284-мӗш кӗлӗ
Упи каҫман ҫырминчен эпир каҫса килтӗмӗр,
Упи тухман вӑрманчен эпир тухса килтӗмӗр,
— Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха:
Ҫӳл пӑлтӑрта вир пӑтти — ҫиейресчӗ ҫупала...
— Йытӑ кулли пултӑрах, йытӑ кулли пултӑрах.
— Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха:
Хӗвел анать, каҫ пулать, выляйрасчӗ хӗрпеле...
— Кӗтни харам пултӑрах, кӗтни харам пултӑрах.
— Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха:
Ашшӗ хаяр тееҫҫӗ, ашшӗ хаяр тееҫҫӗ...
— Алтӑр тӗпӗ сыв пултӑр, алтӑр тӗпӗ сыв пултӑр.
— Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха:
Амӑш хаяр тееҫҫӗ, амӑш хаяр тееҫҫӗ...
— Курка тӗпӗ сыв пултӑр, курка тӗпӗ сыв пултӑр.
— Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха:
Инкӗш хаяр тееҫҫӗ, инкӗш хаяр тееҫҫӗ...
— Енчӗк тӗпӗ сыв пултӑр, енчӗк тӗпӗ сыв пултӑр.
— Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха...
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен