Пилсемпе кӗлӗсем

Уйрӑлса тухнӑ ҫӗнӗ ҫуртри кӗлӗ

 

1145

[...] Пӗр пӳрт, тепӗр кӗлет, тепер вите лартса парать ашшӗ, вара тин уйӑрать. Хӑйне тивӗҫлӗ тыррине парать, хӑйне тивӗҫлӗ выльӑхне парать, вара хӑй ҫӗнӗ ҫурта уйрӑлса тухать. Пӗр пуҫламан ҫӑкӑр тытаҫҫӗ, ун ҫине пуҫламан чӑкӑт хураҫҫӗ, вара ӑна ашшӗ ҫӗклесе пырать, тепри йӗрӗх ҫӗклесе пырать. Вара ҫӗнӗ пӳрте ҫитеҫҫӗ те йӗрӗхе кӗтесе лартаҫҫӗ, ҫӑкӑрпа чӑкӑтне сӗтел ҫине хураҫҫӗ. Вара Турра хирӗҫ тӑрса сӑхха переҫҫӗ. Ҫапла каласа кӗлтӑвать ватти:

Эй, Ырӑ Турӑ, ҫакӑ ҫӗнӗ ҫуртра савӑнса пурӑнма пар, ачапчӑмпа, выльӑх-чӗрлӗхпе пурӑнма пар. Ырӑ Хӗрт-сурт, эсӗ те пирӗнпе пӗрле пул.

Кӗлтуса пӗтерсен вара сӑра ӗҫеҫҫӗ. Вара ҫавӑ ҫӑкӑрӗпе чӑкӑтне касса мӗн пынӑ ҫынна параҫҫӗ пӗрер ҫӑвар.

1146

Уйрӑлса тухнӑ чух тӗп килӗнче пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ те икӗ чашӑк ҫине пӑттине антараҫҫӗ. Пӗр чашӑкран пӑттине килӗнче ҫиеҫҫӗ, теприне — ҫӗнӗ пӳртре. Ку пӑтта ватӑ ҫын ҫӗнлет: аслашшӗ е асламӑшӗ. Ҫӗне пӳрте кӗне чух ҫапла каласа кӗреҫҫӗ:

Турӑ лайӑха патӑр. Вырӑнӗнчех ҫӗртӗр, вут-кӑвар ан куртӑр, ҫӑкӑр-яшкаллӑ пултӑр. Килекенсене кӗтсе илӗр, каякансене тӑрантса ярӑр. Сак ҫи тулли ачи-пӑчи пултӑр, урай тулли путек пултӑр. Пирӗн пек ватӑличчен пурӑнӑр. Ҫӑкӑр-яшкаллӑ пулӑр, пыл-ҫуллӑ пулӑр.

1147

Ырӑ Турӑ, сыхла ачамсене: ачамсем уйӑрӑлса каяҫҫӗ ӗнтӗ, ырлӑх-сывлӑх патӑр вӗсене. Ырӑ Пӳлӗхҫӗ ҫырлахтӑр, ачам-пӑчама ырлӑх-сывлӑх патӑр. Ырӑ чӳк ырӑ вырӑнлӑ пултӑр.

Пехиллем эппин сире: пур пулӑр, Турӑ патӑр, эсир те пирӗн пекех ача-пӑчаллӑ пулӑр, ҫуртлӑ-йӗрлӗ пулӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр