Пилсемпе кӗлӗсем

Киремете кӗлленисем

«Киремет» сӑмах темиҫе пӗлтерӗшлӗ. Ҫирӗпленнӗ пӗлтерӗшӗсем иккӗ: 1) Киремет — Мӑн Туррӑн аслӑ ывӑлӗ. Ашшӗне итлеменшӗн ӑна ҫӗр ҫине пӑрахнӑ та хаяр турӑ пулса кайнӑ. Турӑ хушнисене ҫӗр ҫинче пурнӑҫласа тӑрать. Хӑйне хисепленине, чӳкленине юратать. 2) Киремет — турӑсемпе калаҫмалли, чӳклемелли таса вырӑн. Киреметре йывӑҫ, ҫӳллӗ вырӑн, керем ҫурчӗ, ҫӑлкуҫ, вучах пулмалла.

Киремет вырӑнӗсем виҫӗ тӗрлӗ: аслӑ киремет — йышлӑ халӑхпа пысӑк кӗлӗсем тумалли вырӑн; вӑта киремет — ял-ял халӑхӗпе пухӑнмалли; кӗҫӗн киремет — уйрӑм ялӑн е пысӑк урамӑн киремечӗ е тӳр киллийӗ. Кӗҫӗнрех киреметсем хӑйсен ямахатӗнчи Аслӑ киремете пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Аякри ҫӗрсенчи кивӗ киреметсем хӑйсен ҫак ямахатӗнчех шутланнӑ, унта ҫулталӑкра пӗрре ҫитсе килнӗ.

Урӑх вырӑна куҫса кайсан та чӑвашсем малтанхи ял вырӑнне (кивӗ киремете) манӑҫа хӑварман. Халапсемпе кӗлӗсенче Ҫӗпӗрти чӑваш киремечӗсен ячӗсем упранса юлнӑ. Кемӗр облаҫӗнчи Тала тата Терӗш киремечӗсем, Тюмень облаҫӗнче Тӗмен (Тюмень) тата аслӑ Тӗмен (Товольск) кӗллисем (Ашм., XIII, 282) пулнӑ.

Ырӑ киреметсенчен инҫе мар пӗр-пӗр чӑтлӑх, ушах ҫырма-ҫатраллӑ вырӑнта эсремет (хаяр киремет) пулать. Унта тухатмӑшсем сулусемпе ылхансене ҫын курман чухне тӗттӗм вӑхӑтра вӑрттӑн ирттернӗ.

Чӳк киремечӗсен йӑлисемпе йӗркисем кӑткӑс. Кашни чӳкӗн хӑйӗн ҫирӗпленнӗ инемӗ тата мешехи пур. Вӗсене мӑчавӑрсем тытса пынӑ, вӗсемех кӗлӗ-сӑрман каланӑ.

Ку сыпӑкра Киремет турра тата киремет картине хӑйне харкаммӑн е кил-йышпа каланӑ кӗлӗсен тӗслӗхӗсене панӑ.

 

212

Мӑн киремет, ҫырлах! Мӑн киремет амӑш, ҫырлах! Мӑн киремет умӗнчи, ҫырлах! Мӑн киремет пӳлӗхҫи, ҫырлах! Мӑн киремет пучи, ҫырлах! Мӑн киремет хаяр, ҫырлах! Мӑн киремет типери, ҫырлах! Сенкере ан пар. Типшар ан пар! Хӗн-хурлӑх ан пар! Чир-чӗр ан пар! Чипер усра! Выляса-кулса вылямашкӑн пар! Чӳк, ҫырлах!

213

Кил-йыш чунӑмпа, ачам-пӑчампа, ҫичӗ тӗслӗ тыррӑм-пуллӑмпа, виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе! Усал ан ту, ҫырлах! Усала аякка сир, ырра хирӗҫ ту! Ҫырлах пирӗншӗн! Сана паратӑп кӗмӗл нухрат, ҫырлах! Шывран-шуртан, вутран-кӑвартан ҫырлах! Килес инкекрен ҫӑл, усал ан ту!

Ҫут кӳлте выртан Ырӑ, ҫырлах! Сӗт пек, шыв пек тасат! Ҫырлах! Сана ҫӑмӑл пултӑр!

Ҫырлах, Пихампар! Сана паратӑп юсман, шерпет. Усал ан ту! Хӑвӑн йыттусене чар, ирӗке ан яр! Ҫырлах!

Кепери выртакан Турӑ, ҫырлах! Усал ан ту! Урхамах лаша Сана паратӑп. Ҫырлах!

214

Эй, Сӗмӗле, Киремет ашшӗ, ҫырлах!

Сана асӑнатпӑр, Сана витӗнетпӗр, Сана пуҫҫапатпӑр, ҫырлах. Сана ҫитмӗл те ҫичӗ тӗслӗ тырӑпа пуҫҫапатпӑр, пӗрер вӑкӑр паратпӑр, пӗр пӑтавкка юсман паратпӑр! Ҫырлах, ан ҫиллен, хӗн кӑтартса ан усра. Мӗн панине ӗҫ те ҫи, урӑх нимӗн те памалли ҫук, ҫырлах.

Сана асӑнатпӑр, Сана витӗнетпӗр, ачӑ-пӑчӑна чар, вӗсем те пире ан асаплантарччӑр. Мӗн панинчен вӗсене те валеҫсе пар.

Сырлан киремечӗ, Хуракӗсрери киремет, Саланчӑкри киремет, Тӑлӑп ӑшӗнчи киремет, пурӑр та ҫырлахӑр, пиртен урӑх ан ыйтӑр. Кама мӗн кирлине аҫӑвӑртан ыйтӑр, эпир ӑна сирӗн тӳпӗре патӑмӑр.

Эй, Сӗмӗле, ҫырлах, Сана асӑнатпӑр, Сана витӗнетпӗр, тепӗр ҫак вӑхӑтчен пиртен урӑх ан ыйт ӗнтӗ, мӗн панипе ҫитӗ.

215

Эй, пӗсмӗлле, Киремет, ҫырлах, Сана пӗтӗм халӑхпа пуҫҫапатпӑр, Сана витӗнетпӗр, Сана асӑнатпӑр, ҫырлах... Сана пашалупа, пӗр хуран пӑтӑпа асӑнатпӑр, ҫырлах... Пире ан ҫиллен, хӗн кӑтартса ан усра, мӗн ыйтнине пар пире, сана мӗн чухлӗ вӑй ҫитнине паратпӑр, ӗҫ те ҫи, урӑх нимӗн те пама пӗлместпӗр, чӳк, ҫырлах... Сана пуҫҫапатпӑр, Сана асӑнса витӗнетпӗр, ачу-пӑчуна чарса тӑр, вӗсем пире ан аптӑратчӑр, эпир сана мӗн панине вӗсене те валеҫсе пар.

Йӗкӗр чуллӑ, аҫаллӑ-амаллӑ киремет, Карӑш пӳрчӗ киремет, Уй пуҫӗ киремет. Алӑк умӗ киремет, Кивӗ ҫурчӗ киремет, пурӑр та ҫырлахӑр, пиртен ытлашшине ан ыйтӑр, мӗн кирлине аҫӑвӑртан ыйтӑр, эпир ӑна сирӗн валли те патӑмӑр.

Эй, пӗсмӗлле, ҫырлах, Сана асӑнатпӑр, Сана витӗнетпӗр, Сана пуҫҫапатпӑр, тепӗр ҫак вӑхӑтчен пӑхса усра, ҫырлах...

216

Эй, Аслӑ кӗлӗ, малти Хурӑнсӑр киремечӗ, ҫырлахах; ҫак кил хуҫи Сана пур килӗш-чиккипе пӗр хуран пӑтӑпа, вун ик юсманпа сана асӑнса витӗнет, ҫырлахах, Хурӑнсӑр киремечӗ. Эсӗ ҫак хуҫана чипер килӗш-чиккипе, выльӑх-чӗрлӗхпе ҫураҫуллӑ пӑхса усра. Эсӗ хуна мӗн кирлине ыйтса ил, кирлӗ маррине урӑххисенчен шыра. Ҫырлахах, чӳк, ҫырлах.

Эй, Кӑвакасман, Кӑвакасман Аслӑ киремечӗ, Сана ҫак кил хуҫи пур килӗш-чиккипе, выльӑх-чӗрлӗхпе пӗр хуран пӑтӑпа, вун ик юсманпа асӑнса чӳклет. Кӑвакасман патӗнчен час-часах иртсе ҫӳренӗ, унтан вӑл хуҫа пӗлӗшӗ-тантӑшӗ патне сӑра ӗҫме те каять, Сана кучченеҫ те пӑрахса хӑвармарӗ пулӗ? Эсӗ ҫавах та ун ҫине пӗртте ҫилленмесӗр пӑхса пӗр-пӗринпе, килӗш-чиккипе, пур хӑна-хӑнарпа, пӗлӗш-тантӑшпа, хурӑнташ-тӗрӗшпе чипер лайӑх ҫураҫтарса лӑпкӑ усра; ҫырлах, Кӑвакасман киремечӗ! Чӳк, ҫырлах!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр