Пилсемпе кӗлӗсем

911-мӗш кӗлӗ

Ирхине пӗҫереҫҫӗ икерчӗ (пӗлӗм). Хапха тӑпси патне кайса ваттисене асӑнса пусаҫҫӗ автан. Тӗкӗсене, ӑш-чиккине кӑларса пӑрахаҫҫӗ урама. Икерчине пӗҫернӗ чухне алӑк патне лартнӑ чашкӑ ҫине икерчӗ икӗ енне ҫу сӗрсе, ячӗсене асӑнса: «Умӑрта пултӑр», — тесе тата-тата пӑрахаҫҫӗ. Ун ҫинех сӑра та хываҫҫӗ. Хывса чарӑнсан чӑхӑ пуснӑ ҫӗрех, хапха тӑпси патне, кӑларса тӑкаҫҫӗ: «Умӑрта пултӑр», — тесе.

Каҫ пулсан илсе килеҫҫӗ ҫурта, кашни ҫуртине уйӑраҫҫӗ ик пая. Пӗҫерсе лартаҫҫӗ алӑк патне лартнӑ сӗтел ҫине пӑтӑ, вакласа лартаҫҫӗ ир пӗҫернӗ автана, лартаҫҫӗ пӗр сӑра чашкипе сӑра, ҫурта ҫутаҫҫӗ ячӗсене асӑнса умӑнта пултӑр тесе. Алӑк патӗнчи стена ҫине миҫе ҫын вилнӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫурта ҫутаҫҫӗ. Ҫутнӑ чухне: «Эпир сире вӑхӑтран вӑхӑта асӑнатпӑр, эсир пире вӑхӑтсӑр ан асӑнӑр, ан кӗтӗр», — теҫҫӗ.

Тата кил юпи тесе вуҫа юпи тӑрне пӗр ҫурта ҫутса лартаҫҫӗ. Унтан вара кашнийӗ ваттисене асӑнса «умӑнта пултӑр» тесе пӑттине, ашне, икерчине, сӑрине хываҫҫӗ. Унтан пурте асӑнса ҫиеҫҫӗ. Ҫисе тӑрансан шӑммисене, татӑкӗсене — пурне те пӗрре те хӑвармасӑр хывакан алтӑр ҫине асӑнса пӑрахаҫҫӗ. Ҫуртисем ҫунса пӗтиччен асӑнса сӑрасем ӗҫкелесе тӑраҫҫӗ. Камӑн ҫурти маларах пӗтет, ӑна: «Васкаса килет», — теҫҫӗ. Ҫуртисене ҫунса пӗтмессерен икерчӗпе сӑтӑрса илсе: «Асӑнта пултӑр», — тесе алтӑра пӑрахаҫҫӗ. Унтан вара хапха тӑпсине кӑларса: «Умӑрсенче пултӑр», — тесе тӑкаҫҫӗ. Ун ҫине чи юлашкинчен пусӑран ӑсса пӗр витре шыв такаҫҫӗ: «Умӑрсенче пултӑр, ӳпкелесе ан кайӑр», — тесе пӳрте кӗрсе каяҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр