1150-мӗш кӗлӗ
Сӑра тума тытӑниччен вутлӑ кӑмрӑкпа шетниксене тӗтӗреҫҫӗ:
Эй пӗсмӗлле, Тур ҫырлах, Турӑран ырлӑх, этемрен сиплӗх. Чӳк кӗллисем ҫырлахса, вилли-чӗррисем пиллесе сип пултӑр, килӗштӗр. Тек тетӗрмелле ан пултӑр. Усал куҫ, ҫаврӑнса ларнӑ куҫ, ӳпне куҫ, чакӑр куҫ, хура куҫ, симӗс куҫ, ылмашса ларнӑ куҫ тухса кайччӑр. Ҫав куҫсем ӳкиччен ҫеҫен хирте ҫавра кӳл, ҫавра кӳл варринче ылтӑн юпа, ылтӑн юпа тӑрринче ылтӑн тарилкке, тарилкке ҫинче ылтӑн кайӑк. Ҫав ылтӑн чӗкеҫ хӑҫан ӗҫсе ҫиет, ҫавӑн чухне куҫ ӳксе хаяр ӳктӗр.
Эп имлеместӗп, эп юмламастӑп, ашапатман карчӑк. Ҫав имлет те ҫав юмлать. Имне-юмне ҫӗрӗк ҫӑпатапа туртса килнӗ. Ҫӗрсе выртан ут пуҫӗ хӑҫан ут пулса кӗҫенет, ҫавӑн чухне куҫ тивсе хаяр ӳктӗр.
Сип пултӑр, килӗштӗр, тек тӗтӗрмелле ан пултӑр. Усал-тӗсел ҫакӑнпа тухса кайтӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен