Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫил ашшӗ-амӑшне чӳкленӗ чухне каламаллисем

Ҫил ашшӗ-амӑшӗпе, ҫил ачисемпе ҫыхӑннӑ сӑвапсемпе кӗлӗсем йышлах мар. Вӗсем хаймак-хачмака, унтан юмахсене хӑвӑрт куҫса пӗтнӗ. Тинӗсри, шыв ҫинчи ҫил-тӑвӑла каланисем чӑвашсен сахал упранса юлнӑ.

Юр-пӑр, пӗлӗт, сывлӑм, тӑвӑл ырлӑхӗпе шырлӑхне хакланӑ чухне малтан Ҫиле, Ҫил ашшӗпе амӑшне асӑнаҫҫӗ. Вӗсене тыр-пулпа ҫурт-йӗре тустармасса тилмӗреҫҫӗ.

Н.С.Колесникова вӗрентуҫӗ (ЧР, Сӗнтӗрвӑрри районӗ) «Авалхи сӑмахлӑхпа вӗрентӳ ӗҫӗнче усӑ курасси» тӗпчев ӗҫӗнче (1989) Ҫил туррине Вай тесе палӑртнӑ. «Вай питӗ вӑйлӑ асар-писер ҫил-тӑвӑл кӑларса усал-тӗселсемпе хаяр вӑйсене хирӗҫ тӑнӑ». Чӑваш чӗлхинче «вай» сӑмах ячӗ «вай-хай» тесе тӗлӗннинче тӗл пулать. Вӑл сӑмахран «вай пӳрен», «хам пӳрен» сӑмахсем пулса кайнӑ.

Ҫумпайсем

Ҫил калмакӗ (163)

 

161

Эй, тӑвӑл Ҫил турри, санӑн ятна асӑнса хур пусрӑмӑр. Эсӗ тӑвӑл ҫилне чар, тырра ҫӗмӗресрен чар, ҫурт-йӗрсене ҫӗмӗресрен чар. Эй, тӑвӑл Ҫил турри, ҫырлах, ан пӑрах пире. Килекен ҫумӑра аяккалла ан сирсе яр.

Эй, хӑрӑк Ҫил турри, ҫырлах. Сана та хур паратпӑр. Эсӗ тырра-пулла типӗтсе ан ларт, юхан шыва ан типӗт, йывӑҫ-курӑка ан типӗт, ҫӑлти шывсене чипер усра. Ҫырлах, хӑрӑк Ҫил турри, ҫырлах.

Эй, ҫумӑр паракан Турӑ! Пирӗн ҫие сумӑр ҫутар, тырра-пулла лайӑх ӳстер, ҫырма тӑрӑх шыв юхтар. Эпир ҫакӑнтан йӗпенсе киле таврӑнма пар. Сана асӑнса хур пусрӑмӑр. Ҫырлах пире, ҫырлах, амӑль.

Эй, тырра-пулла ҫитӗнтерекен, ана йӑранне хурал тӑракан Турӑ, ҫырлах, сана асӑнса хур пусрӑмӑр. Уйри тырра-пулла лайӑх шӑварса ҫитӗнтер, пур ҫӗре те милӗкпе сирпӗтсе сывлӑм ӳкер, ҫырлах, Ана-йӑран турри, ҫырлах, амӑль.

Эй, ҫӳлти Мӑн Турӑ! Ҫырлах, вутран-кӑвартан, шартан-чиртен сыхласа тӑр, ҫырлах. Ҫичӗ тӗслӗ тырра ҫичӗ кӗлете тултарма пар; кучӗ хӑмӑш пек, тӑрри турпас пек пултӑрччӗ. Ырӑ ҫумӑрпа савӑнтарса хӗпӗртеттер, хурӑнташ-тантӑшпа ӗҫме-ҫиме пар, пур выльӑхӑм-чӗрлӗхӗме, ачам-пӑчама тӗрӗс-тӗкел ту. Ҫырлахсам пире, ҫырлахсам пире, ҫырлах.

Тата авалхи чӳк тунӑ вырӑнсем, эсир те ан ҫилленӗр, эпир пур ҫӗре те астумастпӑр, эпир сире кунтах асӑнатпӑр, ҫырлах, амӑль, ҫырлах, амӑль.

162

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, сана пуҫҫапатпӑр, витӗнетпӗр. Ҫил ашшӗне така паратпӑр: пирӗн ҫине кирлӗшӗн кӑна вӗрсе тӑтӑр. Ҫумӑр паракан Ҫил амӑшне хурпа чӳклетпӗр. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, эсӗ пире хӗн ан пар, ҫилпеле пӗрле тӗрлӗ усал чир таврашне илсе килсе вӗлерсе ан пӗтер, сана эпир хурпа чӳклетпӗр, акӑ сана хур ҫунатне паратпӑр. Ку хур ҫуначӗпе пӗтӗм чир-чӗрсене аяккалла илсе кай. Чӳк, ҫырлах! Ҫил ашшӗпе амӑшӗ, пире ан пӑрахах. Пирӗн ҫичӗ тӗслӗ тырра-пулла ҫумӑрпа, ҫил-тӑвӑлпа ҫаптарса, ҫӗмӗрсе кайма ан парах!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр