247-мӗш кӗлӗ
Ҫак ҫурт тӗлӗшпе, калӑм тӗлӗшне чӳклетпӗр. Пур кил-йыша, Турӑ, ырлӑх-сывлӑх пар. Усалтан-тӗселтен, Турӑ, хӑвах сыхла. Вут-кӑвартан, инкек-синкекрен Эс сыхла. Хамӑртан ытла пулнӑ пулсан, Турӑ, каҫар. Ҫынсен сӑмахне, ял-йыш сӑмахне, Турӑ, Эс сирсе яр пирӗн ҫинчен.
Мӑнкун ячӗпе, ҫул ҫаврӑнӑҫӗпе. Мӑнкун ячӗпе, Калӑм ячӗпе Турра асӑнатпӑр, кӗлтӑватпӑр. Пиҫнӗ ҫимӗҫпе, Юман (хуҫа ятне калаҫҫӗ) ячӗпе. Ырлӑх-сывлӑх пар, ҫуралнӑ чуна канлӗх пар.
Ӑҫта пулсан та, ӑҫта ҫӳресен те Эс сыхла. Ҫил-тӑвӑлтан, вут-кӑвартан сыхла пире. Ял ҫине тухсан кирлӗ маррине ан калаҫтар пире, кирлине кӑна калаҫтар.
Атте! (кам ятне асӑнать, ҫавӑн Ячӗпе ҫурта ҫутать) сан умӑнта пултӑр, ак сан ятна ҫурта ҫутатпӑр. Пехил ту, хӗн-асап ан пар, вӑхӑтлӑ килсе вӑхӑтлӑ кай. Тата ак ҫимӗк ҫитет, унта ҫӑмарта хӑпартса пӗҫерсе хывӑпӑр, унччен кӗт.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен