Ҫурла ҫыхни
1041
Тырӑ вырса пӗтерсен ана ҫине ҫурла ҫыхмалли тесе пӗр ывӑҫлӑх чалӑш тӑваткал хӑвараҫҫӗ. Ҫемьери ҫынсем пурте пӗрер кӗлте ҫине лараҫҫӗ, ватти ҫурлине чӑркаса ҫыхать. Вара ҫӑкӑр пуҫласа ҫӑкӑр сӑмсине чӑркаса ҫӗре пытарать. Ҫапла калать:
Эй, Турӑ, ҫакӑ анана ӗмӗр ҫӑкӑрлӑ ту, эпир Сана мӑн ҫӑкӑр сӑмси парӑпӑр, асӑнӑпӑр, пур ачам-пӑчампа, килӗм-йышӑмпа асӑнӑпӑр, килес ҫул тата халӑхран малтан пӗтерме пар пире, ҫырлах, Турӑ, тырӑ-пулӑ ҫуратан Турӑ, Сана халӗ мӑн ҫӑкӑр пуҫласа асӑнӑпӑр, хӗле кӗрсен ҫӗнӗ тырӑпа сӑра туса асӑнӑп.
1042
Тырӑ вырса пӗтерсен ана ҫине ҫурла ҫыхмалли тесе темиҫе пӗрчӗ сӗлӗ хӑвараҫҫӗ. Юлнӑ пӗрчӗсене кил хуҫи хӗрарӑмӗ пуҫтарать. Сылтӑм аллине ҫурла тытса ҫурла вӗҫӗпе ҫӗр чавса юлнӑ тырӑ пучахне ҫӗре пытарать. Хӑй ҫапла калать:
Ҫӗр Амӑшӗ, эсӗ те выҫӑ ан пул.
1043
(...) Уйра тырӑсене вырса пӗтернӗ чухне пӑртак вырмасӑр хӑвараҫҫӗ пӗр ҫур кӗлте пек. Вара унта кайран пуҫламан ҫӑкӑр илсе каяҫҫӗ, пуҫламан чӑкӑт, вара пур ҫемйипе лараҫҫӗ те пӗр ватти ҫавӑ вырман тыр тӑррипе пӗрле ҫӑкӑр сӑмси, пӗр татӑк чӑкӑт, ҫурла вӗҫӗпе ҫӗр чавса ҫӗре пытарать. Хӑй чӗркуҫленсе ларать, вара ҫавӑ ватӑ ҫын ҫапла кӗлтӑвать:
Ҫӗр ашшӗ, ҫӗр амӑшӗ, ҫӗрти валӗ, ҫӗр йышӗшӗн сирӗн пай, хӑвӑр кӑкӑр ҫине чиксе хӑваратӑп сирӗн пая.
Ҫапла кӗлтуса пӗтерет те, ҫемйипе ларса апат ҫиеҫҫӗ, апатне ҫисе тӑрансан вара таврӑнаҫҫӗ киле.
1044
Чӑвашсем анана вырса пӗтерсен чи юлашкинчен пӑртак тыррине вырмасӑр хӑвараҫҫӗ те пӗр ывӑҫ пек уйӑрса илсе ана варрине ҫӗр айне варса хураҫҫӗ; тата тепӗр ывӑҫ пек илсе мӗнпур ҫурлисене пӗрле пуҫтарса ҫыхаҫҫӗ. «Кӑҫал Турӑ пире капла пачӗ ӗнтӗ тата килес ҫулӗнче те ҫапла тутӑ вырса илмелле пултӑр», — тесе варса хӑвараҫҫӗ. Анана варса хумасан килес ҫулӗнче тырӑ пулмасть тесе шухӑшлаҫҫӗ, вӗсен шухӑшӗпе, анана кучченеҫ пани пулать.
Ҫурласене ҫав пӗр ывӑҫпа ҫыхни ак мӗне пӗлтерет вӗсемшӗн пулсан: «Кӑҫал ку ҫурласемпе пит аван выртӑмӑр ку тырра тата килес ҫулӗнче те ҫакӑн пек лайӑх тырӑ ҫӑмӑл вырмалла пултӑр», — тесе ҫыхса хӑвараҫҫӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен