Пилсемпе кӗлӗсем

436-мӗш кӗлӗ

Кӗлӗ хыҫҫӑн пурте алӑк патнелле тайӑлаҫҫӗ. Апӑс калать: «Камра курка пур — ӗҫӗр». Ӗҫеҫҫӗ. Хуҫа карчӑкӗ: «Чӳкленӗ сӑрипе ватӑсене хисеп тӑвар, пуҫҫапар», — тет. Кӗлтӑвакана, хуҫана, хуҫа карчӑкне, ытти ватӑсене кӗрекене лартаҫҫӗ, пӳртри ҫынсем пурте пуҫҫапса лараҫҫӗ. Хӗрарӑмсем кӑмака умне чӗркуҫҫи ҫине лараҫҫӗ. Хуҫа карчӑкӗ: «Кинсем, юрлӑр!» — тет. Ҫамрӑк арӑмсем юрӑ юрлаҫҫӗ. Куркисене ӗҫсе яраҫҫӗ те: «Ачасем, тӑрӑр ӗнтӗ», — теҫҫӗ. «Рехмет сире, ҫемҫе чӗлхӗрсене», — теҫҫӗ.

Унтан вара виҫшер курка ӗҫеҫҫӗ. Ватти аллине курка тытать те ура ҫине тӑрать: «Ачасем, тӑрӑр! — тет. — Турра асӑнтӑмӑр, ҫӗрти патша сывлӑхне асӑнар», — тет. Пурте тӑраҫҫӗ. Ватти арҫынсене калать: «Хуҫа ятлӑ курка туса ярас тет. Эсир хапӑл-и?» - «Хапӑл, хапӑл, кӗтни ҫавӑ!» Унтан арӑмсене: «Хурӑнсаркассисем! Эсир хапӑл-и?» Унтан патшана асӑнса кӗлтӑвать; «Ырӑ патша вырӑнлӑ пултӑр, вӑрҫинчен-тулашӗнчен, Турӑ, Эсӗ сыхла, Эс упра, касас хӗҫӗнчен, перес пӑшалӗнчен, Турӑ, Эсӗ сыхла, Эс упра», — тет те ларать. Пурте лараҫҫӗ. Ватти хуҫана тав тӑвать. Хуҫа ун ҫумне ура ҫине тӑрать. Чӳклекен мӑчавӑр калать: «Хуҫа, тав сана ташлама курки! Кӑна ӗҫекен — путене, ӗҫейменни — карӑш. Кам та кам калама пӗлменнине ҫиччӗ е пиллӗк ӗҫтермелле! Ӗҫес умӗн каламалли сӑмахсем:

Ҫӳлте Турӑ, ҫутӑ ҫанталӑк унӑн; ҫӗрте патша, хура халӑх унӑн; ҫак килте хуҫа, хӑна-вӗрле унӑн.

Ҫара ҫунана хурамаллаччен хурамалламасӑрах пултӑр, тӗшмӗшлениччен тӗшмӗшленмесӗрех пултӑр, шӑнк! Ӗҫ те шӑнк! ларт, Шӑнкӑрчӑ тус каларӑшле.

Вара ҫав ташлама куркине мӗнпур ҫынна ҫак сӑмахсене палӑртса ӗҫтереҫҫӗ. Кам тӗрӗс калаканнине пӗр курка анчах ӗҫтереҫҫӗ, кала пӗлменнине — виҫҫӗ.

Ташлама куркине ӗҫтерсе ҫаврӑнсан хуҫа юлашкинчен каллех кӗлӗ калать:

Ҫырлах, аминь, Турӑ. Кӗсре ҫумне тиха ерт, ӗне ҫумне пӑру ерт, урай тулли путек-сурӑх пултӑр, сакӑ тулли ача-пӑча пултӑр, алӑк патне кӗрӳ пултӑр, тӗпеле кин пултӑр. Ҫырлах, аминь.

Кӗрхи чӳклемен хӑватсемпе ватӑсене халалланӑ пайӗ пӗтсен кӗр сӑрин хаваслӑ-шӳтлӗ пайӗ пуҫланнӑ.

Малалли ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗлӗ сахал, шӳтлӗ сӑмах, ташӑ-юрӑ ытларах пулать. Кӑшт вӑхӑтран Тур Амӑш курки хыҫҫӑн хуҫа ятлӑ куркасемпе (ташлама, чашлама куркисемпе) сӑйлама пуҫлать.

Малтан, Д.Месарош ҫырнӑ тӑрӑх, хуҫа тав туса ташлама куркине ӗҫтерсе тухать. Курка панӑ чухне ҫапла калать:

— Тав сана, ташлама, хуҫа янӑ ятлӑ курка, ҫӳлте Турӑ, ҫӗрте патша, ут туртайми урпа, ар ҫӗклейми хӑмла, кӑна ӗҫекен — путене, ӗҫейменни — карӑш, кӑна ӗҫеймесен, савнинчен уйрӑлса выртмалла.

Ӗҫкӗ тӳрех шӑв-шава куҫмасть. Ятлӑ курка Тур Амӑшӗнчен пуҫласа майӗпен «анса» пырать.

Ташлама курки хыҫӗнчен хушламине тӑваҫҫӗ. Хушламине тунӑ чухне пӗтӗм халӑх тухӑҫалла (мал еннелле) пӑхса тӑрать, мӑчавӑр кӗскен кӗлӗ тума тытӑнать. Унӑн кӗлли ҫапла:

Эй, Турӑ, асӑнатӑп, витӗнетӗп, тутлӑ чӗлхепе, тайлӑк пуҫӑмпа пуҫҫапатӑп, карта тулли выльӑх-чӗрлӗх, пӗтӗм ҫурт тулли ача-пӑча пар, Турӑ. Хир-хир тулли тырӑ-пулӑ лайӑх пултӑр. Анкарти тулли тырӑ кӳртме пар, Турӑ. Пӗтӗм ҫӗр ҫннчи тырӑ-пулӑ лайӑх пултӑр, ку кӗлтуни — Хусланӑн кӗлли.

Малалли чук сӑмахӗсенче тус-тӑвансен ячӗсем, кама та пулин тав туса ӗҫнӗ чухне пайӑр юлташа ырлани час-часах тӗл пулать.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр