270-мӗш кӗлӗ
Эй, ачамсем, чипер ҫӳрӗр, ӗҫме-ҫимепе тирпейлӗ пулӑр. Сӑвӑ калӑр, такмак калӑр, путсӗр сӑмаха ан калаҫӑр! Сыхланса ҫӳрер; чирлӗ выртакансене хавхалантарӑр. Усал сӑмахсем калаҫса-вӑрҫса ҫӳресен Тӗмен Турӑ кая хывӗ. Ваттисем ку йӑлана ахаль кӑларман. Тасалӑх килтӗр, чир-чӗр кайтӑр тесе кӑларнӑ. Таса маррине хытӑ хӑвалӑр, ҫавах чыслӑ сыхланса ҫӳрес пулать.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен