Пилсемпе кӗлӗсем

332-мӗш кӗлӗ

Пӑтти пиҫсе ӗлкӗрсессӗн хуранне кӗвентеленсе ҫӗклесе ҫӗр ҫине лартаҫҫӗ те хуранти пӑтӑ ҫине чӳкне ирттерекен ватӑ ҫу куҫӗ туса хурать Хӑй вара хурантан кашӑкпа пӑтӑ ӑсса илет те ҫӗлӗкне хывса хул хушшине хӗстерсе мал еннелле пӑхса кӗлтума пуҫлать. Унпа юнашар пур ачасем те ҫӗлӗкӗсене хул хушшине хӗстерсе ӗречӗпе тӑрса каяҫҫӗ. Вӑл вара ҫапла сӑмахсемпе каласа кӗлтума пуҫлать:

Эй, Аслӑ Турӑ, Аслӑ Турӑ Амӑшӗ! Ҫырлахсам пире, пире ан пӑрахсам, Сирӗн ҫине анчах шанса тӑратпӑр эпир. Эй, Аслӑ ати Турри! Сана ҫак ҫамрӑк айван ачасем те пулин хуран тулли пӑтӑ пӗҫерсе, ҫу куҫӗ хывса Сана асӑнаҫҫӗ, Сана витӗнеҫҫӗ, Сана тархаслаҫҫӗ, вӗсен кӗллисене те пулин хапӑл илсем, тырӑ-пулсем ҫине чипер ырӑ сывлӑм яр, чипер тӳлек сиплӗхлӗ ҫумӑр пар, хаяр ҫил-тӑвӑлсенчен, тискер пӑрлӑ ҫумӑрусенчен витсе сыхласа тӑр; акнӑ тырӑсен хӑмӑлӗсене хӑмӑш пек пар, пучаххисене чакан тӑрри пек пар, уй пиҫсе ҫитсессӗн шыв юхӑмӗ пек юхса вырттӑр, аминь.

Эй, аслӑ Турӑ! Самана хушшине чипер лӑплантарса усра, вут-кӑвартан, вӑрӑ-хурахран астутарса тӑр, аминь. Выльӑх-чӗрлӗхсене ӗрчеттерсе пӗр вӗҫӗ картара, тепӗр вӗҫӗ вакӑра пулмалла ту, аминь.

Эй, ырӑ Турӑ, Пӳлӗх! Пире тепӗр ҫак вӑхӑтчен пур усал чиртен-чӗртен те сыхласа хӑтарса тӑр, аминь. Эй, Турӑ, пӗлни пур, пӗлменни пур, мӗн пӗлнипе каҫар, ҫак айван ывалийӗн-херийӗн кӗллисене хапӑл илсе ҫырлахсам пире, ҫырлахсам.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр