Пилсемпе кӗлӗсем

1103-мӗш кӗлӗ

Ҫуратманнине ҫуратса пар, ҫуратнине ӳстерсе пар, ҫиес курӑкӑн ӑшлӑхне, ӗҫес шывӑн тӑррине пар. Тутхӑш шывӑнтан, тайлӑк кӗперӗнтен, выҫӑ упӑнтан, выҫӑ кашкӑрӑнтан, ҫӗлен-калтаран Эс сыхла, Эс упра, хӗрлӗ ӗне турри.

Ял ҫинчи йывӑр чирӗнчен, сасартӑк вилӗмӗнтен, курайман тӑшмантан, хаярлӑ куҫӑнтан эс сыхла, эс упра, хӗрлӗ ӗне турри. Пиҫнӗ пӑттине, пиҫнӗ ҫӑкрине асӑнтӑм, халь асӑнап ал валлине. Малтанхине халь калатпӑр, кайранхине малтан каларӑм пуль, каҫар, ҫырлах. Хӗрлӗ ӗне турри, хӗрлӗ ӗнене сыхла. Ҫырлах, ҫырлах, ҫырлах.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр