Пилсемпе кӗлӗсем

329-мӗш кӗлӗ

(...) Етрух. Ҫӑмӑр пулман чухне ҫерҫи чӳкӗ тунӑ. Ҫӑмӑр пулман ҫул чӑвашсем ҫерҫи чӳкӗ тӑваҫҫӗ. Ялта пӗр виҫ ватӑ ҫын пулсан усем мӗнпур ҫамрӑк ачасене пурне те пӗр ҫӗре пухӑнма хушаҫҫӗ, вӑл ачасенчен пӗр ачине хушаҫ килрен киле кӑҫкӑрса ҫӳреме. Вара вӑл ача кӑҫкӑрса ҫӳрет кантӑкран, вот епле кӑҫкӑрать: «Ҫӑмӑр ҫуман пирки ваттисем, Уҫӑп пиччепе Ермулла пичче, ачасене пухӑнма хушрӗҫ; усем ачасене ҫерҫи чӳк тутарас теҫҫӗ». Вара ҫапла кӑҫкӑрсан ҫулленех ялта пӗр ача та юлмасть пухуна кайманни. Унта вара пухура ваттисем калаҫҫӗ: «Ачасем, епле, каплах пулсан, пӗр ҫӑмӑрсӑр пирӗн тырӑ-пулӑ пулмасть, ҫерҫи чӳк тӑвас пулать, ан ӳркенӗр-ха, ҫине тӑрӑр, ӗлӗк ҫерҫи чӳк тусан ҫӑмӑр пулаканччӗ, тырӑ-пулӑ та аван пулаканччӗ, ачасем, епле пулсан та ан ӳркенӗр!» Вара ачасем кӑҫкӑраҫҫӗ: «Ваттисем хушнине мӗн-ма ӳркенес-ха, ҫӑмӑр пулсассӑн хамӑра усӑ пулать, эпир вара хамӑр та выҫӑ вилместпӗр». Ну вара ваттисем калаҫҫӗ: «Эппин, ӳркенмесен, акӑ ҫапла пуҫтарӑр, пӗр ҫиччӗн-саккӑрӑн ҫерҫи чӗппи пуҫтарма кайӑр, килӗрен пуҫтарӑр, камӑн лупас ҫумӗнче, ӑҫта кӗлет ҫунаттисенче пулать, усен сассисем паллӑ: чӑрӑк-чӑрӑк! туни. Акӑ усене пуҫтарса ҫырма хӗрне анӑр, унта усене тасатса пӑтӑ пӗҫерес пулӑть», — тет; ыттисене ҫӑнӑх, кӗрпе, ҫӑв, тӑвар килӗрен пуҫтарма яраҫҫӗ. Ҫав япаласене пурне те пуҫтарса пырсан пӑттине ҫырма хӗрринче пӗҫереҫҫӗ. Пӗҫерсе ҫитерсен, пур хатӗр те ҫитсен вара шыв хӗрне анса ватӑ ҫынсемех чӳклеҫҫӗ. Малтанхи сӑмах:

«Вутӑш, ҫырлах! Вутӑш, ҫырлах!» Карттусне е шӗлепкине хул айне хӗстерет, ачасене пурне те шывалла пӑхса пуҫҫаптарать, вара унтан ҫиме пуҫлаҫҫӗ ҫерҫи чӗппи пӑттине. Ҫисе пӗтерсен кайран ҫав ватти калать: «Ҫырлах, вутӑш, ҫырлах, вутӑш!» — тет, унтан ачасем те ҫавӑн пекех: «Вутӑш, ҫырлах, вутӑш, ҫырлах!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ, вара ҫав ватти калать: «Ӗнтӗ, ачасем, шывпа выляр шыв варӗнче, вара ҫӑмӑр лайӑх пулать», — тет. Унтан ват ҫын киле тавӑрӑнать. Ачасем витресемпе шыв ӑсса пӗр-пӗрне хӑваласа ҫӳресе пуҫ тӑрӑх шыв яраҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр