365-мӗш кӗлӗ
Чӳк каҫӗ вӗҫленнӗ чухне ҫӗр хапхи витӗр тухнӑ. Чӳк кӗллине кӗлӗ пуҫӗ пӗччен каласа тӑрать.Эй, Турӑ! Эсӗ Хӑвӑн меслетӳпе пар пире канӑҫлӑх, вӑй хӑват та пар! Тыр-пула ӳстерекен ӑшӑ ҫумӑр пар! Халӑхпа ҫавӑншӑн хисеплесе Сана вӑкӑр пусса чӳк тӑватпӑр!
Ура ҫинче тӑракан ҫынсем кашни кӗлӗ хыҫҫӑн мухтав юрри юрланӑ.Хӗвел хӗрелсе тухать,
Ӑшшипе пире ырлӑх парать.
Пӗлӗт шуралса тухать,
Сиплӗхпе пире ырлӑх парать.
:
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен