Пилсемпе кӗлӗсем

194-мӗш кӗлӗ

Аслӑ Турӑ! Пуҫламан ҫавра ҫӑкӑрпа, пуҫламан тулли пичке сӑрапа, пуҫламан чара пылпа асӑнатпӑр.

Сан ятупа кӗмӗл ҫурта ҫутатпӑр, Сан ятупа алтӑрпа сӑра лартатпӑр, Сан ятупа пӑтӑ ҫине ҫу яратпӑр, кӑвак тӳпе ҫине пӑхса ыйтатпӑр: «Пирӗн йыша пурӑнма сывлӑх пар. Ӳссе пыма хушса пар, выльӑх-чӗрлӗх пар, тыр-пул пар, кил-йыша килӗшӳпе нӑкӑлӑх пар, пирӗн сӑмаха илтсе ҫӗр ҫине тирпейлӗхпе ӑнӑҫ пар...

Хура халӑхпа ӗҫлекен ӗҫе ӑнтарса пымалӑхне пар, пӗрне тепӗринпе сыпӑнтарса пар, тунӑ утӑмӑн ӳсӗмӗ пултӑр, ӗҫленӗ ӗҫӗн пайти курӑнтӑр. Пирӗн сӑмаха илтсе ҫӗр ҫине тирпейлӗхпе ӑнӑҫ яр...

Аслӑ та ырӑ Турӑ! Тупа ту пӗрлешмен ҫӗрсенчи усалсене, хирпе хир татӑлман вырӑнсенчи тӗселсене пирӗн умран сирсе пыр, хапсӑнакана хакӑр тӑрне ларт, таптакана тапӑ айне ларт, ҫунтаракана ҫунӑк айне ларт.

Хура халӑхӑн синкер-синкеке сирсе пыма вӑйпа хӑват пултӑр!

Пирӗн сӑмаха илтсе ҫӗр ҫине тирпейпе ӑнӑҫ яр...

Аслӑ та ырӑ Турӑ! Хӑвӑн ҫӳлти пӗлӗтри тӗтреллӗ сывлӑмна аялалла антар та ҫӗр ҫинчи тусанлӑ тӗтрене ху патна ҫӳлелле илсе тасат, икӗ тӗтре хушшинче кашласа ларакан тыр-пула ӳсме лӑпкӑ ҫил, таса ҫумӑр, ӑшӑ пайӑрки пар та шӑркаланма, тытӑнса тулма пар. Этем тавринчи тӗнчене сывлӑмлӑ тӗтрепе хӗвеллӗ кун пар!

Аслӑ та ырӑ Турӑ! Хӑвӑн ҫӳлти пӗлӗтри хӗвеллӗ сывлӑмна аялалла антар та ҫӗр ҫинчи тусанлӑ пӗлӗте ҫӳлелле илсе тасат. Икӗ тӗтре хушшинче ҫӳрекен виҫӗ тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхе — ӗнесемпе лашасене, сурӑх-путеке, кайӑк-кӗшӗке вӑй парса йыш ӗрчетме пулӑш, вӗсен витисемпе йӑвисене канӑҫ пар та йышне пысӑклат, шывпа вутран, ҫумӑрпа тӑвӑлран упра...

Аслӑ та ырӑ Турӑ! Этем ывӑл-хӗрне ҫулҫӑ пӑшӑлтатнине, чӗкеҫ чӗвӗлтетнине илтме пар. Сӑрт-ту анлӑшне кӑтарт этеме, шыв-шур анлӑшне кӑтарт этеме, хӗвел пайӑрки пек выляса-кулса ҫитӗнме пар этем ул-хӗрне.

Уйӑх кулса ҫутатнӑ чухне, хӗвел йӑлкӑшса ӑшӑтнӑ чухне, тыр-пул сарӑлса хӑпарнӑ чухне, чӗрлӗх-чунлӑх ӗрченӗ чухне этем йышне те хум пек, кӗмӗл пек, ҫулҫӑ пек сарӑлса пымаллине пар. Этем ӗҫӗ-пуҫӗ пурнӑҫ тума кайтӑр, алли-ури ырӑ ӗҫре пиҫӗхтӗр, шӑмми-шакки ташӑра вылянтӑр.

Аслӑ Турӑ! Тата мӗн кирлӗ этем ул-хӗрне?

Аслӑ та ырӑ Турӑ! Каҫар та савӑнса пурӑнмине пар пирӗн халӑха.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр