Пилсемпе кӗлӗсем

Ака хыҫҫӑнхи пӑтӑ кӗллисем

 

978

Эй, Турӑҫӑм! Эпир Сана хире тухса ака пӗтернӗ йӗркепе асӑнса кӗлтӑватпӑр, акнӑ тыррӑмӑрсене чӑх ҫӑмарти пек тутӑ ту, пӗр пӗрчӗрен пин пӗрче ҫитер, ӳлӗмрен тата ҫапла хӑвна асӑнса кӗлтума хуш! Ҫырлах, аминь!

979

Эй, Ҫӗрти валь, сирӗн алла патӑмӑр тырра-пулла. Ҫӗр ашшӗ, Ҫӗр амӑшӗ, Эсир те кӗлӗре пулӑр. Сирӗн ятпа акӑ ҫакӑ ака пӑттине ҫӗре варатӑп.

980

Эй, Туррӑм, пӗсмӗлле! Акнӑ тырӑ аван пултӑр, пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ пултӑр. Пӗвӗ хӑмӑш пек, пуҫӗ чакан пек пултӑр. Иксӗлми ырлӑх пар, ана тулли сурат, анкарти тулли капан пар. Выҫса килекене тӑрантарса ямалӑхне, сивве шӑнса килекене ӑшӑтса ямалӑхне пар. Манӑн ака-суха ҫав; ку ӗҫе тумасан манӑн хырӑм та тӑранас ҫук. Тайлӑ пуҫпа, ӑшӑ питпе, ҫемҫе чӗлхепе. Уя тухсан уйра перекет пар, киле кӗрсен килте перекет пар. Сана — йӳҫҫи, пире — шерпет.

981

Ҫырлах, Турӑҫӑм-Пӳлӗхҫӗм, Хӗрлӗ ҫыр акмалӑх патӑр; асӑнатпӑр, витӗнетпӗр ачамӑрпа, вӗсен телейӗнчен те пулин, килен-каян телейӗнчен те пулсан, чӑх-чӗпе телейӗнчен те пулсан патӑр, ҫырлах.

Ака пӗтсен ака пӑтти чӳкленӗ чухне каланӑ.

982

Эй, ырӑ Туррӑм, ырӑ Пӳлӗхӗм, сана хуранлӑ пӑтӑпа, ӑшӑ ҫимӗҫпе асӑнатпӑр, витӗнетпер, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Эй, ырӑ Туррӑм, Сана пӗтӗм ҫемьемпе, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, ҫичӗ тӗслӗ тыррӑм-пуллӑмпа асӑнатпӑр-витӗнетпӗр, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма-пуллӑма уя кӑларса сапсассӑн тискер вӗҫен кайӑкӑнтан-кӗшӗкӗнтен, ҫил-тӑвӑлӑнтан, сивӗ ҫӑмӑрӑнтан, пӑрӑнтан Эсӗ сыхласа Эсӗ упрӑсӑнччӗ. Акнӑ тырӑ-пулӑ ҫине ӑшӑ ҫӑмӑруна ҫутарӑсӑнччӗ; сипетлӗ йӗпе сывлӑмна ӳкерӗсӗнччӗ; ӑшӑ хӗвелне пӑхтарӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме парӑсӑнччӗ. Пӳне Атӑл хӑмӑш пек, пуҫне чакан пек, ҫӑмарта хӗрли пек тутлӑхне парӑсӑнччӗ. Кӗлте ҫыхсан кӗлте перекетне парӑсӑнччӗ. Сурат тусассӑн сурат перекетне парӑсӑнччӗ. Киле кӳртсен кил перекетне парӑсӑнччӗ. Капан пӑсса авӑна хурсассӑн вут урлӑ, ырӑ Туррӑм, Эсӗ сыхласа, Эсӗ упраса каҫарӑсӑнччӗ, сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, чӳк, ҫырлаха пар. Эй, ырӑ Туррӑм, ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма-пуллӑма ҫичӗ пӳлмене хывма парӑсӑнччӗ. Пӳлмене хывсассӑн пӳлме перекетне парӑсӑнччӗ.

Иксӗлмес тивлетне парӑсӑнччӗ. Кивӗ ҫине ҫӗнӗ хума парӑсӑнччӗ. Панӑ ҫӗртен ан палӑртӑрччӗ, илне ҫӗртен ан иксӗлтӗрччӗ. Ҫынна парах тӑмалла пултӑрччӗ. Тӳпелесе парса тӳпелесе илме парӑсӑнччӗ. Сутас тыррӑна, таварна хакла сутма парӑсӑнччӗ. Илес япалӑна йӳне илме парӑсӑнччӗ. Сутма кайсан сутӑ перекетне парӑсӑнччӗ. Киле килсен кил перекетне парӑсӑнччӗ.

Мул тусассӑн мул тытмашкӑн мул перекетне парӑсӑнччӗ. Ҫӗрлесе-пинлесе мул тытма парӑсӑнччӗ. Кивӗ ҫине ҫӗнӗ хума парӑсӑнччӗ; иксӗлмес тивлетне парӑсӑнччӗ. Ҫичӗ тӗслӗ выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме ҫичӗ картана хупма парӑсӑнччӗ.

Шыва антарсассӑн пӗр вӗҫӗ картара, тепӗр вӗҫӗ вакӑра пултӑрччӗ. Ӗҫес шывӑн тӑррине парӑсӑнччӗ; ҫиес ҫимен тутлӑхне парӑсӑнччӗ. Кӗсре хыҫҫӑн тиха ертсе ҫӳреме парӑсӑнччӗ. Ӗне хыҫҫӑн пӑру ертсе ҫӳреме парӑсӑнччӗ. Сурӑх хыҫҫӑн путек ертсе ҫӳреме парӑсӑнччӗ. Ҫуллен ҫул малалла яма парӑсӑнччӗ; пӗрре ҫумне иккӗ хутӑшма парӑсӑнччӗ. Кӗтӳ хусассӑн кӗтӳре тӗрӗс-тӗкел ҫӳреме парӑсӑнччӗ; ҫӑмарта пек чӑмӑр, путене пек мӑнтӑр ҫӳремелле тӑвӑсӑнччӗ. Иксӗлмес тивлетне парӑсӑнччӗ. Ашран-пӑшран, тырӑран-пулӑран татӑлса тӑмалла тумӑсӑнччӗ. Ҫӗнӗ ҫине кивӗ ҫитсе тӑтӑрччӗ.

983

Ака пӑттипе Турра асӑнатӑп ӑшӑ кӑмӑлпа, тутлӑ чӗлхемпе. Эй, Турӑ, парӑсӑн ыйтнине — пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ парӑсӑн. Шӑрт кас, тӗрен хӑпарт, янавара — хӑват. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пулма пар. Тӗпӗ хӑмӑш пек пулинччӗ, тӑрри чакан пек пулинччӗ. Аминь, ҫырлахтӑр Турӑ.

Эй, Турӑ. Ҫырлахтӑр. Ман тырӑ-пулӑм тӗпӗ хӑмӑш пек, тӑрри чакан пек пулинччӗ. Аминь.

«Ака ҫӑмартине» тепӗр хут хурсан тыр-пул кӗллине улӑштарса каланӑ («Кивӗ тырра ҫӗнетни» пая пӑхӑр).

984

Ака ӗҫне пӗтерсенех Турра кӗлтӑва пуҫлаҫҫӗ, ака пӑтти чӳклеҫҫӗ. Ку чӳкне кирек хӑҫан та ҫуртрине акса пӗтерсен анчах тӑваҫҫӗ. Чӳк тума вӗсем пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ, ҫӑмартасем саратаҫҫӗ, пӳремечсем, пашалу пӗҫереҫҫӗ. Чӳк тума тухсан ялан пӗр манирлӗ тӑрса ак ҫапла кӗлтӑва пуҫлаҫҫӗ:

Эй, Турӑҫӑм! Эпир сана хире тухса акса пӗтернӗ йӗркепе асӑнса кӗлтӑватпӑр, акнӑ чухне тыррӑмӑрсем чӑх ҫӑмарти пек тутӑ пултӑр, пӗр пӗрчӗрен пин пӗрче ҫитер, ӳлӗмрен тата ҫакна хӑна асӑнса кӗлтума хуш! Ҫырлах, аминь!

Кӗлтӑваканнисем иккӗн пулсан, иккӗшӗ те кӗлтунӑ чухне тайӑлса ӳксех пуҫҫапаҫҫӗ. Кӗлтӑваканнисенчен аслӑраххи чӳк тума илсе тухнӑ хуранлӑ пӑттине, пашалу тиркине тытса пӑхать, кайран тата тӑрсан-тӑрсан ҫав пашалуне касса, пашалу сӑмсипе кӑвапине пӗрле малалла ывӑтать; унтан тепӗр татӑк касса илсе алӑ валли тӑвать. Кӗлтуса пӗтерсен, хуранӗпе тиркине каллех пӳрте йӑтса кӗрсен хӑйсен ҫемйипе ларса ҫиеҫҫӗ. Акана икӗ килӗпе-мӗнпе тунӑ пулсан вӗсене те ҫитереҫҫӗ. Ачи-пӑчисене саратнӑ ҫӑмартасем валеҫеҫҫӗ. Чипертерех тӑракан ҫынсем ҫапла ака пӑтти чӳклес умӗн ӗҫмешкӗн сӑра та тутараҫҫӗ. Кайран вара леш юлташӗ те хӑйсенӗн ака пӑтти чӳкленӗ чухне кӑсене чӗнсе, пӗрле чӳклесе ҫемйипе сӑра ӗҫеҫҫӗ. Акнӑ сарӑ тулӑсем аван пулсан ӳлӗмрен тата ҫапла савӑнса ӗҫӗпӗр тесе. Ака пӑтти чӳк тунӑ кун пӗҫернӗ ҫӑмартасенчен пӗр ҫӑмартине хире илсе кайса ана ҫине ҫӗр айне чавса хураҫҫӗ, акнӑ тырӑсем ҫак ҫӑмарта пек тутлӑ пулччӑр тесе.

985

Эй, пӗсмелле, ырӑ Турӑ, ҫырлах. Виҫӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑшӑн асӑнатӑп-витӗнетӗп тайӑлнӑ пуҫпа, ӑшӑ питпе, тутлӑ чӗлхепе. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илмелӗхне пар. Тӑрри чакан пек, тӗпӗ хӑмӑш пек пултӑр. Выҫса килекене тӑрантарса ямалӑхне, сивӗпе шӑнса килекене ӑшӑтса ямалӑхне пар. Аминь.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр