Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫур акине тухас умӗн каланӑ кӗлӗ

 

975

Эй, Турӑ! Сантан пӗтӗм халӑхпа тархасласа, тилмӗрсе ыйтнине, выльӑх-чӗрлӗхрен пур таврашне тӗрӗс-тӗкел усра, ӗҫлекенсене те вӑл-ку усалтан сыхла, упра; тырӑ-пулӑ тӗпне хӑмӑш пек, тӑррине чакан пек усӑнса тӑмалла пар. Эй, Турӑ, витӗнетпӗр, асӑнатпӑр, ҫырлах. Эй, Турӑ, пирӗн айван кӗллӗмӗре курса кӑмӑлна йывӑра ан ил.

976

Акана тухас умӗн кашни ҫемьерех Турра асӑнса ака пӑтти чӳкленӗ. Малтан мунчара ҫӑвӑнса тасалнӑ, кулачпа ҫӑмарта пӗҫернӗ. Ҫӑкӑр варрине чӗрӗ ҫӑмарта лартса кӑмакара пӗҫернӗ. Ҫӑкӑрпа кулачӑсене ҫу сӗрсе сак ҫине кӑларса хунӑ. Ҫирӗм ҫӑмарта илнӗ, вӗсенчен вун пиллӗкӗшне чашӑка хӗвеле май хурса тухнӑ. Ҫемьери кашни ҫынна пӗрер кашӑк валеҫнӗ. Ҫӑкӑр варрине ҫӑмартапа пӗрле касса кӑларнӑ та пӑтӑ ӑсса кӗлӗ пуҫланӑ. Ку кӗлле пӳртре тата картиш варринче ирттернӗ.

Асӑнатӑп Турра — ака пӑттипе. Турра асӑнатӑп ӑшӑ кӑмӑлпа. Тутлӑ чӗлхемпе. Эй Турӑ, парӑсӑн ыйтнине: пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ парӑсӑн. Шӑрт кастӑр, терен хӑпарттӑр! Янавара — хӑват. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пулма пар. Тӗпӗ хӑмӑш пек пулинччӗ, тӑрри чакан пек пулинччӗ.

Аминь, ҫырлахтӑр Турӑ.

Турра валемлӗ пулинччӗ эп асӑнни: усал ҫумӑрунтан, сивӗ пӑрунтан, усал ҫил-тӑвӑлунтан хӑтарӑсӑн. Асӑнатӑп сана, Турӑ, йӑлӑнатӑп.

Чӗлхесӗр янаварӑма вӑй-хӑват парӑсинччӗ, ҫу пек ҫулланса ҫӳринччӗ.

Ырлӑх-сывлӑх парӑсинччӗ. Аминь, Турӑ. Ҫырлахтӑр.

Ҫӑкӑра варринчен касса илнӗ те пӑтта кашӑкпа ӑсмассерен ҫапла каланӑ:

Ҫак ҫӑкӑр пек, ҫак ҫӑмарта пек тырӑ-пулӑма тутлӑхне, перекетне паринччӗ. Ҫак ҫӑмарта пек тутлӑ пулинччӗ. Аминь, ҫырлахтар Турра ака пӑтта.

Чӑшӑкри ҫӑмартана илнӗ те ҫӗҫӗпе тураса пӑтӑ ҫине ҫиеле сапнӑ. Виҫӗ хутчен тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн:

Ҫырлахтар, ака пӑтти! Ырӑ ака пӑтти, выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме, тыррӑма-пуллӑма перекетне патӑр.

Ку кӗлле пӳртре каланӑ. Виҫӗ хутчен пуҫ тайнӑ. Чашӑка пилӗк ҫӑмарта хунӑ. Кӗлӗ ирттерекенӗ чашӑкпа кулачӑ илнӗ. Пӑтӑ ҫинче «ҫу куҫӗ» тунӑ. Чашӑка ҫӑмарта, кашӑк хурса тухнӑ.

Хулпуҫҫи ҫине сӑхман уртса янӑ та ҫӗлӗкне хул айне хӗстерсе ҫапла каланӑ:

Ака пӑтти, хаярунтан, усалунтан-тӗселӳнтен, усал ҫӑмӑрунтан, сивӗ пӑрунтан, усал тӑвӑлунтан упрӑсӑнччӗ, сыхлӑсӑнччӗ. Ырӑ хаярӗ, пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пулма паринччӗ. Ӑшӑлӑхне, тутлӑхне, перекетне парӑсӑнччӗ. Ҫапас патакунтан, чикес ҫӗҫҫӳнтен, путкӑс кӗперӳнтен ҫырлахтар. Ырӑ хаярӗ, тытни-туни ҫырлахтар. Ака пӑтти, ырӑ хаярӗ хӗн-асапне ан патӑр. Ачам-пӑчампа, ҫуртри ҫемьепе асӑнатӑп сана. Аминь. Ҫырлахтар.

Ҫӑкӑр сӑмсине касса илсе пӗр кашӑк пӑтӑ ӑсса илнӗ. Вара пурне те алла тытса каланӑ: «Ҫырлахтар».

Тӳрӗ тӑрса виҫӗ хутчен пуҫ тайнӑ, ҫӗлӗкне хӑйӗн умне хунӑ. Ҫӗре ҫитиччен пуҫ тайса ҫапла каланӑ: «Ҫырлахтар».

Пӑтӑ ҫине ҫӑмарта тӗпретсе виҫӗ хутчен тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн:

Ҫырлахтар хаярне. Тытни-туни валемлӗ пултӑр.

Ҫемйипех пуҫтарӑнса апатланнӑ. Кашнин аллинче пӗрер ҫӑмарта:

Ҫиес килсен ҫийӗр, ҫиес килмесен хӑварӑр. Кунта пирӗн татах пур.

Ҫӑмартана тураса «ҫу куҫӗ» тавра сапса тухнӑ. Унтан ҫиме тытӑннӑ. Кӗлӗ хыҫҫӑн сӗтел хушшинчен тухнӑ чухне: «Ҫырлахтар, ырӑ чӳк, тытни-туни ҫырлахтар. Аминь, ырӑ ака пӑтти».

Асӑннӑ йӗркесене тунӑ хыҫҫӑн ҫав ҫӑмартана хире илсе кайса хунӑ. Ӑна «ака ҫӑмарти» тенӗ. Енчен те ҫак ҫӑмартана кам та пулин курсан ҫапла каламалла пулнӑ: «Эй, Турӑ! Ҫырлахтар. Ман тырӑ-пулӑм тӗпӗ хӑмӑш пек, тӑрри чакан пек пулинччӗ. Аминь».

977

Аслӑ Турӑ! Сана эпир пӑтӑпа, пуҫламан ҫӑкӑрпа, тирӗклӗ пашалупа асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, килӗм-тӑванпа, ачам-пӑчампа лайӑх усра. Ҫӗр ҫине ҫичӗ тӗслӗ тырра сапса салататӑп, тырра-пулла лайӑх ӑнтар, пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме пар, хӑмӑлне хӑмӑш пек, тӑррине чакан пек пар, тӗпне питлӗх пар, тӑррине тутӑлӑх пар, тӗшне пӑрҫа пек ту, акнӑ тырра пухса илме пар, сутмалӑх, памалӑх, илмелӗх пар, выҫса килекенсене тӑрантармалӑх пар, ҫилӗнчен, пӑрӗнчен, тӑвӑлӗнчен, шӑшисенчен, шӑрчӑксенчен сыхла. Чӳк, ҫырлах. Айван кӗллине хапӑл ил. Малтан каласси кайран ан пултӑр, виҫӗ сӑмахран хапӑл ил. Эпӗ астивиччен эсӗ астив, чӳк, ҫырлах. Аминь.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр