Пилсемпе кӗлӗсем

Сӑра ӗҫӗн сӑмахӗсем

Сӑра — чӑвашӑн ӗмӗрхи хисеплӗ ӗҫми. Вӑл ӑна теҫетке тӗрлӗ вӗретме, теҫетке тӗрлӗ юхтарма пӗлет. Шыв вырӑнне ӗҫекен кӑвасран пуҫласа эрехрен ирттерекен пыл-шерпетпе ик сыпкӑмпа ураран ӳкерекен кӑрчама таран туса лартать. Ҫапла ӑста ҫынсен сӑра вӑрттӑнлӑхӗ те, кӗлли-сӑмахӗ те кӑткӑс та пуян.

Ҫумпайсем

Йӳҫетме лартнӑ чух калани (1151-1157)

 

1149

Шывне хурантан шетнике яриччен ҫапла тӗтӗрсе калаҫҫӗ:

Эй, пӗсмӗлле, Турӑ, ҫырлах; Турӑран ырлӑх, этемрен сиплӗх, чӳкки-кӗлли ҫырлахса, вилли-чӗрри пиллесе лайӑх пултӑр, килӗштӗр.

Выльӑх-чӗрлӗх сывлани, йыт-качка сывлани — пурте тухчӑр, ҫак сӑрана ӑнтарччӑр.

1150

Сӑра тума тытӑниччен вутлӑ кӑмрӑкпа шетниксене тӗтӗреҫҫӗ:

Эй пӗсмӗлле, Тур ҫырлах, Турӑран ырлӑх, этемрен сиплӗх. Чӳк кӗллисем ҫырлахса, вилли-чӗррисем пиллесе сип пултӑр, килӗштӗр. Тек тетӗрмелле ан пултӑр. Усал куҫ, ҫаврӑнса ларнӑ куҫ, ӳпне куҫ, чакӑр куҫ, хура куҫ, симӗс куҫ, ылмашса ларнӑ куҫ тухса кайччӑр. Ҫав куҫсем ӳкиччен ҫеҫен хирте ҫавра кӳл, ҫавра кӳл варринче ылтӑн юпа, ылтӑн юпа тӑрринче ылтӑн тарилкке, тарилкке ҫинче ылтӑн кайӑк. Ҫав ылтӑн чӗкеҫ хӑҫан ӗҫсе ҫиет, ҫавӑн чухне куҫ ӳксе хаяр ӳктӗр.

Эп имлеместӗп, эп юмламастӑп, ашапатман карчӑк. Ҫав имлет те ҫав юмлать. Имне-юмне ҫӗрӗк ҫӑпатапа туртса килнӗ. Ҫӗрсе выртан ут пуҫӗ хӑҫан ут пулса кӗҫенет, ҫавӑн чухне куҫ тивсе хаяр ӳктӗр.

Сип пултӑр, килӗштӗр, тек тӗтӗрмелле ан пултӑр. Усал-тӗсел ҫакӑнпа тухса кайтӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр