Кӑвак тӗнче ячӗпе каламалли кӗлӗсемпе сӑвапсем
Халапсенче кӑтартнӑ тӑрӑх, Уҫлӑхра малтан юрпа тусан тӗтри кӑна пулнӑ. Тӗтрелӗхре Хӗвелпе ҫӑлтӑрсем, Ҫӗрпе Уйӑх тупӑннӑ, ҫӳлти тӗнче, ҫут тӗнче тата леш тӗнче пулса кайнӑ.
Хайлалӑх халапӗсенче Уҫлӑх тытӑмне аякри (кӑвак) тӗнчепе ҫӳлти (шурӑ) тӗнче, пӗтӗм ҫут ҫанталӑк кӗреҫҫӗ. Чӑваш тӗнӗ ҫав аслӑ ҫут ҫанталӑка пысӑка хурса хакланӑ. Унти ырӑ вӑйсене Хӑват, Хавал, Хӑр, Хӑрпан ятсемпе асӑннисем пур. Аслӑ Ҫут ҫанталӑк кӗллисене ӗлӗкрех (А.Можаровский, В.П.Вишневский, И.Н.Юркин, Хӑяхван ламшар) ҫырнисенче кӑна тупма пулать. Каярахпа халӑх ӑнланӑвӗнче кӑвак тӗнчепе ҫӳлти тӗнче, аслӑ турӑсемпе ахаль ырӑсем хутшӑнса кайнӑ.
Кӑвак тӗнче хӑвачӗсене 12 ҫулта пӗрре ирттерекен пысӑк чӳксенче тата ҫулсерен ака-суха вӗҫленсен пулакан ҫурхи чӳклемере каланӑ.
Ҫумпайсем
Хӗвеле чӗнсе каланисем (145-149)
Вут сӑвапӗсемпе кӗллисем (150-159)
Вут чӳкне вӗҫлемелли кӗлӗ (160)
Ҫил ашшӗ-амӑшне чӳкленӗ чухне каламаллисем (161-162)
Ҫил калмакӗ (163)
Шыва хисеплемелли сӑмахсем (164-174)
Шыв калмакӗ (175)
Ҫӗре тав туни (176)
139
Эй, пӗтӗм тӗнчене ҫуратнӑ Ама! Санран пулни пурте усӑллӑ, пурте аван. Ҫавӑнпа сана эпир яланах тивӗҫлипе чӳклетпӗр.
140
Аслӑ Турӑ, Аслӑ Турӑ Амӑшӗ! Турӑ! Турӑ Амӑшӗ! Тӗнче уҫлӑхне тӑваканӗсем, ӑна тытса тӑраканӗсем! Ҫынсене пултаракансем! Каҫарӑр пире, упраса пурӑнӑр, пире пӑрахса ан кайӑр!
Тӳпери Турӑ, Тӳпери Турӑ Амӑшӗ! Пӗтӗм ҫынсене ҫутта кӑларӑр та сывлӑша тасатӑр. Вӑхӑтра ҫумӑр ҫутарса пире тата ытти тӗрлӗрен чӗрлӗхе, пирӗн выльӑх-чӗрлӗхе пӗтӗм ырлӑхӑрпа витӗр...
Ҫӗр Ашшӗ, Ҫӗр Амӑшӗ! Ҫӗре ҫирӗплетӗр те вӑй парӑр! Ҫынсемпе выльӑх-чӗрлӗхе кирлӗлӗх тумалӑхне ҫителӗклӗ парӑр!
Пулӑха упракан Турӑ! Пирӗн уй-хирсене упра, ҫӗр ҫуратса паракан пӗтӗм ҫимӗҫе упра — пӑрпа ан ҫап, тӑвӑлпа ан аркат, вӗлерекен хӑрушӑ синкерсемпе пире тустарса ан пӗтер...
141
Ҫутӑ тӗнчене, шурӑ тӗнчене хӑвал уҫан, чӗлпӗр тытан, арӑс тытан, упкӑс тытан! Кӑвак хуппи, ырӑ Хӑрпан! Хӑрӑк турат пек хӑртса ан пӑрахӑр... Хӗвел ашшӗ, хӗвел амӑшӗ, хӗвел хаярӗ, хӗвел инкекӗ, хӗвел синкерӗ! Хӗвел ҫулӑмӗпе тырра-пулла хӗртсе-хӑртса ан пӑрахӑр... Ҫил ашшӗ, ҫил амӑшӗ, ырӑ ҫил, ҫил хаярӗ, ҫил синкерӗ, ҫилӗн алӑкӗ айӗнче тӑраканни! Усал ҫиле кӑларса ан ярӑр...
Эй, Мӑн ырӑ ҫут ҫанталӑка туса тытса тӑракан ҫӳлти Турӑ! Эпир Сана кӑҫал, ҫӑва тухнӑ йӗркепе, пӗр хуран пиҫнӗ пӑтӑпа, пилӗк сӑмсаллӑ-кӑвапаллӑ пашалупа чӳк туса, тав туса, ӳксе пуҫҫапатпӑр! Тавтапуҫ Сана, Турӑҫӑм, Пӳлӗхҫӗм, пире ҫемьепе, выльӑх-чӗрлӗхпе хӗле чипер каҫарса ҫӑва кӑларнӑшӑн. Улӗмрен те ҫапла хамӑра, ҫемьене, выльӑх-чӗрлӗхе, тыр-пула чипер усраса тата хӑвна ҫапла мухтаса кӗлтума пӳртер! Пире, ҫылӑхлӑскерсене, ҫылӑхран каҫарса, хӑвӑн мухтавлӑ ятна усраса пурӑн. Усал тӑшмансенчен, вут-кӑвартан пире упраса пурӑн, ҫырлах, аминь!
142
Аслӑ Турӑ, Аслӑ Пӳлӗх, ҫырлах пире, айван ачи-пӑчисене. Сана асӑнатпӑр, Сана витӗнетпӗр, ҫырлах пире. Пирӗн пӗлнӗ-пӗлмен кӗллӗмӗре итлесе хапӑл туса ил. Ҫакӑ пӗчӗк чӳке сана мӗн вӑй ҫитнӗ таран ырӑ сунса паратпӑр. Урӑх пӗр япала та пара пӗлместпӗр. Чипер ырлӑх-сывлӑх пар. Тата аслийӗне туса парӑпӑр, пӗр така кӗтсе тӑр.
143
Ҫырлах, Аслӑ Турӑ, сана пуҫҫапса витӗнетпӗр, ҫырлах. Ҫырлах, Аслӑ Турӑ Амӑшӗ, сана пуҫҫапса витӗнетпӗр, ҫырлах! Ҫырлах, Уйӑх, Хӗвел, Ҫӗр амӑшӗ, ҫырлах! Ҫырлах, пур уй пӑхакан Турӑ, ҫырлах. Ҫырлах, Хӑрпан, сана пуҫҫапса витӗнетпӗр, ҫырлах. Ҫырлах, Турӑ, Сана пуҫҫапатпӑр, пире пур инкекрен, хуйхӑран, ҫын хаярӗнчен, ҫын усалӗнчен, ҫын тӑшманӗнчен упра та ҫырлах. Эпир тем калаҫса-пуплесе сана ҫиллентертӗмӗр пуль, ҫырлах. Уйра тырӑ-пулӑ лайӑх пултӑр. Сана ҫак ҫӗнӗ тырӑ-пулӑпа пуҫҫапса витӗнетпӗр, ҫырлах. Ку таранччен кивӗ тырӑпа усрарӑн, малалла та ҫаплах усра, ҫырлах. Пире тӗрӗс-тӗкел усра, ҫырлах. Пур ачам-пӑчампа кӗлтӑватпӑр, ҫырлах, уя акнӑ тырӑ-пулӑпа, пур выльӑх-чӗрлӗхпе сана кӗлтӑватпӑр, ҫырлах! Ҫӑва тухсан хура ҫумӑрпа савӑнтар, ҫырлах. Вут-кӑвартан, пур инкекрен упра та ҫырлах. Кивӗ ҫине ҫӗнӗ хума пар, ҫырлах. Турӑ, Сана ӳксе пуҫҫапса витӗнетпӗр, ҫырлах. Хаяр сунакан карта тулашне, ырӑ сунакан Турӑ, ҫавӑр, ҫырлах.
144
Эй, Мӑн Турӑ, Мӑн Турӑ Амӑшӗ! Эй, ҫӳлти таса хӑватсем, пире те ырӑ сывлӑшӑра парӑр...
Эй, Ҫӗр хуралӗ тӑракан Турӑ! Эсӗ ирӗн-каҫӑн хурал тӑратӑн, эсӗ хӗлӗн-ҫӑвӗн хурал тӑратӑн.
Эй, Ҫӗр Ашшӗ, Ҫӗр Амӑшӗ! Ҫӗр канлӗхне хускатма ан пар эсӗ. Ҫӗр ҫинчен нумай калаҫатпӑр, кирлӗ мар сӑмахсем ытлашши пулсан вырӑнсӑр пупленӗшен каҫарӑр...
Эй, Ҫил Амӑшӗ, Ҫил Ашшӗ! Ҫил-тӑвӑлна ытла хаяр ан яр, тӑрӑшса тунӑ ҫуртсене тапранмасӑрах ӗмӗр ларт...
Эй, Вут Ашшӗ, Вут Амӑшӗ! Вутна ҫилленсе ан яр! Вут-кӑвар тытмасӑр пирӗн пурӑнӑҫ та ҫук. Эй, Ҫӳлти таса хӑватсем! Авалтанпа ырӑ тӗнче пулнӑ. Малашне те тӗнче ырӑ пултӑр...
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен