑш пек туса, тӑрне пӑрҫа пек туса пар. Эй, Турӑ, чипер алла илме пар, ҫил-кусӑркаран, вутран-кӑвартан, пӑрлӑ ҫумӑртан хӑтар, ҫырлах.

997

Эй, Турӑ, тырра-пулла ӑнтарса пултарах, пӑрҫа пек тутӑ пултӑр, хӑмӑш пек хӑмӑлӗ пултӑр; савӑнса, выляса, кулса ӗҫсе ҫимелле пултӑр.

998

Тырӑ акнӑ чух ак ҫапла калать пирӗн ялти Кӑнтти Илюк:

Вӑйлӑ пулах, ырашӑм! Вӑрманти йывӑҫран ан парӑн. Вӗсем епле юр кайсассӑн кӑчкисене сараҫҫӗ, эсӗ те ӑмӑр ҫӗрсенче, ӑмӑр кунта ан ҫывӑр, ӳс! Иртсе-мӗн ҫӳренӗ чух, эсӗ лайӑх шӑтсан, манӑн мӗскӗн чӗрем хавасланӗ. Эй, Турӑ, кунлӗ ӳстерсем ман калчана та, пӗтӗм пусри калчана та лайӑх ӳстер.

999

Ҫырлахӑр, ҫӳлти тата ҫӗр ҫинчи хӑватсемпе ырӑсем! Ана-ҫарана вӑхӑтра шуратнӑ ятпа сире чысласа пичке пуҫлатпӑр. Хамӑртан килнине пӗтӗмпех турӑмӑр, эсир пире вӑй парса тӑрӑр. Малашне пирӗн шанчӑк тӳрре тухасси сирӗн кӑмӑлтан килет. Ҫавӑнпа сирӗн ятпа тулли курка тытса калатӑп.

Акса хӑварнӑ пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ парӑр. Тыр-пул тӗпӗ хӑмӑш пек, тӑрри чакан пек пулинччӗ. Выльӑх-чӗрлӗх ватасран, вут-кӑвар хыпасран, ҫил-тӑвӑл хуҫасран ана-йӑрана упраса тӑрӑр, Ункӑри Хавал турӑ, Каршлӑхри Акар турӑ, Амаксарти Пихампар турӑ, Ишекри Шукок турӑ, Яклакари Анахӑт турӑ, Акучари Арӑш турӑ.

Ҫӗр амӑшӗ, ҫӗр ашшӗ ячӗпе, тыр-пул ҫуратакан, ӳстерекен, упракан турӑсен ячӗпе тулли куркана ырӑ кӑмӑлпа таятӑп.

Ҫырлахӑр пире, ырӑсемпе хаярсем. Мухтав Сана, тӗнче илемне-ырлӑхне кӳрен Аслӑ хӑват.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр