Тырӑ сӑвӑрнӑ чухне калани
1045
Тырӑ ҫапса пуҫтарсан, йӗтем варрине кӑшӑл туса лартсан малтан сӑвӑр кӗреҫипе хӗвеле хирӗҫ кӑшӑл йӗри-тавра сӑтӑрса ҫаврӑннӑ та хӗвел тухӑҫнелле пӑхса каланӑ:
Кӑшӑлӑн перекетне патӑр, илнӗ ҫӗрте ан иксӗлтӗр, панӑ ҫӗрте ан палӑртӑр, ҫилӗк ҫулне патӑр, тырӑ таса пултӑр.
1046
Эй, Турӑ, перекетне пар. Йӗтеме кӗртсен йӗтем перекетне, пӳлмене кӗртсен пӳлме перекетне пар. Эй, Атте Турӑ, сана валли парне памашкӑн, патша парушӑн, ҫемьепе ӗҫсе-ҫисе савӑнма перекетне пар. Сутас суттӑм хакӗпе кайтӑр, илес тавар йӳнӗпе килтӗр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен