Пилсемпе кӗлӗсем

Аслӑ кӗлӗ (киремете) калани

 

217

Юмӑҫ карчӑк каларӑшпе тасаран чӳклетпӗр, ҫын сӑмах-юмах хыҫҫӑн ан кай, пирӗн ҫыншӑн вӑй ҫук, хамӑра тивӗҫлине хамӑр тӑватпӑр. Ҫӗрсӗр-шывсӑр, ҫуртсӑр-йӗрсӗр ҫын мар, харпӑр хӑйӗнне кирек епле туса тытчӑр.

Тата пирӗн тӑвас тӑшмана ӗмӗтленнӗ ӗмӗт(н)е ан ҫитер, шухӑшланӑ шухӑшне ан ҫитер, тытам-папам ӑшне хӑр пар, ҫырлах! Пире вутран-кӑвартан, шывран-шуртан, вӑрӑран-хурахран, кайӑкран-хуҫаран хӑтарса тӑр, ҫырлах!

Сана, Аслӑ кӗлӗ, килӗшпе, ачам-пӑчампа пуҫҫапатӑп, пирӗн тӑват тӗпренчӗк татӑк анчах, чипер усра, ҫӑмӑллӑх пар. Ӗҫленӗ ӗҫе ӳсӗнтерсе пыр, чиртен-чӗртен хӑтар, усал аллине ан пар, ҫырлах! Ҫула-йӗре кайсан чипер ҫӳресе килме пар, утнӑ утӑм вырӑнлӑ пултӑр, тӑнӑ ҫӗр тӗме пултӑр, калаҫнӑ сӑмах вырӑнлӑ пултӑр, ялта ятлӑ ҫын пулма пар. Ҫырлах, Аслӑ кӗлӗ, ҫырлах! Сана тата виҫлӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн ҫак сӑрапа асӑнатпӑр, пӗр вӗҫ вакра, тепӗр вӗҫ картара пултӑр, пӗрререн пине ҫиттер; виҫлӗ выльӑх-чӗрлӗхе виҫӗ карта тултарма пар, тӗкӗнчен-ҫӳҫӗнчен, шӑкӗнчен-пӑхӗнчен савӑнтар, сӗмӗлле, ҫырлах, Питтури кӗлӗ. Ҫырлах-ха, эппин, Аслӑ кӗлӗ, тата ҫич тӗслӗ тырра ҫичӗ кӗлет тултарма пар, кучӗ хӑмӑш пек пултӑр, тӑрри пӑрҫа пек пултӑр. Пура тулли тӑтӑр, илнӗ ҫӗртен ан иксӗлтӗр, панӑ ҫӗртен ан палӑртӑр, пӗр пӗрчӗ вырӑнне пин пӗрчӗ хутшӑнтӑр. Ана-йӑранчен савӑнтар, Ҫырлах, Аслӑ кӗлӗ.

218

Ҫырлах, Мӑн Киремет, эпир Сана хисеплетпӗр. Ҫакӑн чухлӗ хатӗрпеле ҫырлах пирӗншӗн. Инче киремет, Чӗке ту киремечӗ, ҫӑл пури киремечӗ, Хончи киремечӗ, пӳл-урата киремечӗ, Сар хурӑн киремечӗ, вӗт юман киремечӗ, ҫап-карта киремечӗ, кур ту киремечӗ, Йӗрӗх ҫырми киремечӗ, Ийе ҫырми киремечӗ, ҫырлах. Эпир Сана асӑнатпӑр, халех ан тыт, вӗремпе тата малалла асӑнӑпӑр.

219

Сана пуҫҫапса витӗнетпӗр, ҫырлах, Ана турри, Киремет, ачам-пӑчампа, килӗш чунпа, ҫырлах. Пире чипер усра, упра, лайӑх пӑхса таса усра, ҫырлах. Сана пӗр хуран пӑтӑ пӗҫерсе тыр-пулпа асӑнса пуҫҫапса витӗнетпӗр, ҫырлах. Иртсе ҫӳретпӗр пуль, выльӑхсем кӗрсе ҫӳреҫҫӗ пуль, каҫар пире, ҫырлах, ан ҫиллен. Каҫар, тӗксе ан яр, ҫырлах. Ак сана хур паратпӑр, мӗн вӑй ҫитнипеле анчах.

220

Эй, пӗсмӗлле, ырӑ киреметсем, ан пӑрахӑр. Ҫырлаха хурӑр! Сире хӑпарту, юсман пӑтти чӳклеп. Сывлӑх парӑр! Ырлӑх парӑр! Килӗм-ҫуртӑма, ачам-пӑчамсене те, чӳк, ҫырлах! Аминь.

221

Сана пуҫҫапса витӗнетпӗр, ҫырлах, Ана Турри, Киремет, ачам-пӑчампа, килӗш-чунпа ҫырлах! Сана пӗр хуран пӑтӑ пӗҫерсе, тыр-пулпа асӑнса пуҫҫапса витӗнетпӗр, ҫырлах, иртсе ҫӳретпӗр пулӗ, выльӑхсем пирӗн ҫӳреҫҫӗ пулӗ, каҫар пире, ҫырлах, ан ҫиллен, каҫар, тӗксе ан яр, ҫырлах!

222

Эй, Аслӑ Киремет! Пилӗк хырти киремет! Чулкаҫри ҫӗн киремет, вӑтам киремет! Униче картинчи кӗҫӗн киремет! Ҫырлах пире! Хӗн-хуртан, чиртен те сыват пире! Сана хамӑрӑн юрӑхсӑр ӗҫсемпе ҫиллентертӗмӗр. Каҫар пире! Хӑвӑнтан кӗҫӗннисене кирек ӑҫта пулсан та пирӗнтен шырама ирӗк ан парах! Сана эпир хамӑрӑн акса тунӑ пӑри пӑттипе сивӗ ҫу кӳллентерсех чӳклетпӗр, каҫар!

223

Эй, пӗсмӗлле. Ырӑ Киремет. Ан пӑрахӑр, ҫырлахӑр. Утмӑл ҫухрӑм вӑрман урлӑ, ҫитмӗл ҫухрӑм ҫеҫен хир урлӑ шурӑ лаша илсе килсе. Ана ҫичӗ уйӑх утӑ, сӗлӗ ҫитерсе, мӑнтӑрлатса, хатӗрлесе. Паянхи кун сире хисеплесе асӑнса пусса пӗҫеретпӗр. Эпир сире манмарӑмӑр. Шурӑ лаша ашӗпе чӳклешер. Сывлӑх парӑр пире пурне те. Кил-ҫурт тулли выльӑх пулма, пӳрт тулли йыш пулма. Ҫак вӑрман пек аслӑ пулма. Пӳлме тулли тырӑ пулма. Ырлӑх парӑр, ҫырлахӑр. Эй, ырӑ аттесем, киреметсем, йышӑнӑр. Пилленипе ҫитрӗ пуль. Ытлашшине каҫарӑр, ҫитменнине ҫитерӗр. Чӳк тума килнӗ халӑха пурне те телей кӳрӗр пурнӑҫра. Аминь пултӑр.

224

Эй, Аслӑ Киремет! Паян хура халӑхпа пуҫтарӑнса, эс ҫитӗнтернӗ тыр-пултан ӗҫмелли-ҫимелли хатӗрлесе, сана хисеплесе тата ырӑ сунса чӳклеме шутларӑмӑр.

Эй, Аслӑ Киремет! Малтанах йышӑнсамӑр пирӗн кучченеҫсене.

Эй, Аслӑ Киремет! Хура халӑхӑн кил картинче кайӑк-кӗшӗк ан татӑлтӑр. Эй, Аслӑ Киремет! Ҫак хура халӑхӑн сӗтелӗ ҫинчен сӗт-ҫу ан татӑлтӑрччӗ.

Эй, Аслӑ Киремет! Пиртен парне сурпанпа пит шӑлли йышӑнсамччӗ.

Эй, Аслӑ Киремет! Ҫак хура халӑхӑн сӗтелӗ ҫинчен нихҫан та ҫӑкӑр-тӑвар ан татӑлтӑрччӗ.

Эй, Аслӑ ырӑ Киремет! Ҫак хура халӑх укҫа-тенкӗ енчен яланах ҫителӗклӗ пултӑрччӗ.

Эй, Аслӑ Киремет! Ҫав хура халӑхпа уй-хире виҫӗ тӗрлӗ тыр-пул акса хӑвартӑмӑр. Ҫав тыр-пула шӑтса тухма ӑшшине, нӳрӗкне парсамччӗ. Шӑтса тухсан ешерсе ҫитӗнме ҫӑралӑхне парсамччӗ. Хӑмӑлӗсем хӑмӑш пек, пӗрчи пӑрҫа пек шултра пултӑр, пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ шӑтса тухтӑрччӗ. Эй, ҫырлахсам, Аслӑ Киремет! Тата ҫав тыр-пула ҫитӗнсе ҫитсен вут-кӑвартан, аҫа-ҫиҫӗмрен, ҫил-тӑвӑлсенчен, пӑрлӑ ҫумӑрсенчен, ирхи тӑмсенчен, кӑнтӑрлахи шӑрӑхсенчен, усалсенчен, арлансенчен, шӑшисенчен сыхласа тӑрсамччӗ.

Эй, Аслӑ Киремет! Тата ҫав тыр-пула пиҫсе ҫитсен пуҫтарса илме ҫак хура халӑха алӑ-ура суранӗсенчен, ытти чирсенчен сыхласа усрасамччӗ.

Аслӑ Киремет! Тыр-пула ҫӗмеле хывма перекетлӗхне парсамччӗ, ҫемелтен капана хывма перекетлӗхне парсамччӗ, капантан кӗлте кӗртме перекетлӗхне парсамччӗ. Тата кӗр мӑнтӑрӗпе пыл-сӑра, кӑвас тума перекетлӗхне парсамччӗ. Ҫав пыл-сӑрапа, кӑваспа ҫамрӑксен мӑшӑрланмалла пултӑр, тепӗр ҫул ҫак чӳклемене мӑшӑрпа килмелле пултӑр.

Эй, тахҫанах ҫӗре кӗнӗ ырӑ асаттесем, асаннесем, хурӑнташсем, тӑвансем, ҫырлахӑр, ан пӑрахӑр! Пирӗнпе пӗрле ҫак чӳклемене ӗҫсе-ҫиме килӗр. Чӳклемерен чӳклемеччен ырлӑхпа сывлӑх хушшинче пурӑнмалла пултӑр. Турат ҫумне турат хушмалла пултӑр, мул ҫумне мул хушмалла пултӑр. Йӳҫӗ ӗҫсе тутлӑ калаҫмалла пултӑр. Ҫичӗ тӗрлӗ тыр-пула виҫӗ кӗлетре тытмалла пултӑр, виҫӗ тӗрлӗ выльӑха-чӗрлӗхе виҫӗ картара тытмалла пултӑр. Панӑ тырӑ ан палӑртӑр, илнӗ тырӑ ан иксӗлтӗр. Арман чулӗ витӗр тухнӑ кӗрпе-ҫӑнӑх перекетлӗ пултӑр. Ҫамрӑк мӑшӑрсен кашнинчех ача-пӑчаллӑ пулмалла пултӑр: сак тӑрӑх сакӑр ывӑл чуптӑр, урай тӑрӑх ултӑ хӗр ҫӳретӗр. Тӗпел кукрине кин кӗртмелле пултӑр, алӑк умӗнче кӗрӳ кӗтсе илмелле пултӑр. Ҫитес ҫул ҫак чӳклемене ывӑлпа-кинпе, хӗрпе-кӗрӳпе килмелле пултӑр. Ҫырлахсам, Аслӑ Киремет! Ытлашшине каҫар, ҫитменнине ҫитер. Ҫак хура халӑха ырлӑх-сывлӑх парсам, Аслӑ Киремет! Тайма пуҫӑм сана, ҫырлахсам, хура халӑха ҫӑмӑллӑх парсам, Аслӑ Киремет!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр