Пилсемпе кӗлӗсем

Шыва хисеплемелли сӑмахсем

Чир-чӗрлӗ япаласене е вырӑна вутпа ҫунтарса яраҫҫӗ пулсан пурнӑҫри тасамарлӑха чӑваш шывпа ҫуса тасатать. Шыв — тасалӑхпа сывлӑх сӗткенӗ. Ӑна вараланӑшӑн каҫару ыйтаҫҫӗ, таса та сиплӗ пулнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ. Аслӑ шывсене пулӑ-сулӑ ӳстерсе панӑшӑн, кимӗ-карап ҫӳретнӗшӗн мухтаҫҫӗ.

Авалхи йӑласене упраса, чӑвашсем туй хыҫҫӑн ҫӗнӗ ҫыннӑн «шыв ҫулне» уҫаҫҫӗ, ялсенче «ҫумӑр чӳкӗ» тӑваҫҫӗ, шывла выляҫҫӗ. Ятарласа чӳк ирттереҫҫӗ, ӑна «шыв нимӗрӗ» теҫҫӗ. Шыв нимӗрне пашалупа ҫиеҫҫӗ. Пӗчӗк чашӑк ҫине хурса, ҫу куҫӗ хывса, нимӗрпе пашалӑва йӑтса шыв хӗрне, ҫӑлкуҫ патне иккӗн каяҫҫӗ. Хирӗҫ пулакансене кашӑкпа «шыв нимӗрӗ» сыптараҫҫӗ.

Чир-чӗрпе ҫыхӑннӑ, вутӑш-путӑш тытнӑ, путнӑ е хӑранӑ йӗркепе ирттерекен кӗлӗсенче ҫӑкӑртан тӑхӑр татӑк касса шыва пӑрахаҫҫӗ. Шыва япала пӑрахнӑ чухне сӑлтавне тивӗҫлӗ сӑмах-сӑрман калаҫҫӗ.

Туй, сурхури, ҫӑварни вӑхӑчӗсенче шыв вӑййисемпе кӗллисем хӗлле сивӗ чухне те пулаҫҫӗ.

Ҫумпайсем

Шыв калмакӗ (175)

 

164

Эй, пӗсмӗлле! Шывра пурнакан ырӑ! Сана пуҫҫапма килтӗм. Ҫырлах пире! Хӗле кӗрсен шыва типӗтсе ан яр; ҫӑва тухсан туптенэ тӳпеми шыв ан тултар!

165

Ҫырлах, ырӑ тӑрӑ шывӑм! Эсӗ епле инкерлӗ-синкерлӗ пулсан та — ҫырлах! Выльӑхсем анса шыв ӗҫрӗҫ пуль, путса ларнӑ пулсан та тытса ан хутла. Ача-пӑча шыва кӗрсе пӑтратрӗҫ пуль, вӗсене усала ан хӑвар.

Турӑран ырлӑх килтӗр. Шуйттантан ӗмӗтсӗр пултӑр. Эпӗ ӗмӗтленни ҫиттӗр.

166

Хӗрӗх те пӗр тӗслӗ шыв, эсӗ ан тыт, ӳслӗке ан ерт, карланкӑна ан ыраттар, каҫса ҫӳренӗ чухне ан хӑрат, эсӗ те, Шыв папайӗ, шур сухаллӑ ватӑ, эсӗ те, Шыв асламӑшӗ, шурӑ ҫӳҫлӗ ват карчӑк, эпир ӑснӑ-тунӑ чухне ан хӑратӑр.

167

Ырӑ Шыв амӑшӗ, ҫырлах. Килӗшпе, ачам-пӑчампа ҫырлах. Выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, Шыв амӑшӗ, чӳк, ҫырлах. Ырӑ Шыв амӑшӗ, хапӑл ил.

168

Кил-йышӑмпа, виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхӗмпе мимӗр паратӑп, ҫырлах. Хамӑр каҫса ҫӳренӗ чухне те, выльӑх-чӗрлӗх каҫса ҫӳренӗ чухне те ан хӑрат, ан сехӗрлентер, хӑратса ан пӑс, хӑраса пӑсӑлнӑ пулсан тӳрлет. Шыв ашшӗ, амӑшӗ, каҫар пире. Шыв хӗрринче вӑрҫнӑ пулсан та, тепле пулсан та пире каҫар.

169

Эй, кӳлӗ, кӳлӗ ашшӗ-амӑшӗ, Турӑ, Турӑ ашшӗ-амӑшӗ, киремет, киремет ашшӗ-амӑшӗ, пурӑр та ҫырлахӑр пире, айван ывӑл-хӗре; кил-ҫурта сыхлӑр, выльӑх-чӗрлӗхе усрӑр, вут-кӑвартан, шыв-шуртан хӑтарӑр. Ҫырлах, кӳлӗ, кӳлӗ ашшӗ-амӑшӗ, ҫырлах!

170

Кӳлӗ вӑкӑрӗ, кӳлле тытса тӑракан, таса хире ҫитмӗл те ҫич тӗслӗ таса курӑк ҫиме тухнӑ. Ӑна вун ик мӑйракаллӑ пӑлан курнӑ та вун ик мӑйракипе тӗкес тенӗ. Кӳлӗ вӑкӑрӗ ӑна хӑйне вун ик мӑйракинчен ҫаклатса вун ик уй урлӑ ывӑтса янӑ, вун ик татӑк пулнӑ, кашни татӑк вун ик пӑт туртнӑ, пӗр татӑкӗ кӳлле вун ик хутчен чӳк пама ҫитнӗ. Халь эпир сана, вун ик хутчен чӳк парса, вун ик хутчен ҫырлахтаратпӑр. Эй, кӳлӗ, ҫырлах! Кӳлӗ ашшӗ вун ик пуҫлӑ, вун ик пуҫӑн вун ик ҫӑвар, кашни ҫӑварӗнче вун икшер чӗлхе, кашни чӗлхе тӑрринче вун икшер кӳлӗ, кашни кӳллинче вун икшер ҫӑмарта выртать, кашни ҫӑмарта ӑшӗнче вун икшер чӗпӗ, кашни чӗппи вун икшер ҫунатлӑ. Эпир сана вун ик чӳк паратпӑр. Ҫырлах, кӳлӗ, кӳлӗ ашшӗ, ҫырлах!

Кӳлӗ амӑшӗ вун ик мӑйракаллӑ; вун ик мӑйрака тӑрринче вун икӗ кӳлӗ. Вун ик кӳлӗре вун ик кайӑк кӑвакал вун ик саспа нартлатаҫҫӗ. Эпир те сана, вун ик саспа кӗлтуса, вун ик хутчен ҫырлахтаратпӑр. Ҫырлах, кӳлӗ амӑшӗ, ҫырлах! Аминь.

171

Эй, пӗсмӗлле, ҫырлах, асӑнатпӑр, витӗнетпӗр. Ҫак картлӑ-кӗртлӗ пашалӑва паратпӑр. Эсӗ курайман кукӑр-макӑр хурӑн вуттипе пӗҫернӗ мимӗре паратпӑр. Усалли шыв тӗпӗнче вырттӑр, ырлӑхӗ ҫак пирӗн чирлӗ ҫынна ҫиттӗр.

172

Эй, ырӑ Шыв, Сернепие каҫар. Ак сана пӳ вырӑнне пӳ паратӑп, сӑн вырӑнне сӑн паратӑп, шӑмӑ-шакӑ вырӑнне шӑмӑ-шакӑ паратӑп — хӗн ан пар.

173

Ҫак кӳлӗре хуҫа пулса тӑракан шыв пуҫӗ, сана тархаслатӑп: усӑ курмалӑхне пар мана, усӑ кӑтарт. Ҫак кӳлӗсенчи пулӑсене пурне те кунта хуса килсе пар. Сана эрехпе, кулачӑпа чӳклетӗп, ҫырлах!

174

Эй, пӗсмӗлле! Пӳлӗхрен ырлӑх, этемрен сиплӗх, санран, Шывран, пурнӑҫ ҫулӗ пултӑр.

Ҫил алпасти, мул алпасти, вут алпасти, вутлӑ хаяр, вутлӑ сехмет, Шыв — пирӗн пурнӑҫ ҫулӗ. Эс ҫӗнтер йытӑ алпасне, кайӑк алпасне, ҫил вупӑрне, хӗвел вупӑрне, вил кайӑк вупӑрне, укҫа вупӑрне, вутлӑ вупӑра — ырӑ Шыв, ҫӗнтер, тавӑр, усал ан ту ывӑлӑма, хӗрӗме, кине, кӗрӗве, ҫурта, выльӑха, хур-чӑхха, тыр-пула, хурт-кайӑка. Каҫар, пӗсмӗлле, ан пӑрах.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр