Пилсемпе кӗлӗсем

Тырӑ-пулӑшӑн каламалли

 

1000

1. Турӑ, Пӳлӗхҫӗ; Турӑ ҫулӗ Амӑшӗ, Турӑ ҫулӗ; ырӑ Турӑ ҫулӗ, ырӑ кун-ҫул пар, ырлӑх пар, сывлӑх пар, ҫӳлтен ыйтнине ҫӳлтен пар, ҫӗртен ыйтнине ҫӗртен пар; вӑрӑран-хурахран Эсӗ сыхла, Эсӗ упра; вутран-кӑвартан Эсӗ сыхла, Эсӗ упра; ҫиес ҫимерен, парас парӑмран Эсӗ сыхла, Эсӗ упра; илес тавартан, сутас тавартан Эсӗ сыхла, Эсӗ упра; килес инкекрен Эсӗ сыхла, Эсӗ упра, ҫырлах, аминь, хуш курса хапӑл ил. (Ҫакнах ыттисенче те каламалла.)

2. Турӑ умӗнче ҫӳрекен ырӑ амӑшӗ, Турӑ умӗнчи ырӑ...

3. Кепе Амӑшӗ, Кепи...

4. Ҫут тӗнче Амӑшӗ, ҫут тӗнчи...

5. Ҫут ҫанталӑк Амӑшӗ, ҫут ҫанталӑк...

6. Тӗнче тытакан ырӑ амӑшӗ, тӗнче тытакан ырӑ...

7. Ҫул ҫӳрен ырӑ амӑшӗ, ҫул ҫӳрен ырӑ...

8. Ҫӗршыв тытан ырӑ амӑшӗ, ҫӗршыв тытан ырӑ...

9. Сӗт кӳлте выртан ырӑ амӑшӗ, сӗт кӳлте выртан ырӑ...

10. Шур хунта выртакан ырӑ амӑшӗ, шур хунта выртакан ырӑ...

11. Сар хунта выртакан ырӑ амӑшӗ, сар хунта выртакан ырӑ...

12. Хӗрлӗ ҫырта выртакан ырӑ амӑшӗ, хӗрлӗ ҫырта выртакан ырӑ...

13. Вӑлра выртакан ырӑ амӑшӗ, вӑлра выртакан ырӑ...

14. Валӗм хуҫа амӑшӗ, Валӗм хуҫа...

15. Ҫурӑмпуҫ амӑшӗ, ҫурӑмпуҫ...

16. Кӑнтӑр амӑшӗ, кӑнтӑр...

17. Хӗвел амӑшӗ, хӗвел ҫуначӗ...

18. Ҫил амӑшӗ, ҫил ҫуначӗ...

19. Тӑвӑл амӑшӗ, тӑвӑл ҫуначӗ...

20. Тӑм амӑшӗ, тӑм хаярӗ…

21. Сывлӑм амӑшӗ, сывлӑм хаярӗ...

22. Тӗтре амӑшӗ, тӗтре хаярӗ...

23. Ӑшӑ амӑшӗ, ӑшӑ хаярӗ...

24. Ӑрша амӑшӗ, ӑрша хаярӗ...

25. Ҫӳрекен ырӑ амӑшӗ, ҫӳрекен ырӑ...

26. Чӗлпӗр тытакан ырӑ амӑшӗ, чӗлпӗр тытакан ырӑ...

27. Кӑвак хуппи амӑшӗ, кӑвак хуппи...

28. Кепаллӑ куҫан ырӑ амӑшӗ, кепаллӑ куҫан ырри...

29. Аслати амӑшӗ, аслатийӗ...

30. Ҫиҫӗм амӑшӗ, ҫиҫӗм ҫуначӗ, ҫиҫӗм умӗнче ҫӳрекен ырӑ...

31. Ҫавра ҫил амӑшӗ, ҫавра ҫил хаярӗ...

32. Ҫавра ҫил кӗлли амӑшӗ, ҫавра ҫил кӗлли...

33. Ҫавра ҫилпе ҫӳрекен ҫунатлӑ ырӑ...

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр