Пилсемпе кӗлӗсем

188-мӗш кӗлӗ

Ҫырлах, ырӑ Турӑ, Турӑ Амӑшӗ, ҫӑкӑрпа, мӑн хуран пӑтӑпа, мӑн пичке пуҫласа, кил-йыш-чунӑмпа, килӗм-вутӑмпа, ачам-пӑчампа тав туса пуҫҫапатӑп.

Ҫырлах, ырӑ Турӑ, Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Хурӑнташӑм-вӑртахӑмпа, ялӑм-йышӑмпа, кӳршӗ-аршӑмпа тав туса пуҫҫапатпӑр. Ҫырлах, ырӑ Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах, Мӑн Турӑ, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Уйра акнӑ тырри-пуллине тӑрне пӑрҫа пек, кутне хӑмӑш пек, Турӑ, пар, ырӑ пар, ырлӑх пар, пурлӑх пар.

Ҫырлах, ырӑ Мӑн Турӑ, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Уя тухсан уй хӑтне пар, анкартине кӗрсен анкарти хӑтне пар, киле кӗрсен кил хӑтне пар, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Ҫичӗ тӗслӗ тырра-пулла ҫичӗ кӗлет хума пар, укҫине хаймаласа тытма пар,

Ҫырлах, ырӑ Турӑ, турӑ Амӑшӗ, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Виҫӗ тӗслӗ выльӑха-чӗрлӗхе виҫӗ картана хупма пар, пӗр вӗҫӗ картара, пӗр вӗҫӗ вакӑра, тӳлеттер, хунаттар, тӗк пӗрчинчен тӳлеттер, хунаттар.

Ҫырлах, ырӑ Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Хӑт, Хӑт амӑшӗ, пӑхса усра, ҫырлах! Мӑн Турӑ, Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Хӑрпан, Хӑрпан амӑшӗ, ан хӑрт, ан йӗрт, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Ҫилтен-тӑвӑлтан, шӑширен-шӑрчӑкран, вӑйлӑ вут-кӑвартан, чиртен-чӗртен, шартан-шӗртен, мӗн килес инкекрен, курайман тӑшмантан, Ырӑ Мӑн Турӑ, ҫӑл, ҫырлах, пӑхса усра пире. Ҫырлах, Турӑ! Астивмешкӗн асӑнатпӑр, ҫырлах, ырӑ кӗтесри Турӑ! Эсӗ Туррӑн тӑлмачи, эс пирӗншӗн Турӑ умӗнче Турра тархасла. Сана — шерпет, пире — йӳҫҫӗш.

Ырӑ Мӑн Турӑ, пиллесе пар пире ӗҫме-ҫиме. Эй, Турӑ, ҫырлах! Тата хамӑрӑн аслӑ патшамӑра тасалӑх, сывлӑх пар, ырӑ вӑй-сывлӑх пар, патшалӑхне тытса тӑма вӑй-хӑват пар, патшалӑх хушшинче ҫураҫу тӑтӑр. Эй, Турӑ, ҫырлах! Пирӗншӗн каякан салтаксене тасалӑх-сывлӑх патӑр, киле-ҫурта Турӑ ҫавӑртӑр, ырӑ Турӑ, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр