Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫӗнӗ тырӑ пӑтти

 

1048

Тырӑ вырса, турттарса, ҫапса, сӑвӑрса пӗтерсен ҫакӑ ҫӑнӑхсем-тырӑсем перекетлӗ пултӑр тесе ҫӗнӗ турӑм пӑтти чӳклеҫҫӗ, вара пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ тата юсман пӗҫереҫҫӗ, вӑл ҫӳхе, сарлака япала, тата йӑвача пӗҫереҫҫӗ — вӑл вӗтӗ, мӑйӑр пек, вӗсене ҫатма ҫинче пӗҫереҫҫӗ, ҫупа пӗҫереҫҫӗ, питӗ тутлӑ тӑваҫҫӗ. Вара асӑнаҫҫӗ: ҫӗнӗ тырӑ-пулӑ йӗркипе асӑнатпӑр теҫҫӗ. Вара Турӑ амӑшне хытӑ тархаслаҫҫӗ, кӗлтӑваҫҫӗ: ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑ йӗркипе кӗлтӑватпӑр сана, ҫакӑ тырра перекетлӗ тӑвах, пулӑш пире теҫҫӗ.

1049

Ҫӗнӗ тырӑ ҫӑкӑрне малтан ҫийиччен чӳкленӗ. Ҫӗнӗ ҫӑнӑхран ҫӑкӑр пӗҫернӗ. Хӑшӗ виҫҫӗ, хӑшӗ тӑххӑр, хӑшӗ вун пиллӗк. Куна ҫыртаракансем — тӑххӑр: Турра, Турӑ Амӑшне, Пӳлӗхҫе, Пӳлӗхҫӗ Амӑшне, Перекете, Перекет Амӑшне, Ҫӗр ашшӗпе Ҫӗр амӑшне, чун ҫуратакан Турра. Малтан кӑмакана хывнӑ ҫӑкӑра Турра чӳкленӗ, иккӗмӗш хывнӑ ҫӑкӑра Турӑ Амӑшне чӳклеҫҫӗ малалла та ҫавӑн пек.

Чӳклекенӗ алӑка уҫса пӑлтӑртан картишнелле (пӑлтӑрта чӳкленӗ) пӑхса тӑнӑ. Хӑй тумтир тӑхӑннӑ, сулахай хул айне калпакне хӗстернӗ, сылтӑм аллипе ҫӑкӑр-хӑпарту тытнӑ. Ҫапла каласах чӳкленӗ:

Ҫырлах, Турӑ! Сана ҫӗнӗ хӑпартупа асӑнатӑп, витӗнетӗп. Перекетне пар! Иксӗлми тивлетне пар! Кивӗ ҫине ҫӗнӗ хывмалла пултӑр. Выҫса килекене тӑрантармалӑхне пар. Шӑнса килекене ӑшӑтса ямалӑхне пар! Панӑ ҫӗре ан иксӗт! Перекетлӗхне пар. Турӑ! Тутлӑхне пар! Аминь, ҫырлах!

Тепӗр ҫӑкӑрне ҫапла каласах Турӑ Амӑшне чӳкленӗ, унтан Пӳлӗхҫӗ, Пӳлӗхҫӗ Амӑшне тата малалла та. Малтанхине Турра чӳкленӗ ҫӑкӑра тӑхӑр татӑк туса алӑпа хуҫкаланӑ, ҫӗҫӗпе касман. Унтан сӗтел хушшине ларса ҫинӗ.

Ҫӗнӗ тырӑ сутма кайсан ҫӗнӗ тырӑ укҫипе ҫимен. Киле килнӗ чух виҫӗ-тӑватӑ кӗрепенке кулач илсе килнӗ. Ӑна ҫӗнӗ ҫӑкӑр чӳкленӗ пекех чӳкленӗ. Ҫаксене ҫыртараканӑн кулачне те ҫӑкӑр хисепӗпе тӑхӑр татӑк туса каскаланӑ. Ыттисем миҫе ҫӑкӑр чӳкленӗ, ҫавӑн чухлӗ татӑк тунӑ. Чӳклеме ҫӑкӑрне чӳкленӗ пекех чӳкленӗ, ҫав сӑмахсенех каланӑ, «ҫӗнӗ хӑпартупа» вырӑнне — «ҫӗнӗ тырӑ укҫипе илнӗ кулачпа чӳклетӗп». Вара ҫемьепе ларса ҫинӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр