Пилсемпе кӗлӗсем

Никӗс пӑттипе чӳклени

 

1137

Никӗс пӑттипе пирӗн чӑваш ҫынни ҫуллен чӳклемест, ӑна кам та кам вӗр ҫӗнӗ пӳрт лартсан тин чӳклет. Никӗс чӳкӗ хӑйне пӗр тӗрлӗ чӳк, ӑна чӳкленӗ чухне ытти чӳксене чӳкленӗ пек тула тухса чӳклемеҫҫӗ: хӗрт-сурт пӑттине чӳкленӗ пек, ялан пӳртре анчах. Пирӗн ялта никӗс пӑттине акӑ епле чӳклеҫҫӗ: вӗр ҫӗнӗ пӳрт лартакан пӳрт пурине улӑхтарса маччипе урайне сарсан пӑтӑпа пашалу пӗҫерттереҫҫӗ. Чӳк тумалла пулсан кил хуҫи ҫав вӗр ҫӗнӗ пӳртӗн урай хӑмисене пӗр виҫҫӗшне илсе пӗр еннерех хурса, хӑй ҫав хуранлӑ пӑттипе пашалуллӑ тиркине икӗ аллине илсе тӗп сакайне анса, пӑртакҫӑ вут хурса (чӗртсе) ак ҫапла Турра асӑна пуҫлать:

Эй, Туррӑм! Ҫак лартнӑ пӳртӗме пур усалсенчен усраса лартнӑ вырӑнӗнче ҫӗрме хуш!

Чӳк тусан ҫав чӳк пӑттине пур ӗҫлекен ҫынсене те ҫитереҫҫӗ.

1138

Пӳрт лартнӑ чух мал енчи сулахай е сылтӑм кӗтесне укҫапа ҫӑм чӳркесе хураҫҫӗ. Турӑ кӗтессине. Ӑна никӗс укҫи теҫҫӗ.

Тӑррине витсен никӗс пӑтти пӗҫерсе ҫиеҫҫӗ. Никӗс пӑттине ҫапла каласа ҫиеҫҫӗ:

Никӗс вырӑнта ҫӗрмелле пултӑр. Килекене ӗҫтерсе-ҫитерсе, ӑшӑтса ямалла пултӑр.

1139

Ҫырлах, аминь, Турӑ, никӗс пӑтти чӳклетӗп. Ҫырлах, ҫырлах, ҫырлах. Ҫырлах, аминь, Турӑ, никӗс питӗ пултӑр, пӳрт пурӑнтӑр ватӑличчен. Ачам-пӑчампа ырлӑхлӑ-сывлӑхлӑ пурӑнма пар. Ҫырлах, ҫырлах, ҫырлах.

1140

Ҫак пӳрт омӗ полтӑр, хоҫи ҫакӑнта совӑ порӑнтӑр, ача-пӑчаллӑ полтӑр, ҫокӑрлӑ-товарлӑ полтӑр, ҫырлах.

1141

Е, пӗсмелле. Пӗр ҫӗр йыш, ан пӑрах, Аша, каҫар! Ҫак хуҫана ҫурт лартма ирӗк пар! Ӗҫме-ҫиме перекет пар выльӑхӑмпала, ывӑлӑм-хӗрӗмпе. Ҫырлах, чӳк! Аминь.

1142

Лартнӑ ҫуртшӑн, ача-пӑчашӑн, ҫӑкӑр-тӑваршӑн, выльӑх-чӗрлӗхшӗн кӗлтӑватпӑр. Лартнӑ ҫурт вырӑнта ҫӗртӗр, ҫӗрни вырӑнне ҫӗнӗ тума пар, киввине пӑсса юсама ту. Турӑ, усалтан ҫӑл, хаяртан-хӑтартан, усалтан-тӗселтен, вутран-кӑвартан, аҫаран-ҫиҫӗмрен, Турӑ, хӑтарса тӑр.

1143

Никӗс ҫине икӗ йӳн пӗрене хурсан сӗтел ларас вырӑна (кӑмакана хирӗҫле кӗтесе) пӑхӑр укҫана хакӗ енӗпе хураҫҫӗ те кӗлӗ калаҫҫӗ:

Ырӑ никӗсӗм, вырӑнлӑ пултӑр, вутран-кӑвартан ырлӑх-сывлӑхлӑ пултӑр. Ҫемье ӗрчемелле пултӑр. Картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх пултӑр. Ырлӑхпа-сывлӑхпа пурӑнмалла пултӑр. Турӑ мала ятӑр. Ӗмӗрлӗ пултӑр. Никӗс ҫакӑнтах ҫӗртӗр. Вут амаран сыхлатӑр.

Ҫӗнӗ ҫурт никӗсне чӳклеме тӑвансене каҫранах чӗнсе хӑвараҫҫӗ. Ирхине пурте харӑс пухӑнаҫҫӗ те ҫурта мӑк ҫине туртса лартаҫҫӗ, мачча каштине хураҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӗпсакай вырӑнӗнче вут чӗртеҫҫӗ те ҫурт никӗсӗн пӑттине пӗҫереҫҫӗ. Вара никӗс пӑттине ҫиме чӗнеҫҫӗ. Ҫавӑн чухне ҫӑкӑр чӗркесе мачча каштинчен мунчалапа ҫыхса ҫакаҫҫӗ. Унтан мачча каштине ҫапса курӑса татса яраҫҫӗ, ҫӑкӑрӗ мӗнле майлӑ ӳкнине пӑхаҫҫӗ.

Тӗпӗпе ҫӳлелле ӳксен пӑшӑрханаҫҫӗ:

Вилетӗп эппин, ку ҫурт малалла каймӗ-тӗр: е ачам-пӑчам ӗрчемӗ-ши, е выльӑх-чӗрлӗхӗм ӗрчемӗ-ши, элле хам вилетӗп-ши?

Пичӗпе ҫӳлелле пулсан савӑнса калаҫҫӗ:

Пиччен (пиччӗн) иккен (савӑнать). Ну, Турӑ пӑрахмӗ-ха, ҫӑкӑр пиччӗн ӳкрӗ. Ачам-пӑчамра, мош, раскал пулӗ, выльӑх-чӗрлӗхре, мош, раскал пулӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн пӑтӑпа чӳклеҫҫӗ. Мӑчавӑр кӗлӗ калать:

Ҫырлахтӑр ырӑ никӗс пӑтти. Ачам-пӑчама раскалне патӑр. Выльӑхӑм-чӗрлӗхӗм ӗрчемелле пултӑр. Усал-тӗселӗнчен сыхлатӑр.

Ывӑлӗ ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ чухне амӑшӗ пӑтӑ, апат-ҫимӗҫ пӗҫерет те икӗ чашӑка пӑтӑ ярать:

Ырӑ Турӑ, сыхла ачамсене, ачамсем уйрӑлса каяҫҫӗ ӗнтӗ, ырлӑх-сывлӑх пар вӗсене.

Ку йӑлтах кивӗ ҫуртра пулса иртет. Унтах Пӳлӗхҫе хисеплесе кӗлӗ калаҫҫӗ:

Ырӑ Пӳлӗхҫӗ ҫырлахтӑр, ачам-пӑчама ырлӑх-сывлӑх патӑр. Ырӑ чӳк ырӑ вырӑнлӑ пултӑр. Хӑй чуне хӑй патӗнче пултӑр.

Ачамсем, ку чашӑкпа пӑтта хӑвӑрпа илӗр. Ҫӗнӗ пӳртре сӗтел ҫине лартӑр та пӗрле апатланӑр.

Пехил эппин сире, пур пулӑр. Тур патӑр. Эсир те пирӗн пекех ачаллӑ-пӑчаллӑ, ҫуртлӑ-йӗрлӗ пулӑр.

Турӑ Хӗрт-сурта ҫуртра пурӑнма патӑр. Тӗп килтен кирпӗҫ катӑк ҫине пӳрт кӑмаки ҫумне хушса хума патӑр.

1144

Ҫурт лартиччен малтан ҫурт вырӑнӗ пӑхас пулать.

1. Кӑткӑ йӑва тӑвас вырӑна пӳрт лартни аван. Хур ларнӑ вырӑна пӳрт лартсан йыш пухӑнать.

2. Пӳрт лартас вырӑна выртса ҫывӑраҫҫӗ, ҫав каҫ курнӑ тӗлӗке ҫурт лартассипе ҫыхӑнтарса чухлаҫҫӗ.

3. Ҫурт тума тытӑннӑ чухне калаҫҫӗ:

Ку вырӑнта ырӑ пурӑнмалла пултӑр, инкек-синкек ан пултӑр.

4. Никӗс ҫине ҫӑмпа чӗркесе укҫа хураҫҫӗ. Ҫапла тусан ҫӑкӑр-тӑвартан, укҫа-тенкӗрен татӑк пулмасть теҫҫӗ.

5. Мачча кашти хунӑ чухне калаҫҫӗ:

Вут-кӑвар ан тивтӗр, ҫӗриччен лармалла пултӑр.

Мачча каштине шаккаса хурсан пӳрт сӗрӗмлӗ пулать, пуҫа шаккать.

Мачча каштине лӑп анчах хураҫҫӗ, шаккаса тумаҫҫӗ.

6. Пӳрт хӑпартсан ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки тӑваҫҫӗ. Ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки тунӑ чухне пиллеҫҫӗ:

Ачапчаллӑ, ҫемьеллӗ пулӑр, ырлӑхлӑ-сывлӑхлӑ пулӑр.

7. Ҫӗнӗ пӳрт парнисем параҫҫӗ. Парне панӑ чухне сунаҫҫӗ:

Пӳртре тулли пурнӑҫ пултӑр, шӑнса килекене ӑшӑтса ярӑр, выҫса килекене тӑрантарса ярӑр.

Ҫакӑн пек апат-ҫимӗҫ сӗтел ҫинчен ан татӑлтӑр.

Сӗтел ҫине апат, сӑра витрине лартаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр