Пилсемпе кӗлӗсем

330-мӗш кӗлӗ

(...)Пӑтти пиҫсе ансассӑн Пимулла мучи хура аҫам тӑхӑнса хул айне хура хӑрпуллӑ ҫӗлӗк хӗстерет, пӑтти ҫине виҫӗ пашалу хурать те ҫу куҫӗ хывать. Ачасене малалла пӑхса тӑма хушать, хӑй вара чӳклеме тытӑнать. Вӑл ҫапла каласа чӳклет:

Эй, Аслӑ Пӳлӗх! Ҫырлах пире, пире ан пӑрах, эпир Сана авалхи йӑлапа пӑрахмастпӑр, акӑ пӗр хуран пӑтӑпа, виҫӗ пашалупа, пӑтӑ ҫине ҫу хывса Сана асӑнатпӑр, Сана тархаслатпӑр, чӳк, ҫырлах...

Эй, Аслӑ Пӳлӗх! Сана ҫак хура халӑх ачисем асӑнса витӗнеҫҫӗ, Сана пӑхӑнаҫҫӗ, вӗсенӗн кӗллисене те пулин Эсӗ хапӑл илсем, чӳк, ҫырлах...

Эй, Аслӑ Пӳлӗх! Аслӑ Пӳлӗх Амӑшӗ! Пире ҫырлахса тырӑ-пулсем ҫине чипер тӳлеклӗ, сиплӗхлӗ ҫӑмӑрна пар, усал ҫил-тӑвӑлтан, пӑрлӑ ҫӑмӑрсенчен витсе сыхласа тӑр. Акнӑ тырра-пулла чипер алла илмелӗхне пӳр; авӑн картине кӳртсен итем тулли искӗртне пар, кӗлете кӳртсессӗн тӳперен тӑтӑр. Ҫынна парсан ан иксӗлтӗр, сивӗ шӑнса килекене ӑшӑтса ямалӑхне пар, илес тавар йӳне килтӗр, каяс тавар хакла кайтӑр; вут-кӑвартан, вӑрӑ-хурахран, курайман тӑшмантан, муртан, терлӗ чиртен, инкекрен пӑхса усра. Выльӑх-чӗрлӗхе ӑнтарса пыр, пӗр вӗҫӗ картара, тепӗр вӗҫӗ шывра пултӑр, ача-пӑчасемпе чипер выляса-кулса, шакӑлтатса пурӑнмалӑхне пар, чӳк, ҫырлах...

Эй, Аслӑ Пӳлӗх! Аслӑ Пӳлӗх Амӑшӗ! Шӑпӑр-шӑпӑр ҫӑмӑрна пар, ырӑ сывлӑмна яр. Хаяр ҫил-тӑвӑлтан, пӑрлӑ ҫӑмӑртан витсе сыхласа тӑр. Акнӑ тырӑсенӗн хӑмӑлне хӑмӑш пек пар, пуҫне турпас пек пар, тырри пулса

ҫитсессӗн шыв пек юхса тӑтӑр, чӳк, ҫырлах... Эй, Пӳлӗх! Пӳлӗх Амӑшӗ! Тепӗр ҫак вӑхӑтчен чипер пӑхса усра; усалтан-чиртен, инкекрен, курайман тӑшмантан пӑхса усра, чӳк, ҫырлах...

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр