Пилсемпе кӗлӗсем

456-мӗш кӗлӗ

Вирӗм чупма пилеш хулӑсем касмашкӑн вӑрмана каяҫҫӗ. Хӗрарӑмсем вӑл кун вирӗм ачисем валли кукӑль-ҫӑмах туса хатӗрлесе хураҫҫӗ. Тата ҫав ачасем валлиех пӗрер чӗрес сӑра пылласа лартаҫҫӗ. Пӳрте кӗнӗ чухне вӗсем юрласа кӗреҫҫӗ. Вӗсен юрри ак ҫапла: «Вирӗм, вирӗм вирила, вирила та Кирила; кӗҫӗр те вирӗм тиятпӑр, ыран та Мӑнкун тиятпӑр. Кӗҫӗр йӑва ҫиятпӑр, виҫмине яшка ҫиятпӑр. Тавай та пире сӑрине, тавай та пире сӑрине, тавай пире сахӑрне, шипкӑ та пива не надо!»

Пӳрт алӑкне уҫаҫҫӗ те пурте харӑс: «Вирӗм!» — тесе кӑшкӑрса яраҫҫӗ. Хулӑсемпе выляса пӗтерсен ялта пурӑнса вилнӗ ҫынсене хываҫҫӗ... Ӑна ак ҫапла хываҫҫӗ… Алӑк патӗнчи сак ҫине икӗ алтӑр лартаҫҫӗ; пӗрин ҫине сӑра хываҫҫӗ, теприн ҫине кукӑль, йӑва, ҫӑмарта хываҫҫӗ. Ялти аслӑ ҫын ячӗпе пӗрене ҫумне ҫурта лартаҫҫӗ тата тӗпелтен сӗтел илсе пырса лартаҫҫӗ. Сӗтел ҫине вара хывма мӗн кирлӗ, ҫавна пурне те хураҫҫӗ. Кил хуҫи хӑй пирвай хывать. Сӗтел ҫинчен пӗр кукӑльне илет те ак ҫапла каласа алтӑр тӗпне хурать: «Хамӑр ялти аслӑ ҫынсем, ак сире пӗр кукӑль, тытӑр уна, хусамӑр пӗлнӗ пек уйӑрса илӗр», — тет. Унтан сӗтел ҫинчен хуть кукӑль, хуть йӑва хуть ҫӑмарта илет те ячӗсене каласа хывать: «Ак Анчӑк Якур, Мӗтӗк старик, Ентӗршке старик, Мишутка пичи, Матер Ентӗри, Исаку, Тимухха Ентери, Танька, Ярушка, Уртеми, Микуш, Тетер старик вӑйпернийӗ, Шуҫ Якку тата Тинехпи вахтӑр, пурте ывӑнта пулччӑр!» — тет. Пӗрне-пӗрне маннӑ пулсан: «Эх, тата Утриван шушчӑка, самӑй хаяррине, ял ҫинче ҫӳрекенскерне, манса хӑварнӑ; эппин, ан ҫиллен-ха, ывӑнта пултӑр», — тесе пӗр татӑк татса пӑрахать.

«Эппин, пире чипер усрӑр, ак ҫак ачасем сирӗн авалхи йӑлапа усалсене пилеш хулӗпе хӑваласа ҫӳреҫҫӗ. Вӗсене чипер ачаллӑ-пӑчаллӑ, ывӑллӑ-хӗрлӗ ту! Ӗнтӗ чипер ӗҫсе-ҫисе кайӑр!», — тет. Кил хуҫи ҫапла хӑй хывса пӗтерсен сӗтел хушшине кӗрсе ларать те: «Ачамсем, килӗр, мучӑрсене таткаласа пӑрахӑр», — тет. Ачасем те ҫавӑн пекех пирвай апачӗпе хываҫҫӗ, унтан сӑрапа хываҫҫӗ. Ҫапла вара пурте хывса пӗтереҫҫӗ. Хывса пӗтерсен пӑртак тата сӑра ӗҫкелесе лараҫҫӗ. Тухса каяс чухне ачасем пилеш хуллисемпе пӳртри ҫынсене, тумтирсене, вырӑнсене: «Усалли, тар, ырри, кил», — тесе хӗртеҫҫӗ. Ҫапла туса пӗтерсен вирӗм ачисене пӗрер ҫӑмарта, виҫшер йӑва параҫҫӗ те вирӗм юррине юрласа тухса каяҫҫӗ. Хуҫи вара пӗрене ҫумӗнчи ҫуртана илет те кукӑль татӑкӗпе чӑркаласа алтӑр ҫине ак ҫапла каласа хурать: «Ак сире ҫурта ҫутса кайма, ан ҫухатӑр!» — тет. Унтан ик алтӑрне ик аллипе илет те тата тепри ун хыҫӗнчен пӗр курка шыв ӑсса тухать те урама юпа кутне: «Чипер ӗҫсе-ҫисе кайӑр», — тесе тӑкать. Уна йытӑ ҫисе ярсан вӑл вилнӗ ҫынсене леҫсе парать теҫҫӗ. Ачасем тепӗр ҫын патне кӗрсе каяҫҫӗ. Ун патӗнче те пирвайхи пӳртре мӗн-мӗн тунӑ, ҫавна пӗтӗмпех тӑваҫҫӗ. Ҫапла вара килтен киле хӑйсем ҫӳремелли таран так кӗрсе ҫӳреҫҫӗ. Пӗр-пӗри вӗсене кӗртмесен ӑна вара тӑшман туса пӳрт кӗтессине хулӑ вӗҫесем, йӑвасем, ҫӑмартасем чиксе хӑвараҫҫӗ. Ҫапла чиксен вӑл ҫын патне пур усал юлать те вӑл вара ӗмӗрне те ыр курса пурӑнмасть теҫҫӗ.

Хӑйсем кӗмелли килсене ҫӳресе пӗтерсен шыв хӗрне вирӗм пӑрахма каяҫҫӗ. Вирӗм пӑрахнӑ чух мӗнпур хуллине пӗр ҫӗре ҫыхаҫҫӗ, тепӗр вунӑ йӑва, виҫӗ ҫӑмарта ҫыхаҫҫӗ те: «Ялти чир-чӗр, пур усал сывлӑш ҫак хулӑсемпе, йӑвасемпе юхса кайччӑр», — теҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр