Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫамрӑксене пиллени

 

87

Вӗҫен кайӑк та, тискер кайӑк та мӗн ҫиес, мӗн ӗҫес темесӗр пурӑнмасть. Чӗкеҫ ир тӑрса каҫчен апат шырать, тӑмана каҫ тӑршшӗпе шӑшие хӑвалать. Мулкач турат касать, кашкӑр кайӑк сыхлать. Мӗн тӑхӑнас, мӗн пӗркенес тесе кайӑк шутламасть тетӗр-им? Кайӑк та сивӗре хӳтлӗх шырать, шӑрӑхран сулхӑна тарать. Кайӑк та йӑптӑх тӑкса тум улӑштарать.

Этем кайӑк мар. Унӑн апат-ҫимӗҫ ӳстермелле, унӑн тумтир ҫӗлемелле, унӑн ҫурт-йӗр ҫавӑрмалла. Турӑ парать, ҫилпе хӗвелпе мӗн кирли пурте пулать тесе ларсан этем тискер кайӑк пулса пурӑнӗччӗ.

Этеме Турӑ ӗҫ ӗҫлеме алӑ панӑ, этеме Турӑ шухӑш шухӑшлама чӗлхе панӑ, этеме Турӑ ырлӑх курма кӑмӑл панӑ, этеме Турӑ ӑсланса пурӑнма ӗмӗр панӑ.

Турӑ панӑ ӗмӗре этемӗн пӗрле ӗҫлесе, пӗрле ҫисе ирттермелле тунӑ. Тӑпрапа витнӗ пуянлӑх хаклӑ мар. Халӑхпа пайланӑ пурлӑх хаклӑ. Пуррине пӗрле пайлама, ҫуккине халӑхпа саплама пӗлекенсем халӑх ҫинче хӑватлӑ, ҫут тӗнчере сӑваплӑ.

Ырӑ ӗҫре ырӑ курса халӑхпа пӗр пулма пиллетӗп сире!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр