Пилсемпе кӗлӗсем

1081-мӗш кӗлӗ

Кӑмакара пӗҫернӗ хӑпартӑва, сӗт пӑттине хуранӗ-кӑшӑлӗпех картана илсе тухнӑ. Карта варрине сӗт пӑттине лартнӑ, хӑпартӑва алла тытса Пихампара асӑнса мӗнпур ҫемйипех ҫакӑн пек каланӑ: «Кайӑк-хуҫаран выльӑха-чӗрлӗхе упрама кӗлтӑватпӑр» тенӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн кӗлтуса пӗтернӗ маях хӑпартӑва картари кашни выльӑх умне утса пырса, татӑк-татӑк таткаласа ҫырттара-ҫырттара тухнӑ. Кашни выльӑхне ҫырттарнӑ чух ҫапла каланӑ: «Эй, Пихампар, выльӑх-чӗрлӗхе кайӑк-хуҫаран сыхла, тӗрӗс-тӗкел усра» тенӗ. Кун хыҫҫӑн ҫемйипех сӗт пӑтти ҫиме хуран йӗри-тавра чӗркуҫленсе ларса тухнӑ, кашӑксене аллисене тытса сӗт пӑттине хуран ҫинченех ҫиме тытӑннӑ, пӑтта кашӑкпа кашни ӑсмассерен, куҫ хывнӑ услам ҫу ҫине чиксе кӑларса ҫинӗ. Сӗт пӑттине ҫисе яраймасан вара ҫемйипех юлашки пӑттине пӗтӗмпех ним хӑварми хурсене, кӑвакалсене, чӑхсене йыхӑрса илсе сапаласа ҫитерсе янӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр