Пилсемпе кӗлӗсем

277-мӗш кӗлӗ

Чӑвашсем Сӗрен тӑваҫҫӗ. Вӑл Мункун пулать тенӗ чух тапранать. Вара шӑмат кунне халӑх пӗр ҫын патне пухӑнать. Унта ваттисем тӗрлӗрен ӗҫлӗ ҫын уйӑраҫҫӗ: касак, улпут, касначай. Тата унта ачасем те пуҫтарнаҫҫӗ темӗн чул нуммай. Вара касак ачасенчен ыйтать: «Сирӗн хӑнкӑла йӗнни пур-и?» Ачасем пурте шанкӑран «хӑнкӑла йӗнни» туса пыраҫҫӗ. Ӗҫлӗ ҫынсем ачасенчен ыйтаҫҫӗ: «Хӑнкӑла пур-и йӗннисенче?» — теҫҫӗ. Ачасем хӑнкӑласем чикнӗ йӗпписем ҫине кӑтартаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра ваттисем сӗтел хушшинче сӑра ӗҫсе лараҫҫӗ. Унтан виҫ ҫавра юрӑ юрлаҫҫӗ. Тата ваттисем ачасене вӑт ҫапла кӑшкӑрма хушаҫҫӗ; «Сӗрен!» тата тепре: «Хӑнкӑла!» тесе кӑшкӑраҫҫӗ. «Хӑнкӑлана хӑнкӑла ҫиет, таракана таракан ҫиет», — теҫҫӗ ачисем. Унтан шӑпӑр калаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ.

Касакӑн аллинче улӑмран тунӑ нухайкка пур, ҫав нухайккапа кил хуҫисене виҫшер ҫапать, ӑна вӑл чир-чӗр кайтӑр тесе ҫапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуҫҫапаҫҫӗ кил хуҫине: «Каҫар», — тесе.

Ачисем вара кашни пӳртрен ҫу, ҫӑмарта, кӗрпе пуҫтарса ҫӳреҫҫӗ. Ваттисем хушнӑ тӑрӑх, ялӗпех ҫапла ҫӳресе пӗтереҫҫӗ. Ваттисем кашни пӳртре сӗтел хушшинче лараҫҫӗ. Вара ҫав каҫах ял тулашӗнчи ҫырмана кайса пуҫтарнӑ кӗрпепе пӑтӑ пӗҫерсе ҫияҫҫӗ пурте.

Ҫамрӑк ачасем пухӑнаҫҫӗ те килӗрен киле кӗрсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен ушкӑнӗнче пӗри асли пулать, ӑна Хӑрпан теҫҫӗ. Хӑрпанӗ вара кашни киле кӗрсен ҫапла такмакласа калать:

Эй, хуҫасем, мӗн паратӑр? Кӗренке ҫурӑ тапак, витре ҫурӑ кӑмӑс, ҫавра ҫурӑ чӑкӑт, теҫетке ҫурӑ ҫӑмарта! Ӑна памасан Сире сӑвап пулмӗ, кил-ҫуртӑра Хӗрт-сурт юлмӗ!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр