Пилсемпе кӗлӗсем

464-мӗш кӗлӗ

Мамале — Турӑ умӗнче пурӑнаканнисенчен пӗри, ҫынна ку тӗнчере пурӑннӑ чухне хӗн параканни пулнӑ. Апла-капла кам та пулин е Турра, е ун умӗнче ҫӳрекеннисене, е тата хӑйне виҫ ҫул йӗркерен чӳк тумасӑр хӑварсан, вӑл вара ҫав килӗре вӑхӑтсӑр вилӗ кӑларнӑ. Ҫавӑнтан хӑраса пирӗн чӑваш ҫыннисем, ҫемьепе пурӑнаканскерсем, кирек хӑҫан та унтан хӑтӑлма тӑрӑшнӑ. Чӳк тӑвас пулсан виҫ ҫултан кая пӗрре те хӑварман, ҫуллен виҫҫӗмӗш ҫулӗнче туса ирттернӗ. Мамалене кирек хӑҫан та пӑтӑпа, юсмансемпе, шерпетпе чӳк тунӑ. Ӑна чӳк тунӑ чухне Турӑ ҫулне укҫа улӑхтараҫҫӗ. Мамалене чӳкленӗ чухне кирек хӑҫан та унтан ҫынна пурнӑҫ ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑнпа килти ҫынсемшӗн уйрӑм-уйрӑм чӳк тунӑ: малтан килти ҫынсенчен чи аслишӗн, тепӗр кунне ун хыҫӗнчишӗн, куллен ҫапла пуриншӗн те туса, чи ҫамрӑккипе пӗтернӗ. Кӗлтунӑ чухне малтан Турра кӗлтунӑ, унтан ыттисене те йӗркерен, чи кайран вара мамалене хайне те кӗлтунӑ, ун ятне каласа: «Сывлӑх пар», — тесе асӑннӑ. Кӗлтунӑ чухне пӗр кашӑк пыла юсман тирӗкӗ ҫине хурса, пӑлтӑра илсе тухса мамалене чӳк тусан, кайран ҫав пылне шыв ҫине ярса шерпет туса чӳкленӗ, чӳк пӑттине ҫинӗ чухне ҫав шерпетпе сыпса ҫинӗ. Турӑ ҫулне укҫа акӑ ҫапла улӑхтарнӑ: пӗр пус е авалхи икӗ пус пӑхӑр укҫана шывпа ҫуса пӗр шурӑ (таса) арҫын кивӗ кӗпинчен, ҫухи патӗнчен, таса ҫӗртен чӗрсе илсе, ҫавӑн ҫине хурса пӑлтӑра илсе тухса: «Турӑ ҫулне укҫа улӑхтаратӑп», — тесе асӑннӑ. Кайран вара вӑл укҫана куланай укҫисемпе пӗрле парса янӑ. Пӗриншӗн пӗр кун ҫапла чӳк тусан тепӗриншӗн тепӗр кун чӳк туса ирттерсе янӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр