Пилсемпе кӗлӗсем

300-мӗш кӗлӗ

...Тепӗр сехетрен тем чул урапа пӗри теприн ҫумне ҫитсе чарӑнчӗ. Ҫӑва ҫине халӑх пухӑнса ҫитсен тӑватӑ мучи масар варрине тухрӗ. Унтан арӗ-арӑмӗ ҫавсем тавра пухӑнса тӑчӗ. Мучисем хуллен кӗлӗ калама пуҫларӗҫ, чӑн ҫӗре кайнисем валли Турӑран канӑҫлӑх тархасларӗҫ. Унтан вӗсем чӗркуҫленчӗҫ те, пӗтӗм халӑх чӗркуҫленсе тӑчӗ.

Кӗлӗ пӗтсен кашни харпӑр хӑй лавӗ патне кайса ӗҫме-ҫиме илсе килчӗ, хӑйсен тӑванӗсен тӑприсем ҫине йӑтса кайрӗ. Кашни пӗри вил тӑпри ҫине, ура вӗҫне, пӗр виҫ аршӑн тӑршшӗ шалча ҫапса лартрӗ, шалча тӑррине шурӑ тутӑрсем, вӑрӑм сӗлкӗсем ҫака-ҫака ячӗ. Унтан вил тӑпри ҫине кам мӗн пултарнӑ таран темиҫешер аршӑн пир тарӑхӗ сара-сара тухрӗҫ, юрлӑраххисем пӗрер татӑк пир тӑрӑхӗпех ҫырлахрӗҫ. Пир тӑрӑхӗ ҫине икшер пысӑк йывӑҫ чара лартрӗҫ те вара мӗнпур апат-ҫимӗҫне пӗр чари ҫине кӑлара-кӑлара лартрӗҫ. Апат-ҫимӗҫӗ темех мар: пуҫламан ҫӑкӑр, тулӑ е урпа кулачисем, тӑпӑрчӑ икерчисем, чӑкӑт кӑшӑлӗсем, пӑтӑ таврашӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑна ваттисем валли чаплӑ кучченеҫ — шӑрттан татӑкӗсемпе сурӑх ашӗ илсе килнӗ. Сӑра пичкисемпе эрех савӑчӗсене те вил тӑпри патне йӑтса килсе лартрӗҫ. Вара кашни вил тӑпри патӗнче пурте пӗр вӑхӑтра ӗлӗкхи йӑлапа асӑнма пикенчӗҫ. Аслисенчен тытӑнса ҫичӗ-сакӑр ҫулхи ачасем таранах кашни ҫимӗҫренех пӗрер татӑк алӑ валли хуҫа-хуҫа илчӗҫ, пӗрер ҫӑвар ҫыртса пӑхрӗҫ те ваттисене ҫапла каласа асӑнчӗҫ:

Эпир сире асӑнатпӑр, сирӗншӗн темскер те шеллеместпӗр, сирӗншӗн Турра кӗлтӑватпӑр, витӗнетпӗр, тархаслатпӑр. Ӗнтӗ эсир те тӑнӑҫ тӑрӑр, ан хирӗҫӗр, ан ятлаҫӑр, пире хӗн-асап ан ярӑр, вӑхӑтсӑр пырса-туса ан ҫӳрӗр!

Унтан вил тӑпри пуҫ вӗҫне кӗпесем, тӑласем, ҫӑпатасем, пуянраххисем тата кивӗрех сӑхмансем пыра-пыра хыврӗҫ. Хӑйсем вара уйрӑлса кайнӑ тӑванӗсемпе чарӑна пӗлмесӗр, чӗрӗ ҫынсемпе калаҫнӑ пекех калаҫрӗҫ те калаҫрӗҫ...

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр