Пилсемпе кӗлӗсем

982-мӗш кӗлӗ

Эй, ырӑ Туррӑм, ырӑ Пӳлӗхӗм, сана хуранлӑ пӑтӑпа, ӑшӑ ҫимӗҫпе асӑнатпӑр, витӗнетпер, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Эй, ырӑ Туррӑм, Сана пӗтӗм ҫемьемпе, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, ҫичӗ тӗслӗ тыррӑм-пуллӑмпа асӑнатпӑр-витӗнетпӗр, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма-пуллӑма уя кӑларса сапсассӑн тискер вӗҫен кайӑкӑнтан-кӗшӗкӗнтен, ҫил-тӑвӑлӑнтан, сивӗ ҫӑмӑрӑнтан, пӑрӑнтан Эсӗ сыхласа Эсӗ упрӑсӑнччӗ. Акнӑ тырӑ-пулӑ ҫине ӑшӑ ҫӑмӑруна ҫутарӑсӑнччӗ; сипетлӗ йӗпе сывлӑмна ӳкерӗсӗнччӗ; ӑшӑ хӗвелне пӑхтарӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме парӑсӑнччӗ. Пӳне Атӑл хӑмӑш пек, пуҫне чакан пек, ҫӑмарта хӗрли пек тутлӑхне парӑсӑнччӗ. Кӗлте ҫыхсан кӗлте перекетне парӑсӑнччӗ. Сурат тусассӑн сурат перекетне парӑсӑнччӗ. Киле кӳртсен кил перекетне парӑсӑнччӗ. Капан пӑсса авӑна хурсассӑн вут урлӑ, ырӑ Туррӑм, Эсӗ сыхласа, Эсӗ упраса каҫарӑсӑнччӗ, сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, чӳк, ҫырлаха пар. Эй, ырӑ Туррӑм, ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма-пуллӑма ҫичӗ пӳлмене хывма парӑсӑнччӗ. Пӳлмене хывсассӑн пӳлме перекетне парӑсӑнччӗ.

Иксӗлмес тивлетне парӑсӑнччӗ. Кивӗ ҫине ҫӗнӗ хума парӑсӑнччӗ. Панӑ ҫӗртен ан палӑртӑрччӗ, илне ҫӗртен ан иксӗлтӗрччӗ. Ҫынна парах тӑмалла пултӑрччӗ. Тӳпелесе парса тӳпелесе илме парӑсӑнччӗ. Сутас тыррӑна, таварна хакла сутма парӑсӑнччӗ. Илес япалӑна йӳне илме парӑсӑнччӗ. Сутма кайсан сутӑ перекетне парӑсӑнччӗ. Киле килсен кил перекетне парӑсӑнччӗ.

Мул тусассӑн мул тытмашкӑн мул перекетне парӑсӑнччӗ. Ҫӗрлесе-пинлесе мул тытма парӑсӑнччӗ. Кивӗ ҫине ҫӗнӗ хума парӑсӑнччӗ; иксӗлмес тивлетне парӑсӑнччӗ. Ҫичӗ тӗслӗ выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме ҫичӗ картана хупма парӑсӑнччӗ.

Шыва антарсассӑн пӗр вӗҫӗ картара, тепӗр вӗҫӗ вакӑра пултӑрччӗ. Ӗҫес шывӑн тӑррине парӑсӑнччӗ; ҫиес ҫимен тутлӑхне парӑсӑнччӗ. Кӗсре хыҫҫӑн тиха ертсе ҫӳреме парӑсӑнччӗ. Ӗне хыҫҫӑн пӑру ертсе ҫӳреме парӑсӑнччӗ. Сурӑх хыҫҫӑн путек ертсе ҫӳреме парӑсӑнччӗ. Ҫуллен ҫул малалла яма парӑсӑнччӗ; пӗрре ҫумне иккӗ хутӑшма парӑсӑнччӗ. Кӗтӳ хусассӑн кӗтӳре тӗрӗс-тӗкел ҫӳреме парӑсӑнччӗ; ҫӑмарта пек чӑмӑр, путене пек мӑнтӑр ҫӳремелле тӑвӑсӑнччӗ. Иксӗлмес тивлетне парӑсӑнччӗ. Ашран-пӑшран, тырӑран-пулӑран татӑлса тӑмалла тумӑсӑнччӗ. Ҫӗнӗ ҫине кивӗ ҫитсе тӑтӑрччӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр