Ӳкӗтлесе калани
1168
Юратнӑ ачамсем, хӗрӗмсемпе ывӑлӑмсем! Ватӑ аслисем мана каласа хӑварнине паян сире калас терӗм. Ҫав аслӑ сӑмахсене итлесе асра хӑварӑр.
Пурнӑҫӑн пӑрнӑҫӗ тем чухлех. Ыррине те, хуррине те курмалла пулӗ. Мана хӑлхана тӗнче шавӗ еннелле тайма хушнӑччӗ — сире те ҫавнах хушатӑп. Кирлӗ хыпара ҫилпе вӗҫтерсен чӗлхе-ҫӑвара ҫыртса тӑма хушнӑччӗ — сире те ҫавнах хушатӑп.
Юхха хӗрарӑм ҫӑварӗнчен пыл юхать, сӑмахӗсем сӗтрен ҫемҫе пулаҫҫӗ. Кайран ҫавӑ пӑрӑҫран йӳҫӗ, сӗрӗмрен сиенлӗ пулса кайӗ. Астарса каланипе чунран тухнине уйӑрайман ҫын ырӑ кураймӗ. Мана ҫакна манма хушманччӗ те, вӑл сӑмах тӗрӗсне курса пӗлтӗм. Сире те пӗлсе тӑма хушатӑп.
Икӗ питлӗ ар ҫӑварӗнчен пӗринче пылпа ҫу юхӗ, тепринче вара чӗлхи икӗ енлӗ касакан хӗҫ пек касса татӗ, ура тупанӗ чун варринех таптаса кӗрӗ. Шанчӑксӑр кӑра ҫынпа туслашма хушманччӗ мана, сире те ҫавнах хушатӑп. Хӑвӑрӑн ирӗке хисеплемен ҫынсемшӗн, сирӗн ӗҫе хака хуман ҫынсемшӗн сывлӑхпа пурнӑҫа пама кирлӗ мар. Кайран ахлатса ӳкӗнмелле ан пултӑр тесен малтанах хытӑ шутласа хумалла.
Ывӑлӑмсем, хӗрӗмсем! Эсир кашни хӑвӑр савӑт-сапаран ӗҫсе пурӑнсан та, шывне пурте пӗрле ӑсса тӑракан ҫӑлтан кӳрсе килме ан ӳркенӗр. Ҫапла пултӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен