Пилсемпе кӗлӗсем

1143-мӗш кӗлӗ

Никӗс ҫине икӗ йӳн пӗрене хурсан сӗтел ларас вырӑна (кӑмакана хирӗҫле кӗтесе) пӑхӑр укҫана хакӗ енӗпе хураҫҫӗ те кӗлӗ калаҫҫӗ:

Ырӑ никӗсӗм, вырӑнлӑ пултӑр, вутран-кӑвартан ырлӑх-сывлӑхлӑ пултӑр. Ҫемье ӗрчемелле пултӑр. Картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх пултӑр. Ырлӑхпа-сывлӑхпа пурӑнмалла пултӑр. Турӑ мала ятӑр. Ӗмӗрлӗ пултӑр. Никӗс ҫакӑнтах ҫӗртӗр. Вут амаран сыхлатӑр.

Ҫӗнӗ ҫурт никӗсне чӳклеме тӑвансене каҫранах чӗнсе хӑвараҫҫӗ. Ирхине пурте харӑс пухӑнаҫҫӗ те ҫурта мӑк ҫине туртса лартаҫҫӗ, мачча каштине хураҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӗпсакай вырӑнӗнче вут чӗртеҫҫӗ те ҫурт никӗсӗн пӑттине пӗҫереҫҫӗ. Вара никӗс пӑттине ҫиме чӗнеҫҫӗ. Ҫавӑн чухне ҫӑкӑр чӗркесе мачча каштинчен мунчалапа ҫыхса ҫакаҫҫӗ. Унтан мачча каштине ҫапса курӑса татса яраҫҫӗ, ҫӑкӑрӗ мӗнле майлӑ ӳкнине пӑхаҫҫӗ.

Тӗпӗпе ҫӳлелле ӳксен пӑшӑрханаҫҫӗ:

Вилетӗп эппин, ку ҫурт малалла каймӗ-тӗр: е ачам-пӑчам ӗрчемӗ-ши, е выльӑх-чӗрлӗхӗм ӗрчемӗ-ши, элле хам вилетӗп-ши?

Пичӗпе ҫӳлелле пулсан савӑнса калаҫҫӗ:

Пиччен (пиччӗн) иккен (савӑнать). Ну, Турӑ пӑрахмӗ-ха, ҫӑкӑр пиччӗн ӳкрӗ. Ачам-пӑчамра, мош, раскал пулӗ, выльӑх-чӗрлӗхре, мош, раскал пулӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн пӑтӑпа чӳклеҫҫӗ. Мӑчавӑр кӗлӗ калать:

Ҫырлахтӑр ырӑ никӗс пӑтти. Ачам-пӑчама раскалне патӑр. Выльӑхӑм-чӗрлӗхӗм ӗрчемелле пултӑр. Усал-тӗселӗнчен сыхлатӑр.

Ывӑлӗ ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ чухне амӑшӗ пӑтӑ, апат-ҫимӗҫ пӗҫерет те икӗ чашӑка пӑтӑ ярать:

Ырӑ Турӑ, сыхла ачамсене, ачамсем уйрӑлса каяҫҫӗ ӗнтӗ, ырлӑх-сывлӑх пар вӗсене.

Ку йӑлтах кивӗ ҫуртра пулса иртет. Унтах Пӳлӗхҫе хисеплесе кӗлӗ калаҫҫӗ:

Ырӑ Пӳлӗхҫӗ ҫырлахтӑр, ачам-пӑчама ырлӑх-сывлӑх патӑр. Ырӑ чӳк ырӑ вырӑнлӑ пултӑр. Хӑй чуне хӑй патӗнче пултӑр.

Ачамсем, ку чашӑкпа пӑтта хӑвӑрпа илӗр. Ҫӗнӗ пӳртре сӗтел ҫине лартӑр та пӗрле апатланӑр.

Пехил эппин сире, пур пулӑр. Тур патӑр. Эсир те пирӗн пекех ачаллӑ-пӑчаллӑ, ҫуртлӑ-йӗрлӗ пулӑр.

Турӑ Хӗрт-сурта ҫуртра пурӑнма патӑр. Тӗп килтен кирпӗҫ катӑк ҫине пӳрт кӑмаки ҫумне хушса хума патӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр