Вут сӑвапӗсемпе кӗллисем
Вутра хӑватлӑ вӑй пуррине курса этем ӑна майӗпен алла илсе пынӑ. Вӑл савӑнтарнӑ, инкек-синкек те кӑтартнӑ. Ирӗксӗртен Вута, Вут амана, Вут ашшӗпе амӑшне, Вут ачисене мухтама, ӳкӗте кӗртме, кӗлӗ-сӑрман калама тивнӗ. Авӑн вучахӗ умӗнче кӗлӗ каласа ирттернӗ.
Кӗлле хатӗрленсе кӑмакара е вучах ҫинче виҫӗ икерчӗ, хуратул ҫӑнӑхӗнчен нимӗр пӗҫернӗ. Вӗсене йывӑҫ е тимӗр чашӑк-тирӗкпе мар, тӑм савӑтсемпе тытнӑ.
Чӳкленӗ чухне мӑчавӑр ҫунакан кӑвайта кашӑкпа ӑсса нимӗр, алӑпа хуҫса пашалу татӑкӗсем, ҫӑмарта панӑ. Икерчӗсене вута пӑрахнӑ: пӗрне — Вут ашшӗне, теприне — Вут амана, виҫҫӗмӗшне — Вут синкерне. Икерчӗсене пӑрахмассерен «Вутна инҫе ан яр, ҫу каҫиччен, хӗл каҫиччен чипер сыхласа усра! Этеме ырлӑх-сывлӑх пар!» тесе каланӑ. Ытти ҫимӗҫсене панӑ чухне: «Вучӗ пур, ытти-мӗнӗ те пур-тӑр. Ҫакна ӗҫсе-ҫисе кайӑр та лӑпланса пурӑнӑр», — тенӗ.
Хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе ушкӑнпа ларса ҫинӗ. Килте чухне «вут мимрине астивме» сӗтел хушшине кил хуҫисӗр пуҫне пилӗк, ҫичӗ, тӑхӑр ҫын лармалла пулнӑ.
Ҫимӗҫ юлашкисене вутра ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн кӑвайта шыв сапнӑ, «Вут, ясара ан кай!» тесе чук ӗҫне вӗҫленӗ.
Ҫумпайсем
Вут чӳкне вӗҫлемелли кӗлӗ (160)
150
Вут ама, ҫырлах, ан пӑрах, килӗм-ҫуртӑм, ачам-пӑчам сывлӑхне пар!
151
Эй, пӗсмӗлле, аминь, Турӑ! Ырӑ Вут ашшӗ, ырӑ Вут амӑшӗ ырӑ вырӑнтах ларччӑр. Ырӑ турӑ! Сыхласа упрасӑнччӗ. Ырӑ Вут ама, ырӑ вырӑнтах лар.
152
Вутран-кӑвартан сыхла! Ырӑ Вут ама, инкертен-синкертен сыхла! Ырӑ Вут ама, ҫурта тӗрӗс сыхла! Ҫырлах!..
153
Ҫырлах! Юрирен ҫичӗ сӑмсаллӑ пашалупа мимӗр пӗҫерсе вут мимри чӳклетӗп. Турӑ алли кӗске — вӑрӑмлантӑр, Вут алли вӑрӑм — кӗскелтӗр. Ача-пӑча выляса вут ҫине сурчӗ пулӗ, ҫавӑнпа юрирен пикенсе чӳклетӗп.
Ҫырлах, тытса ан хутла!
154
Пӗсмӗлле, аминь, Турӑ, Вут амӑш, Вут ашшӗ, хӑй айӑпӗпе пулчӗ пулӗ, ҫын курайманнипе пулчӗ пулӗ, Вут ашшӗ, Вут амӑшӗ, ху никӗсне ху пух! Вут чӗлхи вӗретӗп, пӗсмӗлле, аминь, Турӑ! Ху ҫуртна ху ан йӗрт! Эй, пӗсмӗлле, аминь, Турӑ, тархасшӑн хӑтар.
155
Ырӑ Вут ама, ҫырлах, килти Вут ама, юта ан кай, ырӑ Вут ама, ҫырлах, ют вута киле ан кӗрт, ырӑ Вут ама, ҫырлах.
156
Вутна инҫе ан яр, ҫу каҫиччен чипер сыхласа усра, ырлӑх-сывлӑх пар, чипер усра. Вучӗ пур-тӑр, мӗнӗ пур-тӑр, ҫакна ӗҫсе-ҫисе кайӑр. Вут, ясара ан кай.
157
Ырӑ Вут амӑш, ҫырлахтӑр. Ӑша кӑмӑлпа, тутлӑ чӗлхемпе, пӗтӗм ҫемьепе, ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа, выльӑх-чӗрлӗхӗмпе, чӑххӑм-чӗппӗмпе, ырӑ шыв, Вут ашшӗ, ырлӑх-сывлӑх пар, каҫар.
Шывпа ӗҫнине, Аша, каҫар, чир-чӗртен хӑтар. Ырӑ шыва Вут ашшӗ ҫырлахтӑр. Хӗн-асапне ан ятӑр. Вутӑш тупас кӳме! Ырӑ Вут ама, сана асӑнатӑп, ӑшӑ кӑмӑлӑмпа, тутлӑ чӗлхемпе, ырӑ Вут ама, ырӑ вырӑнта пултӑр. Юта ан тух, Юта ан кӳрт, мамӑк минтер ҫинче пул. Ҫырлах, Аша, каҫар.
Ҫырлахтӑр. Ырӑ Вут амӑшӗ, тӗтӗм шӑршипе, Турра валемлӗ пултӑр.
Ҫырлахтӑр. Ырӑ Вут ама, тытни-туни вырӑнлӑ пултӑр.
158
Ырӑ Вут ама, сана асӑнатӑп, ӑшӑ кӑмӑлӑмпа, тутлӑ чӗлхемпе. Ырӑ Вут ама, ырӑ вырӑнта пул, юта ан тух, юта ан кӗрт, мамӑк минтер ҫинче пул. Ҫырлах, Аша, каҫар.
159
Килӗшпе Вута мимӗр парса чӳклетпӗр. Сывлӑхне-кӗрлӗхне пар. Мӗнтен кӗлленӗ — унтан пар! Хӗн-усал курасран, Вут амӑш, Эсӗ упраса, Эсӗ ҫӑл. Чӳк, ҫырлах!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен