Пилсемпе кӗлӗсем

190-мӗш кӗлӗ

Ҫырлах, Турӑ! Ҫак ҫын кил-йышпе ачи-пӑчине, выльӑх-чӗрлӗхне сывӑ усра. Ҫӗнӗ тырӑ шерпечӗпе асӑнатпӑр: шерпечӗ — Сана, йӳҫҫӗше — пире. Вун ик кӑшӑллӑ пичкине вун ик талӑк ӗҫме пара пар. Пӗҫернӗ ҫӑкрине перекетне-ушлӑхне пар, пиҫнӗ яшкине тутине кӳрсе пар. Кӗр акса хӑварнӑ тыррине ҫур калчинче савӑнтар, ҫур акнӑ тыррине ҫу савӑнтарса пар, пучаха ларнӑ чух вӗри-шарӗнчен, ҫилӗ-тӑвӑлӗнчен, пӑрлӑ ҫумӑрӗнчен Эсӗ упра, Турӑ. Иртсе каякан ӑшӑ ҫумӑрне тӑхтаса пар. Йывӑр-хаяртан, кайӑк-кӗшӗкрен, усал хурт-кӑпшанкӑран, усал куҫӗнчен Эсӗ упра, Турӑ, тӑррине пар чакан пек, кутне пар хӑмӑш пек. Ӗҫлеме вӑхӑт ҫитсен кил-йышпа, ачам-пӑчампа вырма каҫалӑк умне тӑрсан малалла пӑхсан тырринчен савӑнтар; калла пӑхсан тӗмӗнчен савӑнтар. Тӗмне пуҫтарса ҫӗмел тусан кутран ҫӗмел пар. Кӗлтине анкартине кӗртсен ҫичӗ тӗслӗ тыррине ҫичӗ ӗрет капана лартма пар; капан тӑррине улӑхса капан салатнӑ чух капан перекетне пар; авӑн ҫумне чӗркесен чипер типӗтсе илме пар; вут-кӑвартан, ҫил-тӑвӑлтан Эсӗ упра, Турӑ. Сарӑм сарсан ылтӑн пек шӗкӗлчесе илме пар, вӑйлӑ ҫумӑрӗнчен Эсӗ упра, Турӑ. Тыррине йӗтем ҫинче пуҫтарсан тӳлек ҫилпе сӑвӑрса илме пар, сӑвӑрса лартнӑ кӑшӑлне савӑнтарса пара пар, ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма ҫичӗ ампар тултарма пар, кивӗ ҫине ҫӗнӗ хывма пар. Арман авӑртма кайсан чипер авӑртса тавӑрма пар; авӑртса тавӑрнӑ ҫӑнӑхне перекетне пар. Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑма виҫӗ карта хупма пар, пӑхӗнчен самӑртма пар, тӗк пӗрчинчен хунатса пар. Мӑклӑ чул хушшинчине, ултӑ ураллӑ кайӑкне, кӑларса пар. Валем пек ҫӳлтен вӗҫсе пыраканне те вӑрӑм чӑрӑш тӑррине сӑрма пар, ама ҫумне ама ертсе пар, ҫӑвӑр ҫумне ҫӑвӑр хушса пар, пӗр вӗҫӗ мартара кӗрлетӗр, пӗр вӗҫӗ чечекре сӗрлетӗр. Ырӑ хӑнасене чыс тума каткалатса пылне тытма пар, ҫӳпҫелетсе ҫӑвне тытма пар.

Эй, Аслӑ Турӑ, Аслӑ Пӳлӗх, эсӗ кӑтартнӑ йӑлапала Сана асӑнатпӑр, сана витӗнетпӗр; ҫӳлти-ҫӗртипеле, ҫут тӗнчене тытакан Турӑ, эпир сана асӑнатпӑр, пуҫҫапатпӑр.

Эй, тӗнчене тытса тӑракан Турӑ, каҫар пире. Эпир Сана асӑнатпӑр, пуҫҫапатпӑр, ҫылӑхли пур, ҫылӑхсӑрри пур, пӗлни пур, пӗлменни пур, каҫар пире, Турӑ. Усал аллине ан пар пире, Турӑ, хаяр сута ан кӳрт пире, ӗмӗрхи асапран ҫӑл пире, Турӑ. Ҫак ҫут тӗнчере ырӑ ҫынсем, ятлӑ ҫынсем, чинлӑ ҫынсем пур, ҫавсем кӗлтунипе те пулин каҫар пире, Турӑ. Ҫав пирӗншӗн кӗлтӑвакан ҫынсемшӗн сана пуҫҫапатпӑр, каҫар пире, Турӑ.

Ырӑ тӳре, патша Турӑ, Сана асӑнатпӑр, сана пуҫҫапатпӑр, ҫак ҫӗр ҫинчи тӗнчере пӗтӗм халӑха пӑхса тӑракан патшашӑн, унӑн ҫумӗнчи аслӑ ятлӑ ҫынсемшӗн тата ҫак эпир пурнакан ҫӗре-шыва шыраса тупакансемшӗн, авалхи ватӑ ҫынсемшӗн асӑнса тата кӗлтӑватпӑр. Ҫав ватӑ ҫынсемшӗн пире пехил парса хӑварнӑшӑн асӑнатпӑр, ҫӑтмахра, ырӑ вырӑнта пулччӑр, йывӑр тӑприсем ҫӑмӑл пулччӑр, выртнӑ вырӑнӗсем мамӑк пулччӑр, чунӗсем Турӑ умӗнче ырлӑхра пулччӑр пире пехил парса хӑварнӑшӑн; тата вӗсем те пире пур усалтан-хаяртан сыхласа тӑччӑр, эпир асӑнатпӑр, пуҫҫапатпӑр, эсир пирӗншӗн кӗлтӑвӑр; ытла калаҫнӑ сӑмахран эсир каҫарӑр, пӳкле вилӗмрен Эсир сыхлӑр, пирӗн суя сӑмах чӑн пултӑр, чӑн сӑмах Турра ырлӑхлӑ пултӑр, каҫар пире, Турӑ.

Эй, ырӑ пирӗштисем, чун сыхлакансем, пӗв сыхлаканнисем, эсир пиртен усала сирӗр, эсир пире пур усала-тӗселе хӑваламашкӑн, хӑратмашкӑн святой хӑват парӑр. Ҫилтен-тӑвӑлтан, тулӑх шывран, вутран-кӑвартан эсир сыхлӑр, пур сиентен-сурантан, йывӑр хуйхӑран эсир сыхлӑр. Яла-йыша, пур халӑха ҫут тӗнчери ырӑ ҫынсен пехиллӗхӗпеле, пурне те сыхла, каҫар пире, Турӑ. Пӗлни пур, пӗлменни пур, ҫитни пур, ҫитменни пур, каҫар пире, Турӑ. Ҫак ҫут тӗнчере куҫсӑрри пур, хӑлхасӑрри пур, алӑсӑр-урасӑрри пур, ытти чирпе асапланаканнисем пур, ҫавсем Турра кӗлтунипе, ҫавсен телейӗпеле ҫӗкле пире, ҫав асапланакансене, Турӑ, тӳсӗм пар.

Эй, Турӑ, уя тухнӑ ака ҫӑмӑл пултӑр, янаварсене хӑватне пар, Турӑ; янаварсем туртнӑ ҫӗре акнӑ тырӑ-пулӑ пултӑр, тутӑ пултӑр, тӗпӗ питӗ пултӑр, тӗпӗ хӑмӑш пек пултӑр, тӑрри чакан пек пултӑр, пӗр пӗрчӗ акнӑ ҫӗре пин пӗрчӗ пултӑр; панӑ ҫӗрте ан палӑртӑр, илнӗ ҫӗртен ан иксӗлтӗр, парас парӑмран, илес тулӑхран парса илмешкӗн ырӑ ӑс-хакӑл пар, юсми юлми пил пар, йӑнӑшми чӗлхе пар пире, Турӑ. Акнӑ тырӑ хирте тӗрӗс лартӑр, хир илемӗ килтӗр, тӗнчене савӑнтартӑр, пур ватти-ҫамрӑкки-мӗнӗпелен ҫавна курса кӗлтуччӑр. Каҫхи сулхӑнтан, ирхи тӑмран, пур ҫилтен-тӑвӑлтан сыхла, Турӑ.

Эй, Турӑ, пурте Сан ҫумӗнчисем, тӗнчене тытса пулӑшса тӑраканнисем, аҫа-ҫиҫӗм тытаканнисем, святой пророксем, асӑнатпӑр, сыхлӑр пире.

Эй, святойсем, эсир пирӗншӗн кӗлтӑвӑр Турра, эпир ҫылӑха кӗнине пирӗштисем пӗлеҫҫӗ, тульккӑ каҫар пире, Турӑ. Эсӗ, Турӑ, каҫармасӑр кам каҫарӗ ху ҫуратнӑ чунна. Усал аллине ан пар пире, эпир Сана асӑнатпӑр, сан ҫине шанса тӑратпӑр. Пире Эсӗ усрамасӑр кам усрать, пурте Санӑн аллӑнта, ҫӳлти-ҫӗртипеле, вутри-шыврипеле Санӑн аллӑнта. Сантан иртекенни нимӗн те ҫук. Сантан хӑватли, Сантан ырӑ кӑмӑлли ҫук, Сантан пуҫне урӑххи ырлӑх кӑтартаканни никам та ҫук. Эпир Сана тархаслатпӑр, каҫар пире, Турӑ, айвансене.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр