Пилсемпе кӗлӗсем

333-мӗш кӗлӗ

Пӑтӑ пиҫсессӗн хӑй суйласа илнӗ ҫын виҫӗ хуранне те пӗрле юнашар антарса лартать те кашни хурӑн ҫине куҫ туса виҫшер кашӑк ҫу хурать. Тата кашни хуран ҫумне чашӑкпа виҫшер пашалу, пӗрер пуҫламан ҫӑкӑр е читнай [ҫине] ҫу сӗрсе лартать. Пӗр кашӑк пӑтӑ ӑсса илет те хура хӑрпуллӑ ҫӗлӗкне сылтӑм хул хушшине хӗстерсе, мал еннелле пӑхса ак ҫапла сӑмахсем каласа чӳклеме пуҫлать:

Эй, таса ырӑ Турӑ! Ҫырлах пире, ан пӑрах пире! Эпир Сана авалхи йӑлана пӑрахмасӑр, пӑхӑнса, виҫӗ хуран пӑтӑ пӗҫерсе, виҫӗ ҫуллӑ пашалупа, пӗр пуҫламан ҫӑкӑрпа Сана асӑнатпӑр, Сана витӗнетпӗр, Сана тархаслатпӑр.

Эй, Аслӑ ати Турри! Ҫак хура халӑх ачисем Сана витӗнеҫҫӗ, Сана пӑхӑнаҫҫӗ. Вӗсен кӗллине хапӑл илсем, аминь, ҫырлах.

Эй, Турӑ Амӑшӗ! Пире ҫырлахса тырӑ-пулӑсем ҫине чипер, тӳлек сиплӗхлӗ ҫӑмӑр пар; усал ҫил-тӑвӑлсенчен, тискер пӑрлӑ ҫӑмӑрсенчен витсе сыхласа тӑр. Акнӑ тырӑ-пулӑсене алла лайӑх илме пар, авӑн картине кӳртсен итем тулли тыррине пар, арпалӑх тулли арпине пар, авӑн карти тулли улӑмне пар. Кӗлете кӳртсен тӳперен тӑтӑр. Вут-кӑвартан, вӑрӑ-хурахсенчен, курайман тӑшмансенчен сыхласа астутарса тӑр. Выльӑх-чӗрлӗхсене ӑнтарса пыр, пӗр вӗҫӗ картара, тепӗр вӗҫӗ хирте пулмалла ту, аминь, ҫырлах.

Эй, Пӳлӗхҫӗ! Пире тепӗр ҫак вӑхӑта ҫитинчен усра, килнӗ шухӑшсене астутарса тӑр, усалтан, чиртен витсе сыхласа тӑр, аминь, ҫырлах.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр