Пилсемпе кӗлӗсем

297-мӗш кӗлӗ

Ҫимӗке чӑвашсем Мункун иртсен ҫичӗ эрнерен, кӗҫнерни кун, тӑватчӗҫ, Ҫимӗк кун ирхиие, тул ҫутӑличченех, хӗрсем вӑрмана кайса темиҫе тӗрлӗ курӑк татса килетчӗҫ те мулча хутатчӗҫ, татса пуҫтарнӑ курӑка чукунпа пӗҫеретчӗҫ, мулчара вара ҫав шывпа ҫӑвӑнатчӗҫ, пӑртак ӗҫетчӗҫ. Ҫимӗк мулчине кӗме тул ҫутӑлсанах тӑратса илсе каятчӗҫ, унта пире курӑк шывӗпе ҫӑватчӗҫ, ӗҫме те паратчӗҫ. Мулчаран тухсан пурте шур пиртен ҫӗленӗ ҫӗнӗ кӗпесем тӑхӑнаттӑмӑр.

Кӑнтӑрла ҫитсен вилнисене хыватчӗҫ. Вӗсене Мункун чухнехи пекех хыватчӗҫ, алӑк патне ҫурта анчах лартмастчӗҫ. Хӗвел каҫ еннелле сулӑнсан вилнисене асӑнма ҫӑва ҫине каятчӗҫ. Ҫемьере ҫын вилсен ӑна асӑнма ҫӑва ҫине виҫӗ Ҫимӗкре каятчӗҫ, виҫӗ ҫултан вара кайма пӑрахатчӗҫ. Ҫӑва ҫине кайнине «Ҫимӗке каяс» тетчӗҫ. Ҫимӗк кунӗ унта халӑх пасар пек нумай пухӑнатчӗ. Пурте лайӑх тумсем тӑхӑнса шор лашапа, шӑнкӑравпа пыратчӗҫ. Виле тӑпри ҫине кӗҫҫе саратчӗҫ, унта сӑра, эрех кӑларса лартатчӗҫ, ҫӑмарта, ҫуллӑ пӑтӑ, пыл, икерчӗсем, кулачӑсем кӑларса хуратчӗҫ. Ҫимӗке пынисем тупӑк тӑпри тавра ларса вилнӗ тӑванне асӑнса хыватчӗҫ, хӑйсем те ӗҫетчӗҫ, ҫиетчӗҫ, ҫынсене те ӗҫтерсе ҫитеретчӗҫ.

Мӑн Ҫырма ялӗнче Ҫимӗк чух тата Сӗрен тӑватчӗҫ. Ҫамрӑксем (каччӑсемпе хӗрсем) хӗвел ансанах пӗрле пухӑнатчӗҫ те килтен киле юрласа шӑпӑр каласа ташласа ҫӳретчӗҫ. Кил хуҫисем вӗсене кӳртсе сӑра ӗҫтерсе яратчӗҫ, икӗ ҫӑмарта, пӗр кулачӑ паратчӗҫ. Ачасем сӑвӑ каласа юрлатчӗҫ «Ик ҫӑмарта, пӗр кулач» тесе. Тул ҫутӑлсан вӗсем ялтан тухатчӗҫ те таса ҫӗрте Турра ҫӑмартапа, кулачӑпа чӳклетчӗҫ. Чӳклесе пама вӗсем патне пӗр ватӑ ҫын тухатчӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр