161-мӗш кӗлӗ
Эй, тӑвӑл Ҫил турри, санӑн ятна асӑнса хур пусрӑмӑр. Эсӗ тӑвӑл ҫилне чар, тырра ҫӗмӗресрен чар, ҫурт-йӗрсене ҫӗмӗресрен чар. Эй, тӑвӑл Ҫил турри, ҫырлах, ан пӑрах пире. Килекен ҫумӑра аяккалла ан сирсе яр.
Эй, хӑрӑк Ҫил турри, ҫырлах. Сана та хур паратпӑр. Эсӗ тырра-пулла типӗтсе ан ларт, юхан шыва ан типӗт, йывӑҫ-курӑка ан типӗт, ҫӑлти шывсене чипер усра. Ҫырлах, хӑрӑк Ҫил турри, ҫырлах.
Эй, ҫумӑр паракан Турӑ! Пирӗн ҫие сумӑр ҫутар, тырра-пулла лайӑх ӳстер, ҫырма тӑрӑх шыв юхтар. Эпир ҫакӑнтан йӗпенсе киле таврӑнма пар. Сана асӑнса хур пусрӑмӑр. Ҫырлах пире, ҫырлах, амӑль.
Эй, тырра-пулла ҫитӗнтерекен, ана йӑранне хурал тӑракан Турӑ, ҫырлах, сана асӑнса хур пусрӑмӑр. Уйри тырра-пулла лайӑх шӑварса ҫитӗнтер, пур ҫӗре те милӗкпе сирпӗтсе сывлӑм ӳкер, ҫырлах, Ана-йӑран турри, ҫырлах, амӑль.
Эй, ҫӳлти Мӑн Турӑ! Ҫырлах, вутран-кӑвартан, шартан-чиртен сыхласа тӑр, ҫырлах. Ҫичӗ тӗслӗ тырра ҫичӗ кӗлете тултарма пар; кучӗ хӑмӑш пек, тӑрри турпас пек пултӑрччӗ. Ырӑ ҫумӑрпа савӑнтарса хӗпӗртеттер, хурӑнташ-тантӑшпа ӗҫме-ҫиме пар, пур выльӑхӑм-чӗрлӗхӗме, ачам-пӑчама тӗрӗс-тӗкел ту. Ҫырлахсам пире, ҫырлахсам пире, ҫырлах.
Тата авалхи чӳк тунӑ вырӑнсем, эсир те ан ҫилленӗр, эпир пур ҫӗре те астумастпӑр, эпир сире кунтах асӑнатпӑр, ҫырлах, амӑль, ҫырлах, амӑль.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен