Пилсемпе кӗлӗсем

224-мӗш кӗлӗ

Эй, Аслӑ Киремет! Паян хура халӑхпа пуҫтарӑнса, эс ҫитӗнтернӗ тыр-пултан ӗҫмелли-ҫимелли хатӗрлесе, сана хисеплесе тата ырӑ сунса чӳклеме шутларӑмӑр.

Эй, Аслӑ Киремет! Малтанах йышӑнсамӑр пирӗн кучченеҫсене.

Эй, Аслӑ Киремет! Хура халӑхӑн кил картинче кайӑк-кӗшӗк ан татӑлтӑр. Эй, Аслӑ Киремет! Ҫак хура халӑхӑн сӗтелӗ ҫинчен сӗт-ҫу ан татӑлтӑрччӗ.

Эй, Аслӑ Киремет! Пиртен парне сурпанпа пит шӑлли йышӑнсамччӗ.

Эй, Аслӑ Киремет! Ҫак хура халӑхӑн сӗтелӗ ҫинчен нихҫан та ҫӑкӑр-тӑвар ан татӑлтӑрччӗ.

Эй, Аслӑ ырӑ Киремет! Ҫак хура халӑх укҫа-тенкӗ енчен яланах ҫителӗклӗ пултӑрччӗ.

Эй, Аслӑ Киремет! Ҫав хура халӑхпа уй-хире виҫӗ тӗрлӗ тыр-пул акса хӑвартӑмӑр. Ҫав тыр-пула шӑтса тухма ӑшшине, нӳрӗкне парсамччӗ. Шӑтса тухсан ешерсе ҫитӗнме ҫӑралӑхне парсамччӗ. Хӑмӑлӗсем хӑмӑш пек, пӗрчи пӑрҫа пек шултра пултӑр, пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ шӑтса тухтӑрччӗ. Эй, ҫырлахсам, Аслӑ Киремет! Тата ҫав тыр-пула ҫитӗнсе ҫитсен вут-кӑвартан, аҫа-ҫиҫӗмрен, ҫил-тӑвӑлсенчен, пӑрлӑ ҫумӑрсенчен, ирхи тӑмсенчен, кӑнтӑрлахи шӑрӑхсенчен, усалсенчен, арлансенчен, шӑшисенчен сыхласа тӑрсамччӗ.

Эй, Аслӑ Киремет! Тата ҫав тыр-пула пиҫсе ҫитсен пуҫтарса илме ҫак хура халӑха алӑ-ура суранӗсенчен, ытти чирсенчен сыхласа усрасамччӗ.

Аслӑ Киремет! Тыр-пула ҫӗмеле хывма перекетлӗхне парсамччӗ, ҫемелтен капана хывма перекетлӗхне парсамччӗ, капантан кӗлте кӗртме перекетлӗхне парсамччӗ. Тата кӗр мӑнтӑрӗпе пыл-сӑра, кӑвас тума перекетлӗхне парсамччӗ. Ҫав пыл-сӑрапа, кӑваспа ҫамрӑксен мӑшӑрланмалла пултӑр, тепӗр ҫул ҫак чӳклемене мӑшӑрпа килмелле пултӑр.

Эй, тахҫанах ҫӗре кӗнӗ ырӑ асаттесем, асаннесем, хурӑнташсем, тӑвансем, ҫырлахӑр, ан пӑрахӑр! Пирӗнпе пӗрле ҫак чӳклемене ӗҫсе-ҫиме килӗр. Чӳклемерен чӳклемеччен ырлӑхпа сывлӑх хушшинче пурӑнмалла пултӑр. Турат ҫумне турат хушмалла пултӑр, мул ҫумне мул хушмалла пултӑр. Йӳҫӗ ӗҫсе тутлӑ калаҫмалла пултӑр. Ҫичӗ тӗрлӗ тыр-пула виҫӗ кӗлетре тытмалла пултӑр, виҫӗ тӗрлӗ выльӑха-чӗрлӗхе виҫӗ картара тытмалла пултӑр. Панӑ тырӑ ан палӑртӑр, илнӗ тырӑ ан иксӗлтӗр. Арман чулӗ витӗр тухнӑ кӗрпе-ҫӑнӑх перекетлӗ пултӑр. Ҫамрӑк мӑшӑрсен кашнинчех ача-пӑчаллӑ пулмалла пултӑр: сак тӑрӑх сакӑр ывӑл чуптӑр, урай тӑрӑх ултӑ хӗр ҫӳретӗр. Тӗпел кукрине кин кӗртмелле пултӑр, алӑк умӗнче кӗрӳ кӗтсе илмелле пултӑр. Ҫитес ҫул ҫак чӳклемене ывӑлпа-кинпе, хӗрпе-кӗрӳпе килмелле пултӑр. Ҫырлахсам, Аслӑ Киремет! Ытлашшине каҫар, ҫитменнине ҫитер. Ҫак хура халӑха ырлӑх-сывлӑх парсам, Аслӑ Киремет! Тайма пуҫӑм сана, ҫырлахсам, хура халӑха ҫӑмӑллӑх парсам, Аслӑ Киремет!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр