85-мӗш кӗлӗ
Ҫӳлте Турӑ, ҫӗрте патша. Турӑ ырлӑх парать, патша канлӗх парать. Лайӑх, ҫемҫе чӗлхе-ҫӑварӑмпа, таса чунӑмпа, ырӑ кӑмӑлпа сире пурнӑҫ пилӗ парам. Ҫӑкӑр-тӑвара мӑшӑрпа пӗрле ӗҫсе-ҫимелле пултӑр, пӗр варлӑ пурӑнма ырлӑх-сывлӑх пултӑр. Ыр ҫын хушшинче, ыр ҫын шутӗнче пурӑнмалла пултӑр. Ватта курсан — пичей темелле пултӑр, ҫамрӑксене курсан — шӑллӑм темелле пултӑр. Ҫамрӑк хӗрсене курсан — ҫамрӑк темелле пултӑр. Ача-пӑчаллӑ пулмалла, ватӑлса шурӑ ҫӳҫлӗ пуличчен пурӑнмалла пултӑр. Карта тулли выльӑх: пытекки—пытек, пӑрушки—пӑруш, тихи— тиха тутӑр. Пыра тулли тырри-пулли, сӗтел тулли ӗҫсе-ҫимелли ялан тӑтӑр. Тиха пек чупӑр, тиха пек сикӗр, пиртен ирӗк!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен