Пилсемпе кӗлӗсем

325-мӗш кӗлӗ

Чӳк тума пуҫличчен ваттисем ачасене ҫапла каланӑ:

— Акӑ, ачасем, эсир халӗ пирӗнтен юласскерсем, чӳк таврашӗнче лайӑх, йӑвашшӑн ҫӳрӗр, чӳк вучӗ вырӑнне ан пусӑр, унта пусакан тепӗр ҫулччен хӑй пуснӑ вӑхӑт ҫитсен типсе-хӑрса вилет, йаваш, тӳлек ҫӳремесен чӳк ҫырлахмасть.

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, сана вӑкӑрпа чӳклетпӗр, хӑвна юрӑхлӑ выльӑхна хапӑл ил! Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах.

Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ан пӑрахах, сана кӗлтӑватпӑр, витӗнетпӗр, сана вӑкӑрпа тав туса витӗнетпӗр. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрахах, Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ан пӑрахах, усал-тӗселе ан парах, чир-чӗре аяккалла сирсе ярах, выльӑх- чӗрлӗхе тӗрӗс-тӗкел тӑрат, ача-пӑчана тӗрӗс-тӗкел пӑхса тӑр. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ан пӑрахах.

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, ҫил ҫуначӗ, ан пӑрахах, тырра-пулла ҫил-тӑвӑлпа ҫаптарса-ҫӗмӗрсе кайма ан парах. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрахах, Сана эпир хурпала, такапала чӳклетпӗр. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, Сана пуҫҫапатпӑр-витӗнетпӗр, Сана, ҫумӑр паракан Ҫил амӑшне, хурпала чӳклетпӗр. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах. Эсӗ пире хӗн ан пар, ҫилпеле пӗрле тӗрлӗ усал чир таврашне илсе килсе вӗлерсе ан пӗтер, Сана эпир хурпа чӳклетпӗр, акӑ Сана хур ҫунатне паратпӑр, ку хур ҫуначӗпеле Ху чир-чӗре аяккалла илсе кай, ҫак хур ҫуначӗпеле мӗнле вӗҫсе ҫӳрет, ҫавӑн пекех пире тивес ҫил-тӑвӑл та пирӗн урлӑ вӗҫсе иртсе кайтӑр.

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, Сана хурпа, хур ҫуначӗ парса Сана пуҫҫапатпӑр. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах. Эс пире кунтан малашне тепӗр ҫак вӑхӑтчен тӗрлӗ чир-чӗрпе, тӗрлӗ ҫил-тӑвӑлпа асаплантарса-выҫӑхтарса ан аптӑрат.

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах. Ҫил амӑшӗ, ан пӑрахах. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрахах. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, Пихампар, йыттусене чарах, выльӑх-чӗрлӗхе ватма ан парах, Сана пӗр кӑвакалпа чӳклетпӗр, Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, Сана эпир кӑвакал паратпӑр, йыттусем, ҫак кӑвакал мӗнле чӑмса ҫӳрет, ҫавӑн пекех пирӗн выльӑхсене тивмесӗр иртсе кайччӑр.

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, Сана эпир кӑвакал паратпӑр, Эсӗ те пирӗн пата пырас йыттуна пирӗн ҫул ҫинчен, кӑвакал шывра чӑмса ҫӳренӗ пек, пирӗн ҫул ҫинчен чӑмтарса яр.

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрахах. Ҫил Амӑшӗ, ан пӑрахах.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр