Пилсемпе кӗлӗсем

435-мӗш кӗлӗ

Малтан сӗтел ҫине пӗр витре сӑра ӑсса лартаҫҫӗ. Унтан мӗнпур хӑнисене пӗрер курка сӑра тултарса параҫҫӗ. Тепӗр аллине ҫӗнӗ тырӑран пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа тӑвар тыттараҫҫӗ. Кил хуҫи сӗтел хушшине кӗрсе ларать те калать: «Алӑк патӗнчи алпассем, сире ал валли ҫитсе-и?» Хӑнисем: «Ҫитсе, ҫитсе, сире — иккӗ, пире — пӗрре». Унтан малта ларакан хӑнисене: «Тӗпелти хурӑнсуркассисем! Сирӗн пата та ал валли ярса, ҫитсе-и?» — «Ҫитсе, ҫитсе, сире — иккӗ, пире — пӗрре!» Вара кӗлтӑвать:

Ял-йыш-пускилпе пӗрле шӑкӑлтатса ӗҫсе ҫиме, Турӑ, пулӑш. Акнӑ тырӑ хулӑн пултӑр, ҫичӗ тӗслӗ тырӑ сӗчӗпе асӑнатпӑр. Ҫур акнинчен савӑнтар, кӗр акнинчен савӑнтар. Ҫӗнӗ тырӑ-пулӑ перекетне пар. Кайран каласси малтан пулнӑ пулӗ, малтан каласси кайран пулнӑ пулӗ. Пирӗн алӑра кӗнеке ҫук. Турӑ, каҫар пире.

Хуҫи вара хӑнисемпе ларать те, панӑ сӑрисене пурте ӗҫеҫҫӗ. Пӗтерсен каллех тепрер курка тултараҫҫӗ те тепӗр хут кӗлтума тӑраҫҫӗ.

Эй, Турӑ, ҫак ял-пускилпе пуҫҫапса килес ҫул каллех сыввӑн суха патне кайма пулӑш.

Ларса ӗҫеҫҫӗ. 3-мӗш куркине тултарсан сӗтел хушшинчисем ак ҫапла каласа юрлама пуҫлаҫҫӗ:

Асран кайми аки-сухи,

Асран кайми аки-сухи,

Ӑшран-пӗр атти-апи,

Тавтапуҫах Турӑ-Пӳлӗхе

Пире ҫуратса ҫитӗнтернӗшӗн,

Ырӑ-ҫутӑ кунне кӑтартнӑшӑн.

Эпир ӗҫсе ларатпӑр,

Эпир ӗҫсе ларнӑ вырӑна

Сӗт кӳлли тулса ларинччӗ...

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр