1079-мӗш кӗлӗ
Ялта чӑвашсем выльӑх ҫитерме хупнӑ чухне ахаль тӳрех хупмаҫҫӗ. Хупас выльӑхне, хытӑ ҫисе мӑнтӑрлантӑр тесе, кӳршӗрен ҫавӑн пек пыра хытӑ ҫиекен ҫынна суйласа илеҫҫӗ те ун аллине парса акӑ ҫапла кӗлтуса хупаҫҫӗ. Иккӗн пыраҫҫӗ те, пӗри мӑнтӑрринчен ыйтать: «Кӑна мӗншӗн хупатӑн?» — тет. «Хам пек хытӑ ҫисе мӑнтӑрланма хупатӑп». — тет. Вара мӑнтӑрри пӑявран тытать те хӑй тавра виҫӗ хут кӗлтуса витене кӗртсе ярать.
Кӗпҫе пек хӑпарса кай, нумай кӗтӗр, сахал тухтӑр, пурте тулӑхлӑ пултӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен