Ана вӑйне илни
Ҫумпайсем
Ҫурла кӑларни (1040)
Ҫурла ҫыхни (1041-1044)
Тырӑ сӑвӑрнӑ чухне калани (1045-1046)
Пӗрремӗш кӑшӑл тусан перекет ыйтни (1047)
Ҫӗнӗ тырӑ пӑтти (1048-1049)
1014
Авӑнлӑх ана хӑвӑрт каймасть — ҫур пилӗк те, каҫалӑк та хытах ывӑнтарать. Ҫавӑнпа ача-пӑча тӳтрем чӗрӗкне тухмассерен пӗр кана выляса-шӳтлесе илет, каҫалӑк тухсан ваттисем те кӗлте ҫине ларсах канаҫҫӗ. Ывӑннӑ ҫынна вырӑнлӑ сӑмах хытӑ пулӑшать. Ҫакна вырма хуҫи аван пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑхӑчӗ ҫитсен «сысна кӑнтӑрли», «Энтри явкайӗ», «хуп кӗпер» туса панӑ. Ача-пӑчапа яш-кӗрӗмӗн вырмари шӳчӗсенчен пӗри:
Ана, мана вӑйна пар,
Вӑйна пар та хӑйма пар.
Хӑйма ҫисен вӑй кӗрет,
Какай ҫисен юн вӗрет!
Ана, мана вӑйна пар,
Утмӑл патман тырӑ пар,
Урхамах пек утна пар, —
Парне парсан ӗҫ вӗрет,
Ал-урана сип кӗрет!
1015
Ана, вӑйма пар, ҫурлама шӑлне пар, киле ҫитсен хӑйма пар; вӑйма-хавӑма пар, пилӗкӗм-ҫурӑм питтине пар. Мӗн пӗтнӗ вӑйӑм пеккине каялла тавӑрса пар. Пӗр кӗлет тыррине пар, тӑккаланнине-аккаланнине ӑшне кӳрт. Мӗн вырнӑ пеккине чипер пуҫтарса кӗртмелӗхне пар.
Ана вӑйне илнӗ чухне каланӑ.
1016
Уйӑрса илнӗ ана ҫинчи тырра вырса пӗтернӗ чухне «Ана вӑйӗн кӗллине» калаҫҫӗ. Ӑна каланӑ ҫӗре килтен апат-ҫимӗҫ: пӑтӑ, икерчӗ — илсе тухаҫҫӗ. Ӗҫ пӗтес умӗн пурте кӗлтесем ҫине вырнаҫса лараҫҫӗ, ӗҫме-ҫиме пуҫлаҫҫӗ. Ватти е асли кӗлӗ калать, ӗҫлекенсем сӑйланӑҫемӗн канса илеҫҫӗ, унтан тӑрса анана вӗҫлесе пӑрахаҫҫӗ.
Ана, пар,
Ана, пар,
Ана, пире хална пар:
Ал-урана вӑйна пар,
Ҫан-ҫурӑма канма пар!
1017
Ана, пар,
Ана, пар,
Ана, пире хална пар,
Киле ҫитсен кавлеме
Пашалупа уйран пар!
1018
Тырӑ вырса пӗтернӗ чух пӗр-иккӗ касмалӑх «ана пайӗ» тесе хӑвараҫҫӗ. Кашни ана пӗтмессерен юлашки кӗлте ҫине ларса, хӗвел тухӑҫ енне пӑхса ана вӑйӗ илеҫҫӗ:
Ана, вӑйна пар. Пилӗке-ҫурӑма кантар, аллӑма-урама канлӗхне пар.
Киле пырсан хӑйма ҫиме пар. Хутаҫ тулли укҫа пар.
1019
Халь те, ӗлӗкхи пек, ватӑраххисем тырӑ вырма пуҫланӑ чух ҫапла каласа пуҫлаҫҫӗ: «Курак-чакак пек сиксе пыр, утнӑ ҫӗре ут, чупнӑ ҫӗре чуп!»
Ӗлӗк тата вӑл сӑмахсене каличчен ҫапла каланӑ: «Пӗсмелле, Турӑ, ан пӑрах!»
Ана ҫинче апат ҫиес умӗн кӗлте ҫине ларса, апата хӑй умне лартса: «Кук! Пире пулӑшакан апат ҫиме кил!» — тенӗ. «Кук» тесе кӑшкӑрарах малтан каланӑ: пулӑшакан хӑвӑртрах илттӗр тесе шухӑшланӑ пулмалла. Хӑшӗ-хӑшӗ халь те, ӗлӗкхи пек, ана пӗтернӗ чухне ана пуҫне пӗр ывӑҫа яхӑн тырӑ вырмасӑр хӑвараҫҫӗ, вӑл ывӑҫа «ана пайӗ» теҫҫӗ. Ана пайне ана ан кӳрентӗр-ҫиллентӗр, ун валли те юлтӑр тесе хӑвараҫҫӗ. Анана пӗтерсен пурте ҫак ана ҫинче выракансем кӗлте ҫине ларса хӗвел тухӑҫ енне пӑхса ҫапла каланӑ: «Ана, вӑйӑма пар, пилӗк-ҫурӑма хытӑ тыт, ҫурлана шӑлна пар, киле таврӑнсан хӑйма пар, пӗр кӗлет тырруна пар».
1020
(...) Анана пӗтерсен юлашки кӗлте ҫине ларнӑ:
Ана, вӑйна пар, киле пырсан хӑйма пар, пилӗкӗн питтине, аллӑм сыпӑнне, ҫурлам шӑлне, аллӑ пасмана ыраш пар!
1021
Тырӑ вырнӑ чух анана вырса пӗтерсен юлашки кӗлтесене ҫыхаҫҫӗ те ҫав кӗлтесем ҫине ларса калаҫҫӗ:
Ана, вӑй пар, пилӗке-ҫурӑма тӳрлет, ҫак ана ҫинчен ҫавӑн чухлӗ тырӑ пар.
1022
Кашни ана пӗтермессерен, выракансем кӗлте ҫине хӗвел тухӑҫнелле пӑхса лараҫҫӗ те ҫапла каласа ана вӑйӗ ыйтаҫҫӗ:
Ана, вӑйна пар, пилӗкӗм питтине пар, ҫурлама шӑллат, тӑкки-таккине пуҫтар, киле пырсан автан парӗ.
Пӗлекенсем вӑл сӑмахсене пурте калаҫҫӗ, пӗлменнисем (ҫамрӑксем) ыттисем каланине итлесе лараҫҫӗ.
1023
Ана, мана вӑйна пар, алӑ-урана, пилӗке-ҫурӑма кантар, киле кайсан хӑймапа ҫӑкӑр пар.
1024
Тырӑ вырнӑ чух анана вырса пӗтерсе вӗҫне тухсан юлашки кӗлтине ҫыхнӑ та ун ҫине ҫапла каласа канма ларнӑ (кашни хӑйӗн кӗлти ҫине):
Ана, мана вӑйна пар, пӳлме тулли тырруна пар, киле таврӑнсан хӑйма пар, нӳхреп тулли сӑра пар...
Ана вӗҫне ҫитнӗ чух: «Путенине тытатпӑр», — тесе ачасене хавхалантарнӑ.
1025
Тырӑ вырнӑ чухне пӗр ҫӗртри анине пӗтерсессӗн пурте харпӑр хӑй кӗлти ҫине лараҫҫӗ те, ватӑраххи [калать]:
Ҫырлах, Турӑ, ана вӑйне пар, пилӗк-ҫурӑм канлӗхне пар, шӑрчӑк ҫини, арлан ҫини вырӑнне, Турӑ, хутшӑнтар.
Ура ҫине тӑрать те сӑхсӑхать.
1026
Ҫав [юлашки] пайӑрка тырра икӗ пая уйӑрса ҫурлапа ҫӗре чиксе лартаҫҫӗ. Кӗлте ҫине лараҫҫӗ:
Ана, вӑйна пар, алӑ-ура вӑйне пар; янаварсен хӑватне пар; анкарти тулли капан пар; пӳлме тулли тырӑ пар; киле таврӑнсан хӑйма пар.
1027
Ҫӑмӑллӑхне пар, Турӑ. Ана вӑйне пар, киле таврӑнсан хӑйма пар, итем тулли капан пар; кӗлет тулли е ыраш, е сӗлӗ, е пӑри пар. Арча тулли укҫа пар. Илнӗ тӗлтен ан иксӗлт, панӑ тӗлтен ан палӑрт. Хурӑнташ-ӑрусемпелен, ял-йышсемпелен, кӳршӗ-аршӑпалан лайӑх ӗҫсе-ҫиме пар, ушлӑхне пар. Тавтапуҫ Турра пире ырлӑх-сывлӑх панӑшӑн. Кӑҫал ҫавӑн чухлӗ ҫичӗ ҫурла выртӑмӑр, килес ҫула тепӗр ҫур хутшӑнмалӑхне пар.
1028
Килес ҫул та тырӑ-пулӑ лайӑх пултӑр, тӑрри турпас пек шултра пӗрчӗллӗ пултӑр, хӑмӑлӗ хӑмӑш пек пултӑр, касса уҫмалла мар ҫӑра пултӑр. Ку-ук, ана, вӑйна пар, пилӗкӗм питтине пар, ҫурлам шӑлне, питлӗхне пар, киле таврӑнсан хӑймапа ҫу ҫиме пар, тыррӑм-пуллӑма пусӑран чипер пуҫтарса кӗрсе ача-пӑчампа, ҫемьепе хӗпӗртесе ҫиме пар.
1029
Эй, ҫӳлти Турӑ, ырлӑх-сывлӑх пар, лайӑх алла илме пулӑш, ӗҫлеме вӑй-хӑват пар. Ҫимелӗх те, сутмалӑх та, ӗҫкӗ-ҫикӗ тумалӑх та пултӑр, сана асӑнмалӑх та пултӑр. Эй, Турӑ, пире ан пӑрах, вӑй-хӑват пар ҫак анана вырса тухма. Ана, вӑйна пар, ҫемьене ырлӑх-сывлӑх пар, хӗл каҫмалӑх ҫӑкӑр пар. Ана, пире ан ҫиллен, мӗн панипе тутӑ пул.
1030
Ана, мана вӑйӑма пар, киле таврӑнсан хӑйма пар, ҫичӗ пӳлме тырӑ пар, ҫичӗ кӗлет тырӑ пар, кӗлетӗнчен те перекет, ҫӗмелӗнчен те, капанӗнчен те перекет пар, тавтапуҫ, Турӑ, мухтав Сана.
1031
Ана, вӑйна пар, ҫурла шӑлне пар, пилӗкӗн питтине пар, вунӑ пӳрне вӑйне пар, анкарти тулли капан пар, йӗтем тулли кӑшӑл пар, пӳлме тулли тырӑ пар, хӑймалатса мулне пар.
1032
Ана, ана, вӑйна калла пар, киле пырсан хӑйма пар, аллӑм-урам канлӗхне пар, пилӗкӗм-ҫурӑмӑм тӗреклӗхне пар. Ҫурлам шӑлне калла пар, тӑкки-аккине ху пуҫтар. Акма аллӑ пасмана, ҫиме ҫитмӗл пасмана перекетне пар.
1033
Малалла пулас тыр-пула лайӑх пултарса пар. Ҫилтен-тӑвӑлтан, пӑрлӑ ҫумӑртан упра-сыхла. Сана, Ана кӗтӳҫӗ, Ана турри, ана пайӗ парса хӑваратӑп.
1034
Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах, ана, вӑйӑма пар, киле таврӑнсан хӑйма пар, пӗр кӗлет тырруна пар!
1035
Йӗтем тулли капан пар, пин пасмапа пӗрчӗ пар, упа пек хӑватӑма пар, мулкач пек ҫӑмӑллӑхӑма пар, алӑк патне кӗрӳ пар, тӗпеле кин пар.
1036
Ана, вӑйна пар: киле пире хӑйма пар, пилӗкӗм питтине пар. Ҫурлама шӑлласа пар, тӑккине, аккине пухса пар.
1037
Ана, вӑйна пар, ҫурлама шӑлла, тӑкки-таккине пуҫтар. Киле пырсан така пуҫ, хӑймаллӑ турӑх пар.
1038
Ана, вӑйна пар, киле пырсан хӑйма пар. Пилӗк-ҫурӑма тӳрлет, тӑкки-аккуна пуҫтар. Килен-каяна тӑрантса яма пар. Шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар. Кӑҫал иккӗн выртӑмӑр, калеҫҫуль виҫҫӗн вырма пар.
1039
«Ана пайӗ» текен йӑлана тунӑ чухне юлашки кӗлтене вырса пӗтерсен кашни ҫын пуҫне виҫшер тырӑ хӑмӑлӗ тӑррипех ҫӗре авса чикеҫҫӗ, авса чикнӗ чух ҫак сӑмахсене калаҫҫӗ:
Анкарти тулли капанне, йӗтем тулли кӑшӑлне, пӳлме тулли тыррине пар: пилӗк-ҫурӑма тӳрлет, ҫурлана шӑллат, аллӑм-урам вӑйне пар, киле таврӑнсан хӑйма пар.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен