Пилпе сунӑм-хушӑм
Пил — асли кӗҫӗннине, ача-пӑчана, яш-кӗрӗме, килен-каяна, хӑна-вӗрлене, ҫула каякана ырӑ сунса, парнепе е кучченеҫпе пӗрле каланӑ сӑмах.
83
Ачамсем, хӗрӗмсем! Аслисем каланине хӑлхана чикме вӗренӗр: итлеме йывӑр пулӗ те, пӗлни кирлӗ пуласса ан манӑр. Хушнӑ ӗҫшӗн турткаланса ан тӑрӑр, аҫӑр-аннӗр пултарайми ӗҫ хушмӗ. Ют ҫын пулӑшма ыйтнине илтмӗш пулса ан иртӗр. Ӗҫлени ҫыншӑн пулсан та, вӗренни хӑвӑршӑнах пулать.
Хирӗҫ пыракана салам парӑр, пуҫ тайӑр. Уншӑн пуҫ татӑлса ӳкмест. Шыв ыйтакана тулли курка парӑр. Уншӑн шыв пӗтмест. Ватӑ ҫынна ларма вырӑн туса парӑр. Уншӑн вырӑн пӗтмест.
Ватӑпа вӗтӗрен кулма кулӑр та, хӑвӑр та вӗтӗ пулнине, хӑвӑр та ватӑ пуласса шута илӗр. Юратса кулнӑшӑн сиен пулмасть.
84
Тантӑшпа тантӑш пул, ваттипе ватӑ пул, каланине хӑлхана чик, ыйтнине туса пар. Ӗҫленипе алӑ татӑлмасть, пулӑшаканӑн вӑй-хал катӑлмасть, калаҫнӑшӑн чӗлхе хуҫӑлмасть. Усал сӑмаха урама ан кӑлар, суя сӑмаха сута ан кӑлар, аҫу-аннӳпе пӗр ҫӑвартан сур. Тупнӑ япалана тавӑрса пар, ыйтнӑ япалана ыр сунса пар, кирлӗ кунта хӑвна та пулӑшӗ. Тус-юлташа ан виртле, ватта-вӗтте — йӑлт итле!
85
Ҫӳлте Турӑ, ҫӗрте патша. Турӑ ырлӑх парать, патша канлӗх парать. Лайӑх, ҫемҫе чӗлхе-ҫӑварӑмпа, таса чунӑмпа, ырӑ кӑмӑлпа сире пурнӑҫ пилӗ парам. Ҫӑкӑр-тӑвара мӑшӑрпа пӗрле ӗҫсе-ҫимелле пултӑр, пӗр варлӑ пурӑнма ырлӑх-сывлӑх пултӑр. Ыр ҫын хушшинче, ыр ҫын шутӗнче пурӑнмалла пултӑр. Ватта курсан — пичей темелле пултӑр, ҫамрӑксене курсан — шӑллӑм темелле пултӑр. Ҫамрӑк хӗрсене курсан — ҫамрӑк темелле пултӑр. Ача-пӑчаллӑ пулмалла, ватӑлса шурӑ ҫӳҫлӗ пуличчен пурӑнмалла пултӑр. Карта тулли выльӑх: пытекки—пытек, пӑрушки—пӑруш, тихи— тиха тутӑр. Пыра тулли тырри-пулли, сӗтел тулли ӗҫсе-ҫимелли ялан тӑтӑр. Тиха пек чупӑр, тиха пек сикӗр, пиртен ирӗк!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен